Суран

Суран (лат. vulnus, eris n.) — çиелти е шалти тĕртĕмсен анатомине, хăш чухне çаплах шалти органсен, пĕтĕм тарăнăшне çити механикăлла çĕмĕрсе пăсни[1][2][3]. Курăнакан палăртусем: ырату, юн юхни. Вăхăт иртнĕçем вĕсем иртсе каяççĕ.

Суран
Bleeding wound on thumb.jpg
Bleeding wound on thumb.jpg
Пӳрне çинчи суранран юхакан чĕрĕ юн.
МКБ-10T14.1
MeSHD014947

Классификаци

Епле пулса тухнипе сурансене çапла уйăраççĕ:

  • каснисем (vulnus incisum) — çӳхе те çивĕч япалапа шуçтарса тунипе,
  • чикнисем (vulnus punctum) — шултра мар япалапа тунипе,
  • чикнĕ-каснисем — касакан енĕсемлĕ, çивĕч япалапа тунипе,
  • татăлнисем (vulnus laceratum) — ӳт ытлашшипех тăсăлнипе,
  • çыртнисем (vulnus morsum) — чĕрчун е çын шăлĕсемпе (çыртнипе çеç мар) туни,
  • туранисем (vulnus caesum) — йывăр та çивĕч япалапа туни,
  • çĕмĕрнисем (vulnus conquassatum) — ӳте пăрчăкласа татăлтарни,

Асăрхавсем