Виши режимĕ

Шаблон:Франци кун-çулĕВиши режимĕ (фр. le régime de Vichy); официаллă ячĕ Франци патшалăхĕ (фр. l'État français) — нацилĕх Германи Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пуçламăшĕнче Францие парăнтарса, Париса 1940 çулта йышăнса Çурçĕр Францине оккупацийĕ тапхăрĕнчи Кăнтăр Францири коллабораци режимĕ. 1940 çулхи утăн 10-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи акан 22-мĕшĕччен тытăнса тăнă(де-факто 1944 çулхи çурлан 25-мĕшĕччен ). Официаллă нейтралитет политикине тытса пынă.

Ятне Виши курорт хулинчен илнĕ, кунта 1940 çулхи утă уйăхĕнче, диктатор влаçне Анри Филипп Петен маршала панă Наци пухăвĕ иртнĕ; çак Виççĕмĕш республика пăчланнине пĕлтернĕ. Петен правительстви малашне Вишире тăнă, çав вăхăтра çурçĕр Франципе Парис нимĕç çарĕсем айĕнче пулнă. 1942 çулхи чӳк уйăхĕнче Германи пĕтĕм Францие оккупациленĕ, çак самантран правительство влаçĕн ячĕ çеç юлнă. 1944 çулхи çурла вĕçĕнче Париса ирĕке кăларсан, правительство Францирен тухса тарнă та 1945 çулхи ака уйăхĕчченех ют çĕрте ĕçленĕ.

Оккупантсемпе пĕрĕçлев

1940 çулхи юпа уйăхĕнче Китлĕрпе куçа-куçăн курса калаçса Петен Францие нацистсемпе «пĕрĕçлеме» (фр. collaborer) чĕннĕ.

Виши режимĕ герман политикин пĕрлехи юхăмĕпе юртса пынă, еврейсене, чикансене, коммунистсене, масонсене хирĕçле кĕрешнĕ; Франци территоринче СС тата гестапо герман чаçĕсем те, хăйсен репресси йĕркеленĕвĕ — «Милиция» (1943 çултанпа) — ĕçленĕ.

Шалти политика

Идеологипе Виши режимĕ халăх йăлин хаклавĕсене пăхăнса тăнă. Франци республикине пĕтерсе Германипе пĕрлешĕве кĕнипе «Наци революцийĕ» (Révolution nationale) пулса иртнĕ тесе шутланă. Франци республикин «Ирĕклĕх, танлăх, тăванлăх» йыхравне «Travail, Famille, Patrie» («Ĕç, Çемье, Тăван Çĕршыв») çине куçарнă. Виши режимĕн гербĕ вăтам ĕмĕрти франциска-пуртă пулнă. Официаллă «Марсельеза» гимн шутланнă, анчах та нимĕçсем ăна чарнă, çапла вара чăннипе гимн вырăнне Петена халалланă «Маршал, эпир кунта!» (фр. Maréchal, nous voilà !) юрра шăрантарнă.

Петен хăйĕн инициативипе тĕрĕслев территоринче семитсене хирĕçле саккунсене кĕртнĕ, еврейсене лагерьсене хупнă, хăш пайне нимĕç çарĕ йышăннă территорие куçарнă.

Режима майлă ĕçченсем, сăмахран, премьер пулса ĕçленĕ П. Э. Фланден, Францин пулас президенчĕ Ф. Миттеран, вăрттăн Франци Хирĕçлевне пулăшса тăнă.

Тĕнчери лару-тăру

Филипп Петен Адольф Китлĕре алă парать.

Пайăр çынсем

Правительство аслă канашĕ

  • Петен Анри Филипп — Франци патшалăхĕн пуçлăхĕ.
  • Лаваль Пьер — Франци патшалăхĕн премьер-министрĕ, 1940 тата 1942-1944 çç.
  • Дарлан Франсуа — Франци патшалăхĕн премьер-министрĕ, 1941-1942 çç.
  • Фланден Пьер-Этьен — Франци патшалăхĕн премьер-министрĕ, 1940-1941 çç.

Çар ĕçченĕсем

  • Хюнтцигер Шарль — генерал тата хӳтĕлев министрĕ
  • Вейган Максим — Аслă тĕп çарпуçĕ тата хӳтĕлев министрĕ.
  • Тувье Поль — Лионри Франци милицин пуçлăхĕ.

Урăххисем

  • Деа Марсель — Франци халăх партин ертӳçи.
  • Селин Луи-Фердинанд — çыравçă.
  • Папон Морис — Бордо префектурунчи Еврей ĕçĕсен хĕсмечĕн пуçлăхĕ.
  • Боротра Жан — спорт ĕçĕсен тĕп комиссарĕ, 1940-1942 çç.

Çавăн пекех

  • Петен маршал правительстви
  • Виççĕмĕш райхăн территори-политика экспансийĕ
  • Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнчи итал оккупацийĕ

Асăрхавсем

Вуламалли