Ассошиэйтед Пресс

Ассошиэ́йтед Пресс агентство[1][2] (АП; акăл. Associated Press, AP) — тĕнчери шĕкĕр информаци-çĕнхыпар агентствисенчен пĕрри. Чи малтанах — хаçат кăларакансен çĕнĕ хыпар кооперативĕ. Штаб-хваттерĕ Нью-Йоркра.

Ассошиэйтед Пресс

Ассошиэйтед Пресс логотĕсĕ
Никĕсленĕ вăхăт çу, 1846
Тĕп офис АПШ, Нью-Йорк, 33-мĕш урам, анăç енĕ
Веб-сайт ap.org
[[commons:Category:Логотип Викисклада Associated Press Викиампарта|Ассошиэйтед Пресс]] Викиампарта

Компани кун-çулĕ

Ассошиэйтед Пресс тĕп офисĕ. Нью-Йорк.

Ассошиэйтед Пресс (кĕскен «АП») агентствăна 1846 çулхи çу уйăхĕнче Нью-Йоркра çак хулари пиллĕк хаçат кооперативĕ евĕр йĕркеленĕ, Алабама штачĕ витĕр пони-экспресс маршрутне йĕркеленĕ, çавна пула вĕсем Мексика вăрçин çĕнĕ хыпарĕсене çурçĕре американ почтинчен хăвăртрах çитерме пултарнă.

1970 çулта компанире 100 пин çын ĕçленĕ. 1978 çул тĕлне Юнайтед Пресс Интернэшнл агенствипе пĕрле АПШ тăрăх информаци сарас енĕпе монополист пулса тăнă.

Вуламалли

  • Ассошиэйтед Пресс (АП) // Краткий политический словарь / Н. В. Шишлин пĕрл. ред., Л. А. Оникова. — М.: Политиздат, 1978. — 300000 экз.

Асăрхавсем

Каçăсем

Ку компани е предприяти пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.