Пельш Валдис Эйженович

Ва́лдис Эйже́нович (Евгеньевич)[1] Пельш (лат. Valdis Pelšs; 1967, çĕртме, 5, Рига) — раççей мусăкçи, шоумен, телеертӳç, продюсер. «Угадай мелодию» тата «Розыгрыш» ярăмсен ертӳçи.

Валдис Пельш
Патшалăх ССРП
РФ
Профессисем мусăкçă, юрăç, телеертӳç, актёр
Инструментсем перкуссия, флейта, тамбурин, ударные, бас-гитара
Жанрсем арт-рок, джаз-рок, камеди-рок
Ушкăнсем Несчастный случай
valdis-pelsh.com
Пелш хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Биографи

1967 çулхи çĕртмен 5-мĕшĕнче Ригăра инженерпе экономист çемьинче çуралнă[2]. Унăн ашшĕ, Эугенийс Пельш, журналист пулса тăрăшнăскер, — латыш, амăшĕ, Элла - инженер. Унăн пĕр варта выртнă пиччĕшĕ Александр тата пĕр варта выртнă йăмăкĕ Сабина пур. 1983 çулта Валдис Ригăри франс чĕлхине тарăн вĕренмелли ятарлă шкулта вĕренсе тухнă[3].

МПУ философи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ, пĕр çул хушши[3] СССР ĂА Çутçанталăк тĕпчевĕпе техкника историн С. И. Вавилов ячĕллĕ институтĕнче тăрăшнă. 1983—1995 çулсенче МПУ çамрăксен театрĕнче (халĕ — МПУ студентсен театрĕ) вылянă[4].

Дискографи

«Несчастный случай» группăра:

  • Троды плудов (1994)
  • Mein Lieber Tanz (1995)
  • Межсезонье (1996)
  • Гоняясь за бизоном (2013)

Фильмографи

  • 1998 — На бойком месте — Пыжиков
  • 1998 — Старые песни о главном 3 — донна Роза Д’Альвадорес
  • 2000 — Брат 2 — камео
  • 2000 — 33 квадратных метра (эпизод «Береги Автомобиля») — камео
  • 2004 — Мяхялля в Москве — милиционер
  • 2004 — 33 квадратных метра (эпизод «Акула пера») — камео
  • 2005 — Рублёвка Live — ертӳç
  • 2005 — Турецкий гамбит — Данченко
  • 2007 — Золушка.ru — камео
  • 2007 — Любовь-морковь — аукцион ертӳçи
  • 2008 — Снежный человек — Виктор Андреевич Орлов, журналăн тĕп редакторĕ
  • 2011 — О чём ещё говорят мужчины — Сашăн пуçлăхĕ
  • 2014 — Быстрее, чем кролики — камео

Пайăр пурнăçĕ

  • 1-меш арăмĕ (официаллă 1988—2005) юрист Ольга Игоревна Пельш.
    • хĕрĕ Эйжена Пельш (1992 çур.)[5].
  • 2-мĕш арăмĕ Светлана Пельш (х. Акимова) (официаллă 2006 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче) — «МажорДом» хуçайки[6][7][8][9][10][11].
    • хĕрĕ Илва Пельш[11][12].
    • ывăлĕ Эйнер (2009)[11].
    • ывăлĕ Ивар (2014)[13].

Асăрхавсем

Каçăсем

Шаблон:Несчастный случай