Тăваттă хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕсем
Шаблон:Хыпар ят-йышĕÇак ят-йышра тăваттă хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕсене кăтартнă. Ят-йыш СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн хисепсемпе, ĕç вырăнĕсемпе тата Паттăрсен хисепĕсемпе тивĕçтернĕ Хутайĕсен вăхăтне, çуралнă тата вилнĕ вырăна, пурнăç çулне кăтартать.
Фото | Хушамат Ят Ашшĕ ячĕ | Хутай вăхăчĕ | Ĕç вырăнĕ | Çар хисепĕ | Пурнăç çулĕсем, çуралнă тата вилнĕ вырăн | БС ГС |
---|---|---|---|---|---|---|
Брежнев Леонид Ильич | 18.12.1966
| 1960 çулхи çăвăн 7-мĕшĕ — 1964 çулхи утăн 15-мĕшĕ — СССР Аслă Канашĕ Председателĕ. Çав вăхăтрах 1963 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнченпе — ССКП ТК секретарĕ. ССКП ТК 1964 çулхи юпан 14-мĕшĕнчи пленумĕнче Л. И. Брежнева ССКП ТК Пĕрремĕш секретарĕ тата ССКП ТК РСФСР Бюровĕн председателĕ пулма çирĕплетнĕ. 1966 çулхи акан 8-мĕшĕнче Л. И. Брежнев — ССКП ТК Тĕп секретарĕ тата ССКП ТК Политбюровĕн пайташĕ, çав вăхăтрах 1977 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче — СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕ. 1974 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче Л. И. Брежнев генерал-лейтенанта çар генералĕ çар хисепне тивĕçтернĕ, 1976 çулхи çăвăн 7-мĕшĕнче — Совет Союзĕн Маршалĕ хисепе. | генерал-лейтенант
| 6 (19) раштав 1906[Пр 1][Пр 2] или 19 раштав 1906 (1 кăрлач 1907)[Пр 2][Пр 3], Каменское, Екатеринослав кĕперни, Раççей империйĕ[Пр 4] — 10.11.1982, Мускав, РСФСР, СССР | [БС1 1] | |
Жуков Георгий Константинович | 29.08.1939
| 1939 çулхи çĕртмен 6-мĕшĕ - 1940 çулхи ака уйăхĕ — Монгол Халăх Республикинчи совет çарĕсен çарсен 1-мĕш ушкăнĕн çарпуçĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Резерв, Ленинград (10.09.1941 — 10.10.1941), Анăç (10.10.1941 — 26.08.1942), 1-мĕш Украина (01.03.1944 — 16.05.1944) тата 1-мĕш Беларуç (16.11.1944 — 10.06.1945) фрончĕсен çарпуçĕ, Аслă Çарпуçлăхĕн Ставкин пайташĕ. 1942 çулхи çурлан 26-мĕшĕ - 1945 çулхи утă уйăхĕ — хӳтĕлев халкомĕн 1-мĕш çумĕ тата Аслă çарпуçĕн çумĕ. 1943 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче çар генералне Жукова Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче пĕрремĕш аслă çар хисепне — Совет Союзĕн Маршалĕ — тивĕçтернĕ. 1945 çĕртмен 10-мĕшĕ - 1946 çулхи пушăн 21-мĕшĕ — Германири совет çарĕсен ушкăнĕн çарпуçĕ тата Совет вăрçă администрацин тĕп пуçлăхĕ. 1946 çулхи пушăн 21-мĕшĕ - 1946 çулхи çĕртмен 9-мĕшĕ — Типçĕр çарĕсен çарпуçĕ тата СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен министрĕн çумĕ. 1955 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕ - 1957 çулхи юпан 26-мĕшĕ — СССР хӳтĕлев министрĕ. | комкор
| 19 чӳк (1 раштав) 1896, Стрелковка ялĕ, Калуга кĕперни, Раççей империйĕ[Пр 5] — 18.06.1974, Мускав, РСФСР, СССР | [БС1 2] |
Асăрхавсем
- Паттăр биографийĕ «Герои Советского Союза
- Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382» кĕнеки az-libr.ru сайтĕнче
- Страница «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Ытти асăрхавсем тата тӳрлетӳсем
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 911 с. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — М.: Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 863 с. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2
- Кавалеры ордена Славы трёх степеней: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии Д. С. Сухоруков. — М.: Воениздат, 2000. — 703 с. — 10 000 экз. — ISBN 5-203-01883-9
Каçăсем
- Шаблон:Совет Союзĕн Паттăрĕсен çăлтăрĕ ят-йыш валли Проект «Герои страны». çăлкуçран архивланă 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
- Общедоступный электронный банк документов «Подвиг Народа в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.». çăлкуçран архивланă 13 Пуш уйӑхӗн 2012.
- Обобщенный банк данных «Мемориал». çăлкуçран архивланă 10 Ҫу уйӑхӗн 2012.
Шаблон:Совет Союзĕн Паттăрĕсен ят-йышĕсем