Ват

Ват (лат. bilis, ав.гр. χολή) — сарă, хăмăртарах е симĕстерех тĕслĕ, питĕ йӳçĕскер, хăйне евĕр шăршăллă, пĕвертен тухакан, ват хăмпинче пухăнакан шĕвек.

Ват
Ӳкерчĕк çинче: пищевод (esophagus), пĕвер (liver), хырăмлăх (stomach), ват хăмпи (gallbladder), пĕрлехи ват юххи (common bile duct), хăмпă юххи (cystic duct), хырăмай парĕ (pancreas), хырăмай парĕн юххи (pancreatic duct), çинçе пыршă (small intestine).

Пĕрлехи хыпарсем

Ват секрецине гепатоцитсем — пĕвер клеткисем — тăваççĕ. Ват пĕверти ват çулĕсенче пухăнать, унтан вара, пĕрлехи ват юххипе ват хăмпине тата вуникхутлă пыршăна çитсе апата ирĕлтерекен процессене хутшăнать.

Пĕвер вачĕн тата хăмпă вачĕн пĕрлехи характеристикисем[1]
ПараметрсемПĕвер вачĕХăмпă вачĕ
Йӳсеклĕх, pH7,3 — 8,26,5 — 6,8
Уделлĕ массă1,01 — 1,021,02 — 1,048
Типсе юлни, г/л26,0133,5
Шыв, %95 — 9780 — 86

Çав. пекех

  • Ват йӳçекĕшĕсем
  • Тюбаж

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

  • Ват // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.