Литература

Литература (лат. lit(t)eratura, - çырни, çырнăскер; lit(t)era — саспалли) — пĕр-пĕр чĕлхепе тĕрлĕ япаласем çинчен, е пĕр-пĕр ыйту çинчен сăмахсемпе çырнă ĕçсем, ӳнер пайĕ.

Ытларах чухне литература тесе, чĕмсĕрлĕх йĕркипе, илемлĕ литературăна асăнаççĕ, тепĕр майлă каласан ӳнерĕн пайĕ теççĕ. Çапла пулсан та, паянкун ăнланăвĕсем тахçанхи ĕмĕрсенчи культурăсене тарăн кăтартса пама пултараймаççĕ.

XX ĕмĕр вĕçĕнче литература ĕçĕсенчен аудиокĕнекесем тума пулçаççĕ, компьютер файлĕ çине çырма тытăнаççĕ, тетел витĕр сарма пуçлаççĕ.

Илемлĕ литература

Илемлĕ литература — ӳнер шутне кĕрет, хăйĕн меслечĕсенче çыру чĕлхи сăмахĕсемпе, сăмах çаврăнăшĕсемпе çеç усă курать.

Унăн шутне проза тата поэзи кĕреççĕ. Ку вăл — тытăм, тулашри палăрăм енчен пайлани. Шалти контента кура вара литературăн çакăн пек речĕсене палăртаççĕ: эпос, лирика, драма.

Вĕренӳ литератури

Вĕренӳ литератури ретне вĕрентекен тата хăнăхтарусемпе задачăсен пуххисем кĕреççĕ.

Техника литератури

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем