П. эрч. 46

Çулталăк
Çулсем
50 пирĕн эраччен • 49 пирĕн эраччен • 48 пирĕн эраччен • 47 пирĕн эраччен — 46 пирĕн эраччен — 45 пирĕн эраччен • 44 пирĕн эраччен • 43 пирĕн эраччен • 42 пирĕн эраччен
Вуннăçуллăхсем
60-мĕш п. эрч. • 50-мĕш п. эрч. — 40-мĕш п. эрч.30-мĕш п. эрч. • 20-мĕш п. эрч.
Ĕмĕрсем
II ĕмĕр пирĕн эраччен — I ĕмĕр пирĕн эрачченI ĕмĕр

Пулнисем

  • Римре Гай Юлий Цезарь юлий календарьне кĕртнĕ. Уйăхсен системине улăштарнипе пирĕн эрăччен 46 çул 15 уйăха çитнĕ, 455 (!) куна тăсăлнă.
  • Консулсем: Цезарь тата Лепид (иккĕшĕ те патриций). Преторсем — Авл Гирций тата Саллюстий. Халăх трибунĕ Публий Корнелий Долабелла.
  • Марк Юний Брут — Цизальпа Галлин енпуçĕ.
  • Ака, 6 — Цезарьпе Сципион Тапса патĕнчи çапăçура Юбăн 14 легионне пĕтĕмпех аркатнă.
  • Нумидия - рим провинцийĕ.
  • Çу — Цезаре 10-çуллăха диктатор пулма суйланă.
  • Çĕртме, 26 — çĕртме, 29 — Цезарĕн тăватă триумфĕ (Галли, Икĕпат, Ази, Африка).
  • Римре Несĕл ама Венера храмĕн никĕсне хунă.
  • Клеопатра Риме килнĕ.
  • Чӳк — Цезарь тинĕспе Испание кайнă.

Хань тата Хунну:

  • Хань влаçĕсем Гаочан пурăнан вырăнне тепĕр хут хăпартнă.
  • Кангюй патши хăй патне Чжичжие Усунине хирĕçле çапăçма чĕннĕ. Чжичжсем Кангюйе куçса кайнă, çул çинче йывăр пулнипе (сивĕ тата çил-тăвăл) нумай çынна çухатнă.

Çуралнă

  • Публий Квинтилий Вар — авалхи рим политика ĕçченĕ, п. эрч. 14 çул консулĕ, çарпуçĕ, Арминий ăна Тевтобург Вăрманĕнче çапса çĕмĕрнĕ.

Вилнĕ

  • Ака — Катон, Тапса патĕнче аркатнине пĕлсен, хăй çине алă хунă.
  • Ака — Юба, Нумиди патши, Тапса патĕнче аркатнине пĕлсен, хăй çине алă хунă.
  • ? — Квинт Цецилий Метелл Пий Сципион Назика, Тапса патĕнче аркатнине пĕлсен, хăй çине алă хунă.
  • ? — Луций Афраний, Тапса патĕнче аркатнă хыççăн вĕлернĕ.
  • Çертме — Верцингеториг, кельтсен Галлири арверн йăхĕн çарпуçĕ Цезаре хирĕçле п. эрч. 52 çулта пĕрлешĕннĕ галл йăхĕсен пăлхавне çĕкленĕ. Римре айăпласа вĕлернĕ.