Пăрттассем

Пăрттассем — Вăтам Атăлăн сылтăм çыранĕн çĕрĕсенче пурăннă йăхсен пĕрлешĕнĕвĕ. Арап авторĕсем IX ĕмĕрте, вырăс литература палăкĕсенче XIII ĕмĕрте асăннă. Этнос çемьи пулса тухни теорийĕ тавлашуллă.

Кун-çулĕ

Пăрттассем V—XI ĕмĕрсенче Атăлăн иккĕ çыранĕ енче (хальхи Сызраньрен Волгограда çити) пурăннă. Çĕр çинче ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетнĕ, сунара çӳренĕ, пыл-хурт тытнă. Мамăк тире сутса тупăшланă[1].

VII—VIII ĕмĕрсенче вĕсен çĕрĕ урлă çурçĕрелле пăлхарсем куçнă та çурçĕрти территорине йышăннă[2][3][4].

VII ĕмĕрте пăрттассем 10 пине çити юланут çарпа пăлхарсем тата печенегсем çине харçăпа çӳренĕ.

VII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа Хасар хаканлăхĕ айĕнче, X ĕмĕрĕн вĕçĕнче — Руç пăхăнăвĕнче пулнă[1].

XI ĕмĕрте кăпчаксем кунта çитсен пăрттассем хăйсен сĕмне çухатнă[1].

XI ĕмĕрте çурçĕр-анăçалла, Сăр тата кăштах Мăкшăпа Цна тури бассейнĕнче çĕре (Пенза облаçĕн анăçĕнчи Пăрттас шывĕ) куçса кайнă[1].[5]

Пенза облаçĕнчи Городищере авалхи Пăрттас хулан тĕпĕсене тупнă.

Пăрттассем мишерсен культурин аталанăвне чылай сĕм кĕртнĕ[6][1].

Генезис

Алан-ас теорийĕ

Г. Е. Афанасьев археолог пăрттассене алансем çумне хушать, çакна ăнлантарма вăл иран этимологипе усă курать (выр. буртас - furt as е мăн шыв патĕнче пурăнакан ассем) (Г. Е. Афанасьев, О. И. Прицак)[7]. Е. С. Галкина пăрттассем вилесене çунтарнине палăртать, çавăн пек ритуалсем сармат-алансен те пур[8][9].

Тюрк (тĕрĕк) теорийĕ

Пăрттассене тĕрĕк чĕлхиллĕ, атăлçи пăлхарĕсемпе тăванлă тесе йышăнаççĕ (М. З. Закиев, А. М. Орлов, А. Х. Халиков)[10][11].

Финн-укăр теорийĕ

П. Голден шухăшĕпе, пăрттассем финн-укăр массивне кĕреççĕ, мишарсен тата мăккшăсен несĕлĕсем пулаççĕ (А. П. Новосельцев). Теори тăрăх, вĕсене хулаш археологи культурипе çыхăнтараççĕ[1][12].

Çавăн пекех

Асăрхавсем

Вуламалли

  • Алихова А. Е. К вопросу о буртасах // Советская этнография. — 1949. — № 1.
  • Афанасьев Г. Е. Буртасы // Исчезнувшие народы: Сборник статей (по материалам журнала «Природа») / С. С. Неретина; Ред. П. И. Пучкова; Худож. оформл. Е. Л. Гольдина. — М.: Наука, 1988. — 25 000 экз. — ISBN 5-02-023568-7 (хупл.)
  • Закиев М. З. Происхождение тюрков и татар. — Хусан: Инсан, 2002. — ISBN 5-85840-317-4
  • Заходер Б. Н. Каспийский свод сведений о Восточной Европе, т. 1. — М., 1962.
  • Смирнов А. П. К вопросу о буртасах // Краеведческие записки (Ульяновский областной краеведческий музей), в. 2. — Ульяновск: 1958.
  • Хайретдинов Д. З. Ислам в центрально-европейской части России: энциклопедический словарь / Коллект. автор; сост. и отв. редактор Д. З. Хайретдинов. — М.: Издательский дом «Медина», 2009. — 404 с., ил. — (Ислам в Российской Федерации; Вып. 4).

Каçăсем