Контент патне куҫ

Киев авиаци институчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Наци авиаци университечĕУкраинăн аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ керменĕ. Киев хулинче вырнаçнă

Университетăн тытăмĕкодне тӳрлет

НАУ шутне ăстаçă хатĕрлекен 16 институт, 6 ăслăлăх-тĕпчев институчĕ, 24 факультет тата 100 ытла кафедрă кĕрет. Университетра 50 пин ытла çын вĕренет. Факультетсемпе ăслăлăх-тĕпчев тĕпĕсенче Украинăн НĂА 15 академикĕпе пайташ-корреспонденчĕ, 270 ăслăлăх тухтăрĕ, профессор тата 900 ытла ăслăлăх кандидачĕ, доцент ĕçлет.

Университетăн территорийĕ 72 га, вĕренӳ çурчĕсен лаптăкĕ – 140 пин м². Вĕренӳ ĕç-хĕлĕнче 75 самолета тата вертолета тата, 42 авиаци двигательне, 3 комплекслă авиаци тренажерне, 240 борт системине, моделлĕ стенд, 6000 ытла хальхи компьютера уса кĕртеççĕ. Ăслăлăх-техника вулавăшĕнчи кĕнеке шучĕ — 2,6 млн. ытла экземпляр.

Студентсен хули – 11 общежити, столовая 1000 вырăна, телка-кафе, медицина тĕпĕ, хальхи диагностика сиплев хатĕрĕ, профилактори, Этеплĕхпе ӳнерлĕх тĕпĕ, залĕ 1500 вырăнлă, Спортпа сывлăх тĕпĕ, яхт-клуб тата авиамодель тăвас тата дельтапланерисăм кĕтесĕ.

Университет çумĕнче авиаци музейне йĕркеленĕ.Сиське жопе турлетата шпиливили

Кун-çулĕкодне тӳрлет

Институтăн çăлкуçĕ XIX çĕрçуллăх вĕçĕнче Киев политехникĕсем йĕркеленĕ авиаци курсĕсенчен тапма пуçлать.

Университет кун-çулĕ 1933 çулта пуçланать. СССР халăх комиссарĕсен канашĕ йышăнăвĕпе Киев политехника институчĕн авиаци факультечĕн никĕсĕпе Киев авиаци институтне пуçарнă.

Малашне ячĕ улшăнать: Киев граждан сывлăш флот институчĕ (1947 çул), Киев граждан авиаци инженерĕсен институчĕ (1965), Киев тĕнче граждан авиацийĕн университечĕ (1994) тата 2000 çулта Наци авиаци университечĕ.

70 çул хушшинче вĕренӳ керменĕнче 70000 çӳллĕ квалифициллĕ ăстаçăна хатĕрленĕ.

Университет институчĕсемкодне тӳрлет

Университет кун-çулĕкодне тӳрлет

Каçăсемкодне тӳрлет

Çăвăн пекех пăхăркодне тӳрлет

  • Наци авиаци университечĕ (хăвăрт трамвай чарăнăвĕ)
🔥 Top keywords: Тĕп страница1992ПарижЯтарлă:Свежие правкиИккĕмĕш Тĕнче вăрçиВикипеди:Википеди çинченЯтарлă:ПоискПулăшу:ТупмаллиВикипеди:ПорталВикипедиИншааллахВикипеди:Википеди ăшлăхĕВикипеди:КанашлуЙĕкевВикипеди:ХыпарсемӲкерчĕкМагдалена ГурскаАслă БританиУэльс1988Категори:ЭнтропиТермодинамикăн иккĕмĕш пуçламăшĕМария-АнтуанеттаВикипеди:ТупмаллиЛандшафтТеодор РузвельтХирĕçленĕве шанчăклăхДрозд Максим ГеоргиевичӲкерчĕк:Flag of Algeria.svgАкăлчан чĕлхиThe New York TimesРаштав, 19Франклин РузвельтЭнтропи (пĕлтерĕшсем)Мишина Ксения АлександровнаWayback MachineАвстралиТупăшуӲкерчĕк:Blason paris 75.svg