Яркăч (тумтир)

Яркăч — гениталисене тата купарчана хуплакан авалхи ансат тумтир пайĕ. Тĕнчери чылай халăх, ытларах тропик тата субтропик регионĕсенче, хушшинче сарăлнă пулнă.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Яркăч (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Пĕрлехи хыпарсем

Икĕпатра, Авалхи тата Вăтам патшалăхсенче, яркăч арçын тумтирĕн тĕп пайĕ шутланнă. «Схенти» — пилĕке çавăрса çыхнă ансăр ярăм. Фараонсен яркăчне çинçе шурă материрен тунă. Ахаль çынăн «схенти» тумтирне шуратман пиртен хатĕрленĕ. Чурасем кĕске тĕртĕмрен е тиртен тунă яркăчсене çыхса çӳренĕ.

Чаплă çынсен шурă яркăчĕ вăхăт иртнĕçем улшăннă: ăна пĕркĕмсене пуçтарнă, декоративлă пиçиххипе çыхнă, виçкĕтеслĕхĕн малти ен формине улăштарнă, геометрири орнаментсемпе капарлатнă[1][2].

Крит-микенăра арçын тумтирĕ шутне яркăч, пиçиххи, пуçа тăхăнмалли кĕнĕ[3]. Авалхи Грецире те арçынсем яркăчсем çыхнă (п. эрч. VII—VI ĕм.), çапах та классикăри грек арçынĕсен тумтирне фигурăна хуплакан ансат туркĕтеслĕ татăксенчен çĕленĕ[4].

Асăрхавсем

«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «яркăч»

Литература

  • Буровик К. А. Схенти // Красная книга вещей: Словарь. — М.: Экономика, 1996. — С. 53. — 215 с. — ISBN 5-282-01639-7.

Каçăсем