Вырăс ĕмпӳлĕхĕ

Ку ăнлава Вырăс патшалăхĕ тенипе пăтраштармалла мар

Вырăс ĕмпÿлĕхĕ[1][2] е висанти варианчĕпе Раççей ĕмпÿлĕхĕ[3][4][5]Вырăс патшалăхĕн 1478 - 1721 çулсенчи официаллă ячĕ 1721 çулхи юпан 22-мĕшĕнче Петербургри Виçпĕрлев соборĕнче Петĕр I патшана „император“ титула панă. Çак кунта ĕнтĕ Раççей патшалăхĕ официаллă Раççей империне куçнă.

Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ Раççей кун-çулĕ

Авалхи славянсемруссем IX ĕмĕр
Киев Руçĕ 862—1242
Вырăс кнеçлĕхĕсем XII—XVI:
• Новгород республики 1136—1478
• Улатимĕр кнеçлĕхĕ 1157—1363
• Литва, Вырăс, Жемойта тата урăххисем 1236—1569
Мускав кнеçлĕхĕ 1263—1478
Вырăс патшалăхĕ 1478—1721
Раҫҫей империйӗ 1721—1917
 Раççей республики 1917
• Совет Раççейĕ 1917—1922
• Альтернативлă йĕркелӳсем 1917—1924
Совет Союзĕ 1922—1991
Раççей Федерацийĕ 1991 çултанпа


Ертӳçисем | Хронологи | Экспанси
Пĕрлешĕвĕ: XIV—XVI ĕмĕрсем | 1922
Аркану: XII ĕмĕр | 1917 | 1991

Проект | Портал | Категори

1547 çулта Пĕтĕм Руç патши тата Аслă Мускав кнеçĕ Иван IV Хаярскерне Патша тесе кăшăлланă, тулли титулпа тивĕçтернĕ: «Аслă хуçа, Турă кăмăлĕпе пĕтĕм Руç патши тата Улатимĕр, Мускав, Новгород, Псков, Рязань, Тĕвер, Югор, Перĕм, Вятка, Пăлхар тата ухăххисен аслă кнеçĕ»[6], каярахпа, Вырăс патшалăхĕн чиккисем сарăлса пынипе, титул çумне «Хусан патши, Аçтăрхан патши, Çĕпĕр патши», «тата Çурçĕрти пĕтĕм çĕршывсене тытса тăракан хушăннă»[7].

Титулатура йĕркипе Вырăс патшалăхĕ умĕн Аслă Мускав кнеçлĕхĕ, хыççăн Раççей империйĕ пулнă[~ 1][~ 2][~ 3]. Çапах та тепĕр, историографире ытларах тымар янă, вырăс историне тапхăрлани тăрăх, пĕрлĕ те ирĕклĕ чăмăртаннă Вырăс патшалăхĕ çур ĕмĕр маларах — Иван III Васильевич астулра ларнă чухне çуралнă, çак ĕнтĕ Пĕтĕм Руç патши тутулĕпе çыхăннă.

Вырăс çĕрĕсене пĕрлештерес (çав шутра монголсем тапăннипе Аслă Литва кнеçлĕхĕпе Польша йышне кĕнисене те) тата авалхи вырăс патшалăхне çĕнĕрен тăвас шухăш Вырăс патшалăхĕн историнче çухалман, ăна Раççей империйĕ те малалла тăснă[8][9].

Истори

Тĕп статьясем: Руçе пĕрлештерни, Вырăс патшалăхĕн территорине йĕркелени
Вырăс патшалăхĕ 1547—1725 çулсенче.

XIV—XV ĕмĕрсенче вакланнă вырăс çĕрĕсене темиçе политика центрĕ таврашĕнче пуçтарма тытăннă, юлашкинчен çак процесс чăмăртаннă Вырăс патшалăхĕ патне çитерет, тулашĕнчи политика конкуренчĕсене Руç çĕрĕсеншĕн кĕрешнĕ ĕçре пусарма май парать. Çурçĕр-тухăç Руçе пĕрлештерни Иван III тата Василий III астулра ларнă чухне вĕçленет. Иван III çаплах монгол-тутар пусмăрлăхĕ хыççăн, урта ханне пăхăнма пăрахнă Руçĕн пĕрремĕш суверен-тăрăмçи пулса тăрать. Вăл пĕтĕм Руç хуçи титула йышăнать[10].

Çав. пекех

  • Руçе пĕрлештерни

Комментарисем

Асăрхавсем

Литература

Статьяра усă курни

  • Богоявленский С. К., Веселовский С. Б. Местное управление // Очерки истории СССР. Период феодализма, XVII в. / А. А. Новосельский тата Н. В. Устюгов ред.. — М.: 1955.
  • Шаблон:Кĕнеке:Костомаров
  • Пашуто В. Т., Флоря Б. Н., Хорошкевич А. Л. Древнерусское наследие и исторические судьбы восточного славянства. — М.: Наука, 1982.
  • Скрынников Р. Г. История Российская. IX−XVII вв.. — М.: Издательство «Весь мир», 1997.
  • Хорошкевич А. Л. Символы русской государственности. — М.: Издательство МГУ, 1993. — ISBN 5-211-02521-0
  • Хорошкевич А. Л. Русское государство в системе международных отношений конца XV − начала XVI в. — М.: 1980.
  • Шубинский С. Н. Исторические очерки и рассказы.. — 6-мĕш кăл.. — СПб.: 1911.
  • Российский гуманитарный энциклопедический словарь: В 3-х т.. — М.: Гуманит. изд. центр «ВЛАДОС»: Филол. фак. С.-Петерб. гос. ун-та, 2002.

Хушма

Каçăсем


Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующих тегов <ref> группы «~» не найдено соответствующего тега <references group="~"/>