СССР арканăвĕ

СССР арканăвĕ - иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсем вĕçĕнче - влаçăн тĕп органĕсем пăланнипе тата территорин интеграци саланса кайнипе 90-мĕш çулсем пуçламăшĕнче Совет Социаллă Республикăсен Союзĕ пĕтсе ларни.

Умĕнхи кун-çулĕ

СССР тĕнче картти çинче
Викитека логотипĕ
Викитекăра  темипе текстсем пур

СССР Раççей империн чылай террриторийĕ тата нумай нациллĕ тытăмне кăнарлать. 1917—1921 çулсенче Финлянди, Польша, Литва, Латви, Эстони тата Тува ирĕклĕх туяннă. Хăшпĕр территорисене 1939—1946 çç. каллех СССР çумне хушаççĕ (РХХÇ поляк харçи (1939), СССР çумне Балтиçумне хушни, Тува Халăх Республики пăхăр).

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçленсен СССР-ăн тинĕссемпе океансем патне тухмалли Европăпа Азире пысăк территори, çутçанталăк чылай янтă-пурлăхĕ, социаллă тĕслĕ аталаннă экономика пулнă. Унсăр пуçне, «соцлагерь ертӳçисене» СССР влаçĕсем тĕрĕслесех тăнă.

70—80-мĕш çулсенче нацисем хушшинчи хирĕçӳсем (Каунасри 1972 çулхи пăтăрмахсем, Минскри 1980 çулхи пулăмсем, Казахстанри 1986 çулхи раштав ĕç-пуçĕ)[1] ытла мăнаçăх пулман, совет идеологипе, СССР — тăван халăхсен туслă çемьи. СССР-а тĕрлĕ халăх çынни (грузин И. В. Сталин, украинсем К. У. Черненко, Н. С. Хрущёв ертсе пынă пулсан та[2]вырăссем Ю. В. Андропов, Горбачёв Л. И. Брежнев, В. И. Ленин). Вырăссем, чи йышлă этнос, РСФСР территоринче çеç мар, пур республикăра та пурăннă. Совет Союзри кашни республикăн хăйĕн гимнĕ тата хăйĕн парти ертӳçи (РСФСР-сăр пуçне) — пĕрремĕш секретарь — пулнă.

Ӗç-пуçсен утăмĕ

1985 çултанпа ССКП ТК Тĕп секретарĕ М. С. Горнбачёв тата ун майлисем перестройка политикине пуçласан, халăхăн политика хастарлăхĕ хĕрсе каять, йышлă, çав шутра радикаллă тата националлă, юхăмĕсемпе йĕркелĕвĕсем пулса каяççĕ. Совет системине çĕнетсе чĕрĕлтерес хăтланусем çĕршывра кризис ахăртса яма çеç пултарнă. Политика аренинче çак кризиса пула СССР президенчĕ Горбачёв тата РСФСР президенчĕ Ельцин пĕр-пĕре хирĕç тăма тытăнаççĕ. Ельцин РСФСР суверенитетне çĕнтерсе илесшĕн тăрăшать.


Пĕтĕмĕшле кризис

СССР арканăвĕ пĕтĕмĕшле экономика, тулаш политика тата демографи кризисĕ хĕрсе пынипе пуçланать. 1989 çулта пĕрремĕш хут официаллă СССР-та экономика кризисĕ (экономика ӳсĕмрен ӳкĕме куçать) пуçланнине пĕлтереççĕ.

1989—1991 тапхăрĕнче совет экономикине тĕп йывăрлăх— хроникăллă тавар çитменлĕхĕ (дефицит) пырса çапать; сутă-илӳрен пур тенĕ пекех кирлĕ япала, çăкăрсăр пуçне, тухса ӳкет. Çĕршывра талон йĕркипе япалана виçепе тивĕçтерессине пурнăçа кĕртеççĕ.

1991 çултанпа пĕрремĕш демографи кризисне (вилекенсем çуралакансенчен чылайланни) палăртаççĕ.

СССР ют патшалăхсен шалти ĕçĕсене хутшăнмасăр тăнипе 1989 çулта Тухăç Европăра совет майлă коммунист режимĕсем арканса каяççĕ. Польшăра влаçа «Солидарность» профпĕрлĕхĕн малтанхи ертӳçи Лех Валеса (раштав, 9 1990), Чехословакире — малтанхи диссидент Вацлав Гавел (раштав, 29 1989) аллине илет. Румынире, Тухăç Европăри ытти çĕршывсенси пек мар , коммунистсене вăйпа кăларса çапнă, президент-диктатор Чаушескуна арăмĕпе пĕпрле трибунал йышăнăвĕпе персе пăрахнă. Çакăн пек, совет сĕм уçлăхĕн коллапсĕ пулса тухать.

СССР территоринче тĕрлĕ наци хушшинчи хирĕçӳ тапранать.

Республикăсенчи СССР йышĕнчен тухас юхăмсем тата «суверенитет парачĕсем»

Тĕп статья: Суверенитет парачĕсем


Балтиçум уйрăлăвĕ

Литва
Эстони
Латви

Грузи уйрăлăвĕ

Азербайджан уйрăлăвĕ

Молдави уйрăлăвĕ

Украина уйрăлăвĕ

РСФСР суверенитет декларацийĕ

Тутарстанпа Чечнян уйрăлас тăрăшăвĕ

СССР сыхласа хăварас 1991 çулхи референдум

СССР республикисем хăйсен ирĕклĕхне пĕлтерни

Союз республикисем

РеспубликаСуверенитета пĕлтерниИрĕклĕхе пĕлтерниИрĕклĕх de jure
Эстони ССРĕчӳк, 16 1988çурла, 20 1991аван, 6 1991[3]
Латви ССРĕутă, 28 1989çурла, 21 1991авăн, 6 1991[4]
Литва ССРĕака, 18 1989пуш, 11 1991авăн, 6 1991[5]
Грузи ССРĕçу, 26 1990ака, 9 1991раштав, 26 1991[6]
Раççей СФСРĕçĕртме, 12 1990раштав, 26 1991[6]
Молдави ССРĕçĕртме, 23 1990çурла, 27 1991раштав, 26 1991[6]
Украина ССРĕутă, 16 1990çурла, 24 1991раштав, 26 1991[6]
Белоруси ССРĕутă, 27 1990[7]раштав, 26 1991[6]
Туркмен ССРĕçурла, 22 1990юпа, 27 1991раштав, 26 1991[6]
Армян ССРĕçурла, 24 1990авăн, 23 1991раштав, 26 1991[6]
Таджик ССРĕçурла, 24 1990авăн, 9 1991раштав, 26 1991[6]
Киргиз ССРĕçурла, 15 1990çурла, 31 1991раштав, 26 1991[6]
Казах ССРĕюпа, 25 1990раштав, 16 1991раштав, 26 1991[6]
Узбек ССРĕçĕртме, 20 1990çурла, 31 1991раштав, 26 1991[6]
Азербайджан ССРĕюпа, 18 1991çурла, 30 1991раштав, 26 1991[6]

Кĕске вăхăтри ĕç-пуçсем

Раççейри улшăнусем

Наци хушшинчи хирĕçӳсем

Тенкĕ тăрăхĕ пĕтсе ларни

Тĕп статья: Совет тенки


Украин купон-карбованĕцĕ, 1992—1996
Украин купон-карбованĕцĕсем, 1992—1996
Украин купон-карбованĕцĕсем, 1992—1996

Пĕрлĕ Хĕçпăшаллă Вăйсен арканăвĕ

Раççей Федерацийĕ

Вуламалли

  1. А. С. Черняев, А. Б. Вебер, П. Р. Палажченко, Б. Ф. Славин, В. Т. Логинов, Л. Н. Пучкова, Н. Ф. Королева, Т. А. Александрова. Союз можно было сохранить. Белая книга: Документы и факты о политике М. С. Горбачева по реформированию и сохранению многонационального государства. — 2-е изд., перераб. и доп. — М.: АСТ, 2007.
  2. Стивен Коэн. «Вопрос вопросов»: почему не стало Советского Союза? — М., 2007. — 200 с.
  3. К. Г. Мяло Россия и последние войны XX века (1989—2000). К истории падения сверхдержавы . Издательство: Вече, 2002 г. Твердый переплет, 480 стр. ISBN 5-7838-0994-2

Асăрхавсем

Каçăсем

Шаблон:СССР арканăвĕ хыççăнхи патшалăхсем