Касаксем

КасаксемXV ĕмĕрте литва-крым чикĕ çĕрĕсенче (Днепр тăрăхĕ) йĕркеленнĕ кăнтăр вырăс тата украин субэтносĕсем.

Касаклăхăн кун-çулĕ

Историре палăртни

«Запорож касакĕсем турккă султанĕ патне çыру çыраççĕ» И. Репин, 1880

Касаксен çарĕсене йĕркелени

Çĕнĕ çĕрсене йышăнни

Касак çарĕсемпе пĕрлĕхĕсем

Касак çарĕсем XX ĕмĕр пуçне

1916 çулта пур касак шучĕ 4,4 млн. çын пулнă.

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçламăш тĕлне вунпĕр касак çарĕ пулнă.

Раççей Империйĕ аркансан, граждан вăрçи тапхăрĕнче касаксем темиçе патшалах йĕркеленĕ:

  • Кубань Халăх Республики
  • Тан Касак Республики
  • Тер Касак Республики
  • Урал Касак Республики
  • Çĕпĕр Çичшыв Касак Республики
  • Байкал Касак Республики
Ӳкерчĕк:Владимиров. Уральские казаки в походе.jpg
Владимиров. Яик касакĕсем харçăра.
  • Иркут касак çарĕ (Иркут)
  • Калмăк касак çарĕ (Калмыки)
  • Ăренпур касак çарĕ (Ăренпур, Свердлов, Челепи, Курган, Пушкăртстан)
Ӳкерчĕк:Посидим у моря, подождем погоды. 1904.jpg
Вырăс-япун вăрçи пуçламăшĕнчи вырăс плакачĕ: Маньчжурипе Порт-Артура хӳтĕлекен касак, 1904 çул.
  • Çичшыв касак çарĕ (Алматапа Чуй, Казахстан)
  • Çĕпĕр касак çарĕ (Кемĕр, Томь, Алтай, Çĕнĕ Çĕпĕр)
  • Терек касак çарĕ (Кабарда-Палкари, Ç. Осети, Чечня, Дагестан)
  • Урал касак çарĕ (Урал, Казахстанри Гурьев) — 1918—1920 çулсенче саланнă, халĕ сахал ушкăнсемпе палăрса тăрать.
  • Уссури касак çарĕ (Тинĕсçум)
  • Хабар касак çарĕ (Хабар)
  • Атăлçи касак çарĕ (Самар, Сарăту, Чĕмпĕр, Тутарстан)
  • Тĕп касак çарĕ (Раççейĕн тĕп облаçĕсем), çав шутра:
  • Хура тинĕс касак çарĕ (Крым тата кăнтăр Украина)
  • Украин реестр касаклăхĕ (Пур Украина касак çарĕ),

çаплах

  • Ставрополь касакĕсен пĕрлĕхĕ (Ставрополь)
  • Тухăç Казахстан облаçĕн касакĕсен пĕрлĕхĕ (çурçĕр-тухăç Казахстан)
  • Камчат уйрăм касак тăрăхĕ (Камчатка)
  • Сахалин уйрăм касак тăрăхĕ (Сахалин)
  • Çурçĕр-Анăç уйрăм касак тăрăхĕ (Ленинград облаçĕпе юнашаррисем)
  • Курск касак тăрăхĕ (Курск)
  • Чулман Атăл уйрăм касак тăрăхĕ (Пермь, Удмурти)
  • Çурçĕр Тан касак тăрăхĕ (Воронеж)
  • Якути касак полкĕ (Якути)
Ӳкерчĕк:Belie Kazaki.JPG
Касаксем – шурă хӳтĕлевçĕсем (гвардейсем)

Раççей касакĕсен пĕрлĕхĕ

Раççей касакĕсен Пĕрлĕхне 1990 çулхи çĕртме, 28—30 Мускаври Мăн касак çавракăшне йĕркеленĕ. Унтах Устава, Атамансен канашне тата Атаман ертӳлĕхне ĕçлĕхе кĕртнĕ. Пĕрремĕш Атаман пулма Александр Мартынова суйланă. Ертӳлĕхе Атамансăр пуçне атаманăн 2 çумĕ, кошевой атаман тата 8 çар старшинисем кĕреççĕ.

1990 çулхи юпа, 29 — раштав, 1 Краснодар хулинче иртнĕ атамансен Мăн канашĕнче «Раççей касаклăхĕн Декларацине» йышăннă, ялав, паллăсене тата харçă атаманĕн статутне йышăннă.

1990 çулхи юпа, 7—10 Ставрополь хулинче касаксен Пĕрлĕхĕн II Мăн çавракăшĕ (съезд) ĕçлет. Мăн çавракăш Раççее Çурçĕр Казахстана, Кăнтăр Осетине тата ытти «авалхи вырăс» территорисене тавăрас шухăша янравланă, Раççей шутĕнче касак республикисене йĕркелес ĕмĕте çирĕплетнĕ.

Касак çарĕсен тумтир уйрăмлăхĕсем

  1. амур касакĕсем - тĕксĕм-симĕс мундирсем, сарă лампассем
  2. аçтăрхан касакĕсем - кăвак мундирсем, сарă лампассем
  3. тан касакĕсем - кăвак мундирсем, хĕрлĕ лампассем
  4. байкал касакĕсем – тĕксĕм-симĕс мундирсем, сарă лампассем
  5. ăренпур касакĕсем - тĕксĕм-симĕс мундирсем, синкер лампассем
  6. урал касакĕсем - кăвак мундирсем, шупка хĕрлĕ лампассем

Хальхи Касак çарĕсем

Хăйсене касак тесе Раççейре тата çывăх çĕрсенче 7 млн. çын йышăнать.

1980 - мĕш —1990 - мĕш çулсенче çĕнетсе икĕ вунлăха яхăн касак çарĕ йĕркелесе хунă. Вĕсем Раççей касакĕсен Пĕрлĕхĕ (Тан касак çарĕсĕр пуçне) шутне кĕреççĕ.

  • Амур касак çарĕ (Амур)
  • Аçтăрхан касак çарĕ (Аçтăрхан)
  • Пĕтĕм Кубань касак çарĕ (Краснодар, Адыгей, Карачай-Черкеси)
  • Тан касак çарĕ (Ростов, Волгоград, Украинăри Лукань) — Раççей касакĕсен Пĕрлешĕвне кĕмеççĕ.
  • Енисей касак çарĕ (Краснояр)
  • Байкал касак çарĕ (Чита, Буряти)

Касак пăлхавĕсем

Касаксем сахал мар çӳлти тĕп тытăма хирĕç тухса кĕрешнĕ (вырăс Пăтранчăкĕнче, Разинпа Пугачёв пăлхавĕсенче), XIX ĕмĕрте вара Октябрь революцийĕчченех вĕсем Раççей патшалăхлăхĕпе патша тытăмлăхĕн хӳтĕлевçисем шутланнă.

Касак республикисем

1991 çулхи кĕркунне СССР арканнă тапхăрта суверенитет парачĕсем анлă иртнĕ СССР чух касаксем те темиçе республика йĕркелеме пикеннĕ:

  • Тан Касак Республики
  • Терек Касак Республики
  • Армавир Касак Республики
  • Тури Кубань Касак Республики, унăн шутĕнче икĕ республика:
    • Çĕленчӳк-Уруп Касак Совет Социаллă Республики
    • Паталпаш Касак Республики

1991 çулхи юпа, 20 Раççей Кăнтăрĕн касаклăхĕн Пĕрлĕхĕ чĕннипе Çĕнĕ Черкас хулинче ирттернĕ Мăн çавракăш канашĕнче çак пур республикăна Раççей Кăнтăрĕн Касак Республикисен Пĕрлĕхне пухса, пулас Çĕнĕ Пĕрлĕхлĕ Патшалăхра (ÇПП) пĕрлĕх республики статусне йышăнса, тĕп хулине Çĕнĕ Черкаса тăвас тĕллев палăртса хунă.

Пĕрлĕхĕн тытăмĕн ĕçтăваканĕсене йĕркеленĕ, Мускавра Элчĕ станицине никĕсленĕ, РККРП элчине ĕç вырăнне панă.Анчах та Совет Союзĕ пĕтсе ларать те Раççей Федерацинче касак республикисене йĕркелесе хута ярайман.

Терминологи

  • Çар — пысăк çар административлă виçи
  • Атаман — çарпуçĕ
  • Хетьмăн — касак çарĕн пуçлăхĕ
  • Сотня — çар подразделение
  • Станица — касаксен пурăну вырăнĕ, ялĕ.
  • Касак, хушуллă, урядник (кĕçĕнни, асли), хурăнçи çумĕ, хурăнçи, çĕрпӳ, подъесаул, есаул, çар старшини — касак çар тивĕç паллисем (кĕçĕннинчен аслине ӳсмелле)

Вуламалли

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем

[1], [2] 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ., [3](ĕçлемен каçă)