Ту-134

Ту-134 (ÇАПУ классификацийĕпе: Crusty«Чăрсăр») — совет пассажир самолёчĕ

Ту-134
Aviogenex авиакомпанин Ту-134 Цюрих аэропортĕнче, 1982
Тĕспассажир самолёчĕ
ХатĕрлекенТуполевăн КБ
ТăваканХАĔП
Пĕрремĕш вĕçевутă, 29, 1963 çул
Статусэксплуацире
Тĕп эксплуатантсемЮТэйр (34)[1]
Кăларнă çулсем19661984

Кĕске тата вăтам тăсăлăвлă авиалинисем валли, 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Туполев ячĕллĕ ОКБра хатĕрленĕ те серилле 19661984 çулсенче Харьковри авиаци производство пĕрлешĕвĕнче кăларнă. Совет Союзĕнче пуçтарнă массăллă пассажир самолёчĕсенчен пĕри. Пурĕпе мĕнпур модификаципе 852 самолёт туса кăларнă.[2] Пĕрремĕш вĕçеве 1963 çулхи утăн 29-мĕшĕнче хăпарнă, эксплуатацие 1967 çулхи авăн уйăхĕнче кĕртнĕ. Ту-134 Соцлагере экспортланă.

Вăрăм та çинçе фюзеляжне тата двигательсен çӳллĕ сассине пула авиаторсем хушшинче Ту-134 официалла мар «Шăхлич» ята тивĕçет.[3]

Кун-çулĕ

Чехословакире тунă Ту-134 («CSA»): штурман «чӳречи» çук

Конструкцийĕ

Двигатель техника пахалăхесем
Д-30[4]
Хăпарнă чух туртăмĕ12 000 кгс
Крейсер вĕçевĕн туртăмĕ2750 кгс
Топливо тăкакĕ: 
  хăпарнă чух0,5
  крейсер вĕçевĕнче0,7
Турбина умĕнчи газ температури1154 °C
Йывăрăшĕ, агрегатпа пĕрле2 640 кг
Варăммăшĕ6000 мм
Диаметр1640 мм

Модификацисем

Ту-134А (АК Пулково) Домодедово аэропортĕнче

Ту-134 (1966—1970)

Базăллă проект модификацийĕ кантăкланă сăмсăллă. Пĕрремĕш сери самолёчĕсем борт çине 64 пассажир илме пултарнă, каярах вăл 72 çитет. Пĕрремĕш Ту-134 самолётсем çине икĕ Д-20П-125 (2 х 5800 кгс) двигатель лартнă пулнă. Малтан самолёта Ту-124А палăртупа кăларнă. 1969 çулхи çуркунне Ту-134 самолёта Ле-Бурже авиасалонĕнче кăтартнă. Пурĕпе база версипе 78 самолёт, çав шутра 2 опытлине (1963) тата 9 сери-умĕнчисене (1964—1965 çулсем) кăларнă. Вĕсенчен 30-не ГДРпа Польшăна сутнă.

Ту-134А (1970—1980)

Ту-134А — пĕрремĕш сериллĕ модификаци. Самолёта 1970 çулхи акаран пуçласа 1980 çулчен кăларнă. Ту-134А çине лайăхрах иккĕмĕш серийĕн Д-30 двигатĕлĕсене (çунакан япалана перекетлĕ тăкаклакан тата реверс туртăмĕллĕ) лартнă, çавна пула тормоз парашютсемпе усă курма пăрахнă. Унсар пуçне, Ту-134А фюзеляжĕ 2,1 м ытларах варăм.

  • Ту-134А-2 — кантăк сăмсине урăхлатнă самолёт.
  • Ту-134А-3 — иккемĕш серийĕ, лайăхлатнă Соловьёвăн виççемĕш серийĕн Д-30 турбовентилятор двигателли.
  • Ту-134АК — 24 вырăнлă 1 класс тата 13 пассажир «люкс» салонĕ. Пассажирсем валли иккĕмĕш алăк тата ăшне кĕрекен трап пулнă. Хăш самолёчĕсем çине ятарлă çыхăну лартнă. Ытларах СÇВ валли кăларнă.[5]
  • Ту-134А «салон» — пĕр алăклă, Ту-134АК аналогĕ.[5]

Ту-134Б (1980—1984)

Ыттисем

Ăçта курма пулать

Ту-134 самолётсене чĕмпĕр хулин авиаци музейĕнче,[6] çаплах Баден-Вюртемберг çĕрĕнчи Зинсхайм нимĕç хулинче харпăр музейĕнче курма пулать. Энгельс авиабазин инçет авиацин музейĕнче те вĕрентӳ Ту-134УБЛ самолёчĕ вырăнне усă кураççĕ. Кишинев аэровокзалĕн çурчĕ умĕнче «Air Moldova» авиакомпанин Ту-134 модельне ĕмĕрлĕхех вырнаçтарнă.

Вĕçев-техника пахалăхĕсем

Ӳкерчĕк:Shema tu-134.gif
Ту-134 схеми
Ту-134А[7]Ту-134Б[8]Ту-134Ш[9]
Габаричĕсем
Вăрăммашĕ37,1 м37,1 м37,1 м
Çунаттисен сарлакăвĕ29 м29 м29 м
Çӳллĕшĕ9,02 м9,02 м9,02 м
Фюзеляж диаметарĕ2,9 м2,9 м2,9 м
Вырăн шучĕ
Экипажăн433
Чи нумаййи689612
1-мĕш класс88
Масса тата тиениллĕх
Хăпармалли43 т47,6 т47 т
Коммерци8,2 т9 т
Анса лармалли43 т43 т43 т
Çунăк япала янтти14,4 т13,2 т16,5 т
Вĕçев хыпарĕсем
Крейсер хăвăртлăхĕ850 км/ч880 км/сех885 км/сех
Инçе вĕçевĕ2100 км2020 км1890 км
Эксплуатаци маччи12 100 м10 100 м11 900 м
ХАЙ кирлĕ вăрăммăшĕ2400 м2850 м2400 м

Самолёт çухатни тата катастрофăсем

2008 çул пуçламăш тĕлне Ту-134 тĕслĕ 69 самолёт çухатнă.[10]

ХыпарБорт номерĕКатастрофа вырăнĕИнкеке лекнисемКĕскен çырни
14.01.66 45076 х.ç.8/8Хăнăху вĕçевĕ
19.11.69 HA-LBA Стамбул0/х.ç.Анса ларнă чух ВПП айккинелле тухса ӳкнĕ
23.05.71 YU-AHZ Риека78/83Кăткăс метео условисенче тĕп-тĕрĕс анма пултарайман[11]
16.09.71 HA-LBD Киев49/49Ӗçлемен генераторпа анса ларнă чух виççĕмĕш хутĕнче çапăнать.
16.07.72 65607 Мускав ячĕллĕ канал0/х.ç.Экипаж йăнăшне пула самолет тĕрĕслев вĕçевне Мускав ячĕллĕ канал тĕпĕнче вĕçлет. Фюзеляжне çекленĕ, çăлавçăсем валли тренажер вырăнне усă курнă.
30.06.73 65668Шаблон:Иордани ялавĕАмман7+2/84Вĕçсе хăпарайман
01.09.75 DM-SCD Лейпциг27/34Çӳлтен анса пынă чухне çӳллĕшне тĕрĕслеме маннă, самолет глиссадăран аялтарах анма тытăннă та çапăннă. СКК 5 çуллăха, экипажăн чĕрĕ юлнă ытти пайташĕсене – 3 çуллăха тĕрмене хупнă.
02.01.77 OK-CFD Прага0/48Хăпарма пуçланă Ил-18 машинăпа ВАЙ çинче çапăнать
02.04.77 YU-AJSШаблон:Габон ялавĕЛибревиль8/8Япала турттаракан рейс, аннă чух çапăннă
21.09.77 HA-LBC Румыни29/53Анса ларнă чух экипаж двигательсен хăвачĕ чакнине асăрхаман
22.11.77 DM-SCM Берлин0/74+Анса ларнă чух автопилота чĕртмен
16.03.78 LZ-TUB Враца патĕнче73/73Эшелонран тухса ӳкнĕ. Пĕтĕмпех паллă мар.
22.05.79 65031 Лиепая4/5Ытлашши тиенĕ самолет кăткăс метеоусловисенче анса ларайман.[12]
19.05.79 65839 Ӗпхӳ0/х.ç.Анса ларнă чух шасси хĕсĕннĕ пирки ВАЙ йĕрĕнчен тухса ӳксе çулăма кĕнĕ.
31.05.79 65649 Тĕмен0/н.д.Анса ларнă чух шасси шини çурăлса кайнă, гидравлика çĕмĕрĕлнĕ. Самолет çунса кайнă.
11.08.79 65816 Днепродзержинск94/94Диспетчер йăнăшĕпе сывлăшра тепĕр Ту-134 çапăннă.
11.08.79 65735 Днепродзержинск84/84Диспетчер йăнăшĕпе сывлăшра тепĕр Ту-134 самолётпа çапăннă.
23.01.80 SP-LGB Варшава0/х.ç.Анса ларнă чух ВАЙ йĕрĕнчен тухса ӳкнĕ.
06.01.81 65698 Адлер0/х.ç.Анса ларнă чух чарак (тормоз) ĕçлеме пăрахнă
28.06.81 65871 Симферополь0/н.д.Анса ларнă чух шасси шини çурăлнă
17.06.82 65687 Североморск18/19ВТИ самолет - лабораторийĕ. Экипаж диспетчер асăрхаттарнине итлемен, ана-лару курсне улăштарнă та сăрт çинчи радиомачтана пырса çапăннă. СКК чĕрĕ юлнă.
14.08.82 65836 Сухуми11+0/н.д.Ту-134 вĕçсе хăпаракан йăрăм çине L-410 тухнă
17.06.83 65657 около Гали0/н.д.Турбулентлăх йăрăмне лекнĕ, ăнăçлă анса ларнă, анчах та хытă çĕмĕрĕлнĕ.
30.08.83 65129 Алма-Ата90/90Анса пынă чухне экипаж çӳллĕш приборне пăхса пыман.[13]
18.11.83 65807 Тбилиси8/н.д.Лайнера туртса илесшĕн пулнă. СКК самолет курсне çивĕччĕн пăрнă. Кабинăри террористсем пăшалран тĕл пеме пултарайман та вĕсене унтан тĕксе кăларнă. Аэропорта çитсен Ту-134 салонне спецназ штурмланă. Лайнер кăткăс манёвр пирки питĕ туйăмлă çĕмĕрелнĕ те ĕçрен кăларнă.
10.01.84 LZ-TUR Софи50/50тăвăлра анса ларнă чухне çапăнать.[13]
25.05.84 х.ç. около Донецкан.д.Çар самолечĕ кăлтăка лекет те сывлăшрах арканса каять. Лайăх юсаман пулнă.
01.02.85 65910 Минск патĕнче58/80Çуначĕсем пăрланнине пула Неживка ялĕ патĕнче ӳкет[14].
03.05.85 65856 Львов патĕнче15+79/79Сывлăшра Ан-26 çулăннă[15]
22.06.86 65142 Пенза1/59Татăлнă вĕçев, самолет ВАЙ айкинелле тухса ӳкнĕ. Пĕр пассажирăн чĕре хĕсни пулса тухать.
02.07.86 65120 Сыктывкар54/94Борт çинчи вут-кăвар.[16]
19.10.86 C9-CAA Вĕрçĕлен тăвĕсем34/44Аçа çумăрта анса ларнă чухне çапăннă. Мозамбик президенчĕ Самора Машел сарăмсăр вилет.[17]
20.10.86 65766 Куйбышев70/92СКК приборсене пăхса лартатăп тесе тавлашнă. 6 çуллăха тĕрмене хупнă.
12.12.86 65795 Берлин72/82Диспетчера ăнланса илеймен те хупăнчăк йăрăма анса ларасшăн пулнă.[11]
23.07.87 65874 Ивановон.д.пĕтĕмпех паллă мар
17.02.88 VN-A108 Ханой0/х.ç.пĕтĕмпех паллă мар
27.02.88 65675 Сургут20/51Анса ларнă чух çапăннă.[11]
09.09.88 VN-A102 Бангкок патĕнче76/90Аслатиллĕ чух анса ларнă
11.10.88 OK-AFB Прага0/н.д.Хыттăн анса ларнă. Каярах лайнер фюзеляжĕнче буфет туса хунă.
28.07.89 65670 Улан-Удэ0/н.д.Çар самолёчĕ. Каçпа аннă, ВАЙ йĕрĕнчен 300 м аякра анса ларнă.
13.01.90 65951 Первоуральск патĕнче27/71Борт çинче вут-кăвар сиксе тухнипе анса лармалла пулнă.[11]
12.01.91 VN-A126 Хошимин0/76Анса ларнă чух сасартăк çӳллĕшне çухатнă
24.01.92Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65053Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)Батуми0/х.ç.Анса ларнă чух юртан тасатман ВАЙ çинчен тухса ӳкнĕ.
27.08.92 65058 Иваново84/84Аннă чух, ВАЙ йĕрĕнчен 2 çм сылтăм тĕлне тухнă. Иккĕмĕш çаврана çĕкленеймен.
29.08.92Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65810 Харьковх.ç.ВАЙ айккинелле тухса ӳкнĕ, пайсене сапаланă.
20.09.92Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65809Шаблон:Абхази ялавĕСухуми0/н.д.Абхази çарĕсем хăпарнă чух персе антарнă.[18]
21.09.92Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65893Шаблон:Абхази ялавĕСухуми27/27Абхази ракета катерĕ персе антарнă. Тинĕсе ӳкнĕ.[18]
23.09.92Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65001Шаблон:Абхази ялавĕСухуми1/х.ç.Абхази çарĕсен миномёт çулăмĕпе çĕмĕрнĕ.[18]
22.02.94 HA-LBP Будапешт4+0/0Вĕçеве хатĕрлекен ангарта çулăма лекнĕ.
07.05.94 65976 Архангельск0/62Анса ларнă чух гидравлика системинче сахал пусăма пула шассин сылтăм ури тухман.
09.09.94 65760 Жуковский патĕнче7/7Ту-22 бортпа çапăннă, çав самолёт тĕрĕслев вĕçевĕнче хыççăн вĕçсе пырса тепловизор çине ӳкерсе пымалла пулнă.
18.11.94 HA-LBK Будапешт0/н.д.Хăнăху вĕçевĕнчен анса ларнă чухне шассин малти урапине тытаканĕ тухмасть.
11.12.94{{Ичкери ялавĕ}65896{{Ичкери ялавĕ}Грозный0/0Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 65858 Грозный0/0Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 65030 Грозный0/0Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 65014 Грозный0/0Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94 65075 Грозный0/0Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
15.04.95 OB-1553 Лима0/73Анса ларнă чухне шасси хĕсĕнсе ларать.
24.06.95 65617 Лагос16/80Шалкăм çумăрта ВАЙВ айăккине тухса ӳкнĕ[11].
05.12.95 65703 Нахичевань52/82Сулахай двигателĕ çӳлле хăпарнă чух чарăннă, çапах та экипаж йăнăшпа сылтăм двигательне чарса лартнă. Аварилле анса ларнă.[19].
16.11.96 VN-A114 Дананг0/х.ç.малти ури руль çулĕпе пынă чух хуçăлнă
03.09.97 VN-A120 Пномпень65/66шалкăм çумăр вăхăтĕнче аннă чух çапăннă.[11]
23.09.99 65626 Грозный0/0Авиатапăну вăхăтĕнче Грозный аэропортĕнче çĕмĕрнĕ
18.01.02 65004 Пулковон.д.пĕтĕмпех паллă мар
04.03.02 х.ç. Моздок0/х.ç.ВАЙ айккинче 450 м анса ларнă, ĕçрен кăларнă
24.06.03 65929 Нягань0/11япăх юсанă хыççăн вĕçсе хăпарайман.
24.08.04 65080 Тула облаçĕ44/44Террорист-вилĕмçĕ сирпĕтнĕ.
10.07.06 05 Симферополь патĕнче0/29Çар самолечĕ. Гвардейское аэродромран вĕçсе хăпарнă чухне сулахай двигательне кайăк лекет; самолет ВАЙ ярăмĕнчен тухса ӳкет те ăна çулăм тивет.[20]
17.03.07 65021 Самар6/57Диспетчер тата экипаж йăнăшăвпе анса ларнă чух çапăннă. Самолетăн иккĕмĕш çаврана каймалла пулнă.

Çавăн пекех пăхăр

Пĕр пек самолётсем

  • Каравелла
  • Дуглас ДС-9
  • Ту-334
  • Sukhoi Superjet

Асăрхавсем

Каçăсем


Туполев ОКБ самолёчĕсем
АНТ серийĕ:АНТ-1 | АНТ-2 | АНТ-3 «Пролетарий» | АНТ-4 «Страна Советов» | АНТ-5 | АНТ-6 | АНТ-7 | АНТ-8 | АНТ-9 | АНТ-13 | АНТ-14 | АНТ-16 | АНТ-17 | АНТ-20 «Максим Горький» | АНТ-21 | АНТ-22 | АНТ-23 | АНТ-25 | АНТ-26 | АНТ-27 | АНТ-29 | АНТ-31бис | АНТ-37 | АНТ-40 | АНТ-42 | АНТ-44 | АНТ-46 | АНТ-58 | АНТ-68 | АНТ-69

Вăрçă тĕллĕ:ДИ-8 | ДИП | И-1 | И-2 | И-3 | И-4 | И-5 | И-8 | И-12 | И-14 | МИ-3 | Р-3 | Р-6 | Р-7 | СДБ | ТБ-1 | ТБ-3 | ТБ-4 | ТБ-6 | ТШ-Б | ФБ | Ту-1 | Ту-2 | Ту-4 | Ту-6 | Ту-8 | Ту-10 | Ту-12 | Ту-14 | Ту-16 | Ту-22 | Ту-22М | Ту-24 | Ту-28 | Ту-64 | Ту-73 | Ту-75 | Ту-78 | Ту-80 | Ту-81 | Ту-82 | Ту-85 | Ту-88 | Ту-89 | Ту-91 | Ту-95 | Ту-96 | Ту-98 | Ту-107 | Ту-119 | Ту-121 | Ту-126 | Ту-128 | Ту-135 | Ту-138 | Ту-142 | Ту-148 | Ту-160

Пассажир:Ту-70 | Ту-104 | Ту-110 | Ту-114 | Ту-116 | Ту-124 | Ту-134 | Ту-136 | Ту-144 | Ту-154 | Ту-155 | Ту-156 | Ту-164 | Ту-204/Ту-214 | Ту-234 | Ту-244 | Ту-324 | Ту-330 | Ту-334 | Ту-414 | Ту-444

Амфиби:МДР-2 | МДР-4 | МК-1 | МР-6 | МРТ-1 | МТБ-1 | МТБ-2 | МЭР

Вĕçевçĕсĕр аппаратсем ВР-2 | ВР-3 | Ту-123 «Ястреб» (ДБР-1) | Ту-130 | Ту-141 «Стриж» | Ту-143 «Рейс» | Ту-243 «Рейс-Д» | Ту-300 «Коршун»