Эльзас

Эльза́с (фр. Alsace («Альзас» илтĕнет), ним. Elsass е Elsaß) — Францин çурçĕр-тухăçĕнчи регионĕ, Германипе, Швейцарипе çуммăн вырнаçнă. Эльзасăн тĕп хули — Страсбург, калăпăшĕпе иккĕмĕш хули — Мюлуз (Тури Рейн супрефектури), виççĕмĕшĕ — Кольмар (Тури Рейн префектури).

Эльзас икĕ департаментран тытăнса тăрать:

  • Анат Рейн (фр. Bas-Rhin) çурçĕрте, административлă тĕпĕ — Страсбург
  • Тури Рейн (фр. Haut-Rhin) кăнтăрта, административлă тĕпĕ — Кольмар.

Этимологи

Серж Лозикăн «Çĕршывсен, халăхсен этимологи сăмахсарĕ» тăрăх, Эльзас ячĕ «галл-рим „Alisauia“ е „Alisetum“ сăмахĕнчен пулса тухнă, вăл „чуллă çыр“, „чăнкă чул сăрчĕ“ пĕлтерет. „Чуллă çыр çĕршывĕ“.

Тавралăхĕ

Блан кӳлли

Геологи

Эльзасăн топографи картти

Паллисем

Гербĕ

Ялавĕ

Кун-çулĕ

Этеплĕхĕ

Тĕп статья: Эльзасăн этеплĕхĕ

Эльзасăн этеплĕх несĕлĕ мăнаçлă, унăн тымарĕнче франци те, çаплах нимĕç йĕрĕсем те курăнаççĕ (Эльзасшăн чылай вăхăт Франципе Германи тапăçнă).

Тĕпелĕ

Йăла йĕркиллĕ «baeckeoffe»

Эрех тăвасси

Эльзас - паллă эрехтăвакан тăрăх.Кунта чиллайях ( 90 % ытла ) шурă эрехсем тăваççĕ.Паян 14 400 гектарсенче 6 пин ытла хуçалăхсем иçĕм ӳстереççĕ.Эльзас эрехсем туни виççĕ апелласьонсемпе ( ку вырăнтан туни чăн ячĕ ) тухма пултарать :

  • Alsace AOC e Vin dAlsace : шурă тата хĕрлĕ эрехсем ;
  • Alsace Grand Cru AOC (чи лайăххи эрехсем) : шурă эрехсем кăна ;
  • Alsace Cremant AOC (игристай эрехсем шампань меслетпа туни) : шурă тата шупка хĕрлĕ эрехсем.

Эльзасра тĕрлĕ иçĕм çирла сортсем ӳстереççĕ : Рислинг,Гевюрцтраминер,Пинă Блан (Шурă Пинă),Пинă Гри (Серый Пинă),Сильванер,Мускат (Мускат Ăттăнель тата Мускат пĕчĕк çирлари),Пинă Нуар (Хура Пинă).

Архитектура

Страсбургри Каммерзель çурчĕ (XV ĕм.)

Этеплĕх несĕлĕ

Тури Кенигсбург карманĕ.
  • Тури Кенигсбург карманĕ (фр. Château du Haut-Kœnigsbourg)
  • Страсбург соборĕ (фр. Cathédrale Notre-Dame de Strasbourg)
  • Сент-Одиль тăвĕ (фр. le mont Sainte-Odile)
  • Унтерлинден музейĕ в Кольмаре
  • Франци наци Мӳлузри автомузейĕ (Cite de l'Automobile)-тĕнчĕре чи пысăк автомузейĕ.
  • Унгерсхаймри экомузей
  • Унгерсхаймри Биоскоп паркĕ
  • Мӳлузри чукун çул музейĕ
  • Мӳлузри EDF Электрополис музейĕ
  • Эльзасри рим çулĕсем
Сент-Одиль тăвĕнчи мăнастăрь.
  • 1000 ытла орган
  • Раштав ярмаркки (Страсбург, Мӳлуз, Кольмар тата Кайзерсберг)
  • Хуласен историлле тĕпĕсем
  • Гюбвиллер департаменчĕн çемйе кун-çул тĕпĕ (CDHF) (фр. Guebwiller)
  • Нимĕçсен «Struthof Natzweiler» концентраци лагерĕ тата Политика енĕпе хупнă, хирĕçлеве хутшăннă çынсен Европăри тĕпĕ.
  • Шоненбургри Мажино йĕрĕ хӳтлĕхĕсем
  • Эльзас мемориалĕ — Ширмекри Мозель

Çавăн пекех Эльзас музейĕсем статьяна вулăр.

Паллă эльзассем

Огюст Бартольди,Ирĕклĕх статуйин авторĕ.
  • Арп Ханс (1887—1966), сăвăç, ӳнерçĕ, график, скульптор.
  • Мехди Баала (1978-), атлет, Европăн икĕ хут чемпионĕ. (en, fr)
  • Огюст Бартольди (1834—1904), скульптор.
  • Ален Башунг (1947-), юрăç. (en, fr)
  • Летисия Блеже (1981-), Мисс Франци — 2004. (en 2009 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ., fr)
  • Себастьян Брант (1458—1521), сатирик, «Ухмахсен карапĕ» ĕçĕн авторĕ, юрист.
  • Карл Фердинанд Браун (1850—1918), физик, физика ĕçĕпе Нобель парнин лауреачĕ, 1909 ç.
  • Этторе Бугатти (1881—1947) тата Жан Бугатти (1909—1939) (эльзассем амăшĕн йĕрĕпе), «Bugatti» автомобиль марккине тăвакансем . (en, fr; en, fr)
  • Мартин Буцер (1491—1551), теолог тата реформатор. (en, fr)
  • Эмиль Вальдтейфель (1837—1915), композитор. (en, fr)
  • Ганзи, (1873—1951), иллюстратор. (en, fr)
  • Арсен Венгер (1949-), «Арсенал» (Лондон) футбол клубĕн тренерĕ, 1996 ç.
«Кот в сапогах». Гюстав Доре гравюри.
  • Тома Воклер (1979-), велосипедист. (en, fr)
  • Геррада Ландсбергская (1130 тĕлн.-1195), католици монахини, çыравçă тата ӳнерçĕ.
  • Гюстав Доре (1832—1883), гравер, иллюстратор тата ӳнерçĕ.
  • Альфред Дрейфус (1859—1935), франци офицерĕ, Дрейфус ӗҫӗн паллă хутшăнаканĕ).
  • Альфред Кастлер (1902—1984), физик, физика ĕçĕпе Нобель парнин лауреачĕ, 1966ç.
  • Франсуа-Кристоф Келлерман (1735—1820), маршал.
  • Жан-Батист Клебер (1753—1800), маршал. (en, fr)
  • Морис тата Кати Краффт (1946—1991), (1942—1991), вулканологсем. (en, fr)
  • Иоганн Генрих Ламберт (1728—1777), физик, философ, математик.
  • Юлиус Лебер (1891—1945), нимĕç политикĕ, Гитлĕре хирĕç кавăра хутшăннă. (en, fr)
  • Жан-Мари Лен, Нобель парнин лауреачĕ, хими ĕçĕпе (1987 ç.). (en, fr)
  • Себастьен Лоэб (1974-), раллипе тĕнчен тăватă хут чемпионĕ (2004, 2005, 2006 и 2007 çç.) (en, fr)
  • Марсель Марсо (1923—2007), актёр-мим, парис мим шкулне пуçарса яраканĕ.
  • Jean Mentel (1410—1478), кĕнеке кăларакан. (fr)
Альфред Дрейфус, Дрейфус ӗҫӗн чи паллă хутшăнаканĕ.
  • Отто Мейснер (1880—1953), нимĕç политикĕ. (en, fr)
  • Томас Мурнер (1475—1537), çыравçă. (en, fr)
  • François-Joseph Offenstein (1760—1837), Франци Революципе Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи генерал. (en, fr)
  • Пьер Пфлимлин (1907—2000), политик. (en, fr)
  • Беатус Ренанус (1485—1547), гуманист тата историк. (en, fr)
  • Поль Ромер (1876—1977), врач-педиатор. (en, fr)
  • Ги Ру (1938-), AJ Auxerre ФК тренерĕ. (en, fr)
  • Уильям Уайлер (1902—1981), кинорежиссер («Бен-Гур»).
  • Томи Унгерер (1931-), çыравçă. (en, fr)
  • Альберт Швейцер (1875—1965), теолог, философ, музыкант тата врач, Нобель парнин лауреачĕ, лăпкăлăх ĕçĕпе (1952).
  • Шлюмберже ывăлĕсем (Конрад тата Марсель), чĕр управĕçене электрика меслечĕсемпе шыраса тупмаллине тĕпчесе тупнă. (en, fr)
  • Шлюмпф ывăлĕсем, Ганс (1904—1989) тата Фриц (1906—1992), усламçăсем тата элита (паха) машинсене пухакансем. (fr)
  • Виктор Шольшер (1804—1893), политик, 1848 ç. чуралăха пăрахăçлас ĕçе пуçараканĕ (en, fr)
  • Марк тата Поль Эберлин (ашшĕпе ывăлĕ), шеф-поварсем, «Гид Мишлен» ресторан çул кăтартăвĕнче виçĕ çăлтăрпа палăртнă (1967 ç.). (fr)
  • Бруно Эгисхейм-Дагсбург, вăлах папа Лев IX (1002~1054).

Паллă кунсен пуххи

Кăрлач

  • Европăри ӳнерлĕхпе антиквариат ыйтăвĕсен Европа тĕл-пулăвĕ: Страсбургра иртет

Нарăс

Пуш

  • Карнавал, нумай хуласенче
  • Чун хавал вăйĕсем, Мазево.

Ака

  • Шуй уявĕ, Озенбах.
  • "Эрех-хăни", Аммершвир.
  • "Евросăра", Страсбург (пушмак мар çулсенче)

Çу

  • Ландыш уявĕ, Нёф-Бризах
  • Спаржа уявĕ, Хёрдт
  • Кĕнеке ярмарки, Сен-Луи
  • Эльзас почтă марккисен ярмарки, Пфаффенхоффен
  • Уяв, Дамбах-ла-Виль
  • Таса Урбан уявĕ, Кинцгейм

Çĕртме

  • Турă кĕлеткин уявĕ.
  • Гугельхопф уявĕ, Рибовиле.
  • Фольклор уявĕ, Хунспах.
  • Розăсен уявĕ, Саверн.
  • Виçĕ чăрăша çунтарни Тан
  • Тĕнчери кĕвĕ фестивалĕ, Страсбург.
  • Çĕр айĕнчи чĕр управсен биржи, Сент-Мари-о-мин

Утă

  • Тĕнчери кĕвĕ фестивалĕ, Кольмар.
  • Автомобильсен мăн парачĕ, Мюлуз.
  • Тухатмăш (асамçă) уявĕ, Руффах
  • Эрех ярмаркки, Бар.
  • Фриц тусĕн уявĕ, Гунавир
  • "Штрайсельхохцайт" – чечек çыххи йăла туйĕ, Зеебах

Çурла

  • Эрех ярмарки, Кольмар.
  • Гевюрцтраминер (иçĕм сорт) уявĕ, Бергем
  • Аист уявĕ, Эгисгем.
  • Фриц тусăн туйĕ, Марленем.
  • Чечек çыххисемпе утни, Селест.
  • "S`Wielada" - загрузка вина, как в старину, в Целленберге
  • Хура çырла уявĕ, Вильденштейн.
  • Хăмла уявĕ, Агно.
  • Уйăх уявĕ, Когенем.

Авăн

  • Европа ярмарки, Страсбург.
  • "Musica" – хальхи кĕвĕ фестивалĕ, Страсбург.
  • Ял кĕввин уявĕ, Рибовил.
  • Керамика уявĕ, Бетшдорфпа Суфленем.
  • Тĕнчери Бугатти фестивалĕ, Мольсем.
  • Çамрăк эрех уявĕ, Сен-Ипполит.

Юпа

  • Иçĕм çырлана пуçтарнă уявĕ, Бар тата Оберн.
  • Çавра çăкăр уявĕ, Мюнстер.
  • Çавра кавăн уявĕ, Логелем.
  • Çамрăк эрех уявĕ, Эгисем.

Чӳк

  • Пăши (косуля) уявĕ, Ранспах-ле-Ба
  • Раштав пасарĕн пуçланăвĕ, Страсбург, Кольмар, Андло

Раштав

  • Эльзас раштава уявлать.

Вуламалли

Каçăсем