Циклон

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Циклон (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Цикло́н (ав.гр. κυκλῶν — «çаврăнакан») — атмосферăри вертикаль тĕнĕлĕ тавра варринче пĕчĕк сывлăш пусăмлĕ пысăк диаметра çити (темиçе çĕр çухрăм - темиçе пин çухрăм) çаврăнакан сывлăш масси.

Кăнтăр Атлантикăри Катарина циклон. 2004 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕ.
Исланд депрессийĕ — сахал пусăмлă вăрах куçакан облаç (тропик тулашĕнчи циклон), 2003 çул, авăнăн 4-мĕшĕ.

Атмосферăри циклонсем

Тропик тулашĕнчи циклон тулни (окклюзи) тапхăрĕ.
Тропикри циклона урлăн касса кăтартни. Çӳлти йĕрпе циклон центрĕ çине анакан Тропопозăна кăтартнă.

Урăх планетăсем çинчи циклонсем

Сатурн çинчи циклонсем. Кассини зонд фотографиленĕ.

Циклонсем Çĕр атмосферинче çеç мар, урăх планетăсем çинче те алхасаççĕ. Сăмахран, Юпитер атмосферинче темиçе ĕмĕр ĕнтĕ Пысăк Хĕрлĕ Тумха ятлăскер хуçаланать, вăл нумай "пурăнакан" антициклон (хăш чухне ăна йăнăшпа циклон теççĕ) шутланать. Циклон вара Пĕчĕк Тĕксĕм Тумха Нептун планета çинче пур. Урăх планетăсем çинчи циклонсене çитеклĕ таран тĕпчемен.

Виçев шкали

  • Саффир — Симпсон ураган шкали

Çав. пекех

  • Депресси
  • Внетропический циклон
  • Субтропикри циклон
  • Тропикри циклон (ураган, тайфун)
  • Тăвăл куçĕ
  • Спираль
  • Антициклон

Литература

  • Погосян Х. П. Циклоны. — Л.: Гидрометеоиздат, 1976. — 51000 экз.