Митраизм

Митраи́зм (Митра мисте́рисем) — рим çарĕнче I—IV ĕмĕрсенче сарăлнă тĕнри мистикăллă этеп.

Митра вăкăра вĕлерет. II ĕмĕрти фреска (пулас темелле), митреум, Марино

Аваллăхра этепе «митра» е «перс мистерисем» тенĕ, Порфирий пĕлтернипе, Римри Митрана ĕненекенсем ăна перс этепĕ, никĕслекенĕ Саратуштра ятлă тенĕ. Митраизма тĕпчеме питĕ хĕн: сăваплă текстсем упранса юлайман, манускриптсем сахал. Тĕп информацине этеплĕ ӳнерĕн палăкĕсенчен тавçарса илме тивет. Археологсем 420 яхăн митреум чакаласа, 1000 ытла митраизмпа çыхăннă эпиграфлă палăка, 700 ытла тавроктони сценине тата 400 этепĕн ытти япалине тупнă[1].

Археологири хыпарсемпе, çак этепе Рим империн анăç провинцисенче, Дунай чиккинчи тата Римре хăйĕнче тытса пынă, грексен Тухăçĕнче тупнисем сахал пулнă [2].

Этепе арçысем тытнă, пулас, Рим империн социумĕнчи çарçăсем, тӳре-шара тата ирĕке янисем çине саралнă. Этепе вăрттăн, тĕне тытакансем çĕр хăвăлĕсенчи митреумсенче пуçтарăнса тытнă. Митреумсенче этеплесе апатланмашкăн ларма вырăнсем пулнă, рельефсемпе е çырнисемпе, çаплах пилленĕ япаласемпе капăрлатнă.

Истори

Постулатсем

Пĕрлехи хыпарсем

Дура-Эвропосре чакаласа тупнă Йель университечĕн ӳнер галерейинче реконструкциленĕ митреум.

Тĕнчене тунă пирки халап. Астраллăх циклĕ

Арăслан пуçлĕ Кронос-Эон, Ватикан музейĕн пухăмĕнче.

Тавроктони

Митреумсем. Ритуалсем

Литература

Асăрхавсем

Каçăсем