Судра (комеди)

СудраФёдор Павлов 1917-18-мĕш, 1919-мĕш çулсенче[1] чăвашла çырнă пĕр пайлă комеди.

Судра
Судра
Жанр: камит
Автор: Фёдор Павлов
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул 1917-18, 1919
Пичетленĕ: 1919 (иккĕмĕш вариант), 1962 (виççĕмĕш вариант)
Уйрăм кăларăм: ?
Куçару: Ытти чĕлхесене куçарни-куçарманни паллă мар

Хайлав епле çурални

1917-18-мĕш çулсенче Фёдор Павлов Шупашкар уесĕнче миравай судья пулса ĕçленĕ.

Мĕн пирки-ха комеди?

"Судра" — талайсен (кăмăлсен, характерсен) комедийĕ[2]. Урăхла каласан, унта нимех те пулса иртмест, — кулăшăн ытларах пайĕ сăнарсем хăйсене еплерех тыткаланипе çыхăннă.

Сăнарсем

Ухтеркке, Крахьян, Сăпани, Катăк Çăвар, миравай, суд секретарĕ

Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вариантсен пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсем

Виçĕ вариант пирки Виталий Родионов çапла çырнă:

Вăлах тепĕр тĕлте[1] ак çапла каланă:

Комедин сцена çинчи кунçулĕ

Пĕрремĕш хут Шемшерти юратавçăлла артистсен ушкăнĕ лартса панă.

Хайлава профессилле сцена çинче лартассин кăткăслăхĕсем

Профессилле театрсен хăйсен уйрамлăхĕсем, йĕркисем пур. Сăмахран, спектакль мĕн чухлĕ вăхăт тăсăласси тĕлĕшпе. Антракт пулма тивĕçлĕ. Тата ытти те. "Судра" комеди вара кĕскерех, пĕр пайла çеç. Çавна май "Судра-2" ăсталас тĕлĕшпе проектсем пур[4]. Çавăн пекех антракт хыççăнхи вăхăта çывăх е пачах урăхла йÿтĕмсемпе "тултарма" майсем пур.

"Судра" комедири хăшпĕр çунатлă сăмахсем

  • Ни пасар не пывал, ни Сăпани не кулял! (Катăк Çăвар сăмахĕ).

Асăрхавсем

Каçăсем