Эффективлă температура

Эффекти́влă температу́ра  — тӳпери ĕскерĕн (е урăх объектăн) çутатаслăхне (пайăркалавăн тулли хăватне) палăрăмлăхлатакан параметр. Çапла вара, ку тÿпери ĕскерĕн хапипе тан тата вăхăт пĕрчин хушшинче çавăн чухлех энерги пайăркалакан абсолютлă хура ĕскерĕн температури[1].

Стефан — Больцман саккунĕпе килĕшÿллĕн, радиуслă сферăлла, эппин, пайăркалав çийĕллĕ абсолютлă хура ĕскерĕн çутатаслăхĕ çапла:

.

Кунта  — Стефан-Больцман константти, вăл 5,67·10-8 Вт/(м2 К4) чухлĕ.


Çĕр чăмăрĕн эффективлă температури

Çĕр чăмăрĕн эффективлă температури, шутласа пăхсан, 249 К, е −24 °C пулать. Чăннипе вара вăл чылай пысăкрах, мĕншĕн тесен парникла эффект витĕмĕ пур.

Çавăн пекех

  • Парникла эффект
  • Ялтравла температура

Асăрхавсем

Каçăсем