Пашкова Надежда Николаевна

Пашкова Надежда Николаевна, — чăваш спортсменĕ, Раççей Федерациĕн тĕнче шайĕнчи велосипед спорчĕн ăсти (1993). 1962 çулхи чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Ягунькасси ялĕнче çуралнă.

Пурнăçĕ

Шупашкарти аслă спорт ăсталăх шкулĕн вĕренекенĕ. 1986 çулта Чăваш патшалах университетне вĕренсе тухнă.

Çитĕнĕвĕсем

1991 çулта темиçе кун хушши иртекен тата шоссе тăрăх ăмăртусенче Раççей чемпионĕ, 1989 çулта СССР чемпионĕ ятне çĕнтерсе илнĕ. 1996 çулта XXVI çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă.