Сăнарлă вăйă

Сăнарлă вăйă, — вĕренме тата вăхăт иртерме пулăшакан вăйă. Ку тĕрлĕ вăйăсене хутшăнакан пĕр сăнара суйласа илет те ăна вылять. Çавăн пекех сăнарлă вăйăна драмăллă выляв та теме пулать — унта сăнарăн характерĕпе вылямалла, сăнартан тухма юрамасть. Çав енченех сăнар шалти тавралăх логикине пăхăнса тулашри сценарийĕн ĕçĕсене пăхăнмасть. Кĕскен каласан ĕçсем епле малалла пырасси кашни хăйĕн сăнарне еплерех вылянинчен килет. Çапла вара вăйăн процесĕ çынсен ушкăнĕ пĕр-пĕр пулăма вылянипе пулать. Пурте вĕсем хăйсен сăнарне выляса хăйне евĕр тытаççĕ.

сĕтел хушшинче сăнарлă вăйăсенче усă куракан кубиксем

Сăнарлă вăйăн ĕçĕ вăйă тĕнчинче пулса иртет. Тĕнчи хуть те мĕнле пулма пултарать, анчах та вăл вăйă юхăмне, ĕçсем епле пулса пынине палăртать. Вăйă ăсти палăртнă сценарийĕ тата вăл суйласа илнĕ вăйă тĕнчи çак вăйăсен тĕп никĕсĕ пулса тăрать.

Вăйăра тĕп тĕллевне çитмесĕр те, хăш-пĕр вăйăсенче вăл тĕллевĕ пачах та çук пулма пултарать. Тĕп тĕллев вырăнĕнче вара сăнара аталантарасси, вăйă тĕнчине пăхса тухасси, сăнарăн характерне тĕрĕс выляни пулса тăраççĕ.

Сăнарлă вăйăсем пуçланни историйĕ

  • 1967 çул — Джефф Перрен (Jeff Perren) тата Гари Гигакс (Gary Gygax) Chainmail ятлă Сĕтел хушшинчи çапăçу вăййисене пичĕтлесе кăлараççĕ.
  • 1974 çул — Chainmailа никĕсе хурса Dungeons & Dragons (D&D, DnD) пĕрремĕш сĕтел хушшинчи сăнарлă вăйă кăлараççĕ. Вăйăна коммерци енĕпе салатаççĕ.
  • 1977 çул — Dagorhir ятлă Чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйă иртет.
  • 1990 çул — Красноярск патĕнче пĕрремĕш пĕтĕм Созри Хоббит вăййисем ятлă вăйă иртет. Унта СССРăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пурĕ 130 çын хутшăнать.
  • 1990 çул — СССРта «Осень» (Кĕркунне) кооператив «Заколдованная Страна» (Асамлă Çĕршыв) ятлă кĕнеке кăларать. Вăл D&D вырăсла клонĕ пулнă. Кĕнеке 40 пинлĕ тиражпа сарăлать.

СССРти тата ПППри сăнарлă вăйăсен аталанăвĕ

Хĕвеланăçри патшалăхсенче вăйăсем малтанах сĕтел хушшинчисем пулнă. СССРта вара сĕтел хушшинчи тата чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсем пĕрле çуралса аталаннă. Сĕтел хушшинчи вăйăсене энтузиастсем вăйă кĕнекисем тата «Заколдованная Страна» (Асамлă Çĕршыв) кĕнеке тăрăх аталантарнă. Чĕрĕлле иртерекеннисем вара Фантастикăна Юратакансен Клубĕсемпе (ФЮК) Хăйсем тĕллĕн юрлама вĕренмелли клубсенче (ХТЮВК) çуралнă.

Чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсен кун-çулĕнче çак тапхăрсене палăртма пулать:

  • 1986—1989 çç. — Сăнарлă вăйăсен юхăмĕн никĕсĕ хатĕрленет. ФЮКпа ХТЮВК пĕрремĕш вăйăсем иртереççĕ.
  • 1990—1993 çç. — Хоббит вăййисем ятлă вăйă иртет. Сăнарлă вăййисене юратакансен юхăмĕ хатĕрленме тытăнать. Ку тапхăрта вăл студентсемпе шкул ачисенчен тăрать. Тумтирĕсем ытларах чухне çук.
  • 1993—1996 çç. — Клубсемпе ушкăнсем йĕркеленеççĕ. Ушкăнлă вăйăсем çуралма тытăнаççĕ, вĕсенче сăнарсене ушкăн ертӳçисене çеç параççĕ. Хĕç-пăшалпа хӳтлĕхе хатĕрлес ĕçе мала хума тытăнаççĕ. Сăнарлă фехтованипе нумаййăн кăткăсланма тытăнаççĕ.
  • 1996—2002 çç. — Тумтирсене çыр çыннисем валли кăна мар, ытти сăнарсем валли те çĕлеме тытăнаççĕ. Уйрăлса тăракан вылакансен хисепĕ ӳсет. Хăш-пĕр тăрăхсенче ку пулăмсене пула çапăçуллă вăйăсем пĕтсе лараççĕ.
  • 2002—2006 çç. — Вăйă ăстисен ĕçне лайăхлатаççĕ. Полигон ушкăнĕсем çуралаççĕ. Хăш-пĕр хуласенче сăнарлă вăйăсен клубĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.

Сăнарлă вăйăсен тĕсĕсем

Вăйăна иртерес енĕпе çак тĕслисем пулаççĕ:

  • Сĕтел хушшинчи вăйăсенче пур тăвăмсем хутшăнакансен пуçĕнче иртеççĕ. Пулăмсен аталанăвне малтан хатĕрленĕ йĕркесем тăрăх вăйă ăсти ертсе пырать.
  • Чĕрĕлле иртерекен вăйăсенче кашни хăй вăйăна хутшăнать. Çав çавах унта вăйă ăстисемпе вăйă йĕркисем пур, анчах та вăйă ăстисем пĕтĕм вăйă тĕнчине ертсе пымаççĕ — йĕркелемен пайĕ хыççăн кăна пăхса тăраççĕ. Йĕркесем те модельпе улăштарнă ĕçсене кăна йĕркелеççĕ.
  • Компьютерлă сăнарлă вăйăсенче хутшăнакансем вылякан тавралăха компьютер программи хатĕрлет. Нумай чухне вăйăна пĕр вылакан валли тунă, вăйă сюжетĕнчен те ытлашшиех пăрăнаймăн.
  • Электронлă почта урлă иртекен сăнарлă вăйăсенче вылякансен шучĕ пысăках мар, вăйă ăсти пĕрре (хăш-пĕр чухне, сайра, иккĕ-виççĕ пулма пултарать) кăна. Вăйă электронлă почта тăрăх иртет. Тăванла вăйăсем: канашлу урлă иртекен тата браузерлă сăнарлă вăйăсем.
  • Вĕренӳллĕ сăнарлă вăйăсенче пурнăçри пулăмсене йĕркелеççĕ, выляççĕ. Тĕслĕхрен, ĕç коллективĕнчи ĕçе сăнарласа кăтартакан вăйăра хутшăнакансем тĕрлĕ должностьлĕ тата профессиллĕ сăнарсене суйласа илеççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

  • MMORPG

Каçăсем