Мăн Тукташ

Мăн Тукташ, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял.[1]

Мăн Тукташ
Мăн Тукташ
ЯлавГерб
ЯлавГерб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районЭлĕк
Ял тăрăхĕУраскилт
Координатсем55°40′17″ с. ш. 46°37′03″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83535
Почтă индексĕ429260
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 205 873 001
Мăн Тукташ (Раççей)
Точка
Мăн Тукташ (Чăваш Ен)
Точка

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Мăн Тукташра 1894 çулта шкул уçăлнă. 1926 çулта 186 килте 841 çын пурăннă. Ялта И. С. Тукташ ячĕллĕ литература музейĕ вырнаçнă.

Кун-çулĕ

1920 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшчен Кăрмăш уесĕн Атикасси вулăсне, кайран, районсене туса хуриччен, Етĕрне уесĕн Атикасси вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Çĕмĕрле районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Этимологи

Ял ячĕ тĕне кĕмен Тукташ ятлă чăваш ятĕнчен пулса кайнă. В. К. Магницкий XIX ĕмĕрте пухса çырнă "Чувашские языческие имена" кĕнекере çакна асăннă.

Паллă çынсем

  • Алексеева (Антонова) Маргарита Ивановна — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ экономисчĕ.
  • Афанасьев Анатолий Трофимович — Чăваш Ен халăх ăсчахĕ.
  • Ефимов Николай Афанасьевич, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Иванов Николай Сергеевич, - Раççей Федерацин тата Чăваш Респуликин халăх артисчĕ.
  • Малов Аркадий Васильевич, - чăваш сăвăçи, тăлмач.
  • Романов Владислав Сергеевич — педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ.
  • Михайлов Лазарь Андреевич — инженер-конструктор, СССР патшалăх парнин лауреачĕ.
  • Павлов Пётр Тарасович — Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕ.
  • Прокопьева Мальвина Максимовна — ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
  • Сереп Анатолий Трофимович, - чăваш сăвăçи, прозаик.
  • Степанов Валериан Фёдорович — Чăваш Енĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
  • Степанова Пелагея Павловна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Тукташ Илья Семёнович, - чăваш сăвăçи, çыравçи, халăх пултарулăхне пухакан.
  • Осипов Илья Матвеевич, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Пилеш Герасим Дмитриевич, çыравçă, драматург, сăвăç, скульптор, график.

Вуламалли

  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.

Çав. пекех

Асăрхавсем

Каçăсем