Белгород (шывай кимми)

К-139 «Белгород» — «Антей» классне кĕрекен туса пĕтермен атомлă раççей шывай крейсерĕ. Крейсерĕн тĕп хĕçпăшалĕ карапа хирĕçле 24 çунатлă «Гранит» ракети пулмалла шутланă. Анчах та 1980-мĕш çулсенче ăслайланă «Гранит» комплексĕ 2000 çулĕ тĕлне хăват енĕпе кая юлнă.[2] Челомей пуçарса янă лайăхлатнă «Болид» ракета комплексĕ 2005 çулĕ тĕлне хатĕр пулман. [3][4]

К-329 «Белгород»
Карап кун-çулĕ
Ялав патшалăхĕ (çĕклемен)
Хальхи статусятарлă проектпа тăваççĕ[1]
Тĕп пахалăхсем
Карап тĕсĕПЛАРК
Проект палăртăвĕ949АМ «Антей»
ÇАПУ классификацийĕ«Oscar-II»
Хăвăртлăх (шывçи)15 çыхă
Хăвăртлăх (шывай)33 çыхă
Ĕçлĕ тарăнăш420 м
Чи пысăк тарăнăш500 м
Çӳрев автономлăхĕ120 талăк
Экипаж130 çын
Калăпăшсем
Шывçи шыв кăларăшĕ14 700 т
Шывай шыв кăларăшĕ23 860 т
Чи вăрăм (КВЛ)154 м
Корпус чи анлăшĕ18,2 м
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе)9,2 м
Вăй-хăват хатĕрĕ
190 МВт хăвтлă
2 ОК-650В йĕтре реакторĕ
Хĕçпăшал
Торпеда-
мина хĕçпăшалĕ
2x650-мм тата 4x533-мм ТА
24 торпедă
Ракета хĕçпăшалĕПКР комплекс «Гранит»
24 ЗМ-45 ракети
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Белгород (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Кун-çулĕ

ПО «Севмашра» (Северодвинск) 1992 çулхи утăн 24-мĕшĕнче 654 савутри номерĕпе тума тытăннă.[2]1993 çулхи акан 6-мĕшĕнче «Белгород» ята панă.[2]

1994 çулхи çăвăн 16-мĕшĕнче ТÇФ кăларнă та консервациленĕ.[2][5]

2000 çулхи авăн уйăхĕнче, пĕр тĕслĕ «Курск» атомăхут путнă хыççăн, тăвас ĕçе тепĕр хут пуçланă.[2][5]

2004 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне карапăн корпусне пуçтарнă, анчах та ăшне техникăна, ракета шахтисене майлаштарса лартайман. Ун чухне туса пĕтерес хакĕ 100 миллион тенкĕпе танлашнă.[5]

Кимĕне «Севмаш» хăй тăрăшнипе туса пынă, çавăнпа та çак ĕçе сахал укçапа тивĕçтернĕ.[5]

«Белгород» АШК туса пĕтерессине Патшалăхăн 2006 çулхи хӳтĕлев хушавне кĕртнĕ.[5] Çапах та 2006 çулхи утăн 20-мĕшĕнче Севмашпредприятие килнĕ хӳтĕлев министрĕ Сергей Иванов каланипе, кимĕне Раççей ТÇФ шутне кĕртмелле мар тесе йышăннă, хатĕрлĕхĕ 80 % танлашнă.[6][7]
2009 çулта 885 «Ясень» проекчĕн çунатлă ракетисемпе кăраллатас шухăш пулнă.[8]

Официаллă мар хыпарпа, 2011 çулта К-139 ятарлă тĕллĕ шывай кимми тăвас тенĕ[9] 2012 çулăн пуçламăшĕнче ТÇФ тĕп çарпуçĕ Владимир Высоцкий каланипе «Белгорода» ятарлă проектпа тăваççĕ[1].

Командирсем

  • Абхалимов В. (1995—1997)

Асăрхавсем

Каçăсем