Чăвашла хаçат-журнал

Чăвашла хаçат-журналчăваш чĕлхипе тухакан тата тухса тăнă хаçат-журнал. Чылайăшĕнче вырăсла текстсем те пур: сăмахран, рекламăра, уйрăм статьясемпе тĕрленчĕксенче, кăларăм пирки пĕлтернĕ хыпарсенче... Çавăнпа та кунта пуплеве "ытларах чăвашла" тесе ăнланмалла. Мĕн чухлĕ ытларах — кăна вара чылай чухне ятарласа палăртма май та çук-тăр. Чăваш Енре çеç мар, ытти енсенче чăвашла хаçат-журнал тухать.

Чăваш Ен

Мускав

Санкт-Петербург

Пушкăртстан

Самар облаçĕ

  • Юлташ (1921) — Самар тăрăхĕнчи чи пĕрремĕш чăваш хаçачĕ.
  • Колхозник (1929-1938) — çаплах «Хĕрлĕ ялав» ятпа тухнă.
  • Ленин çулĕпе (1930-1962) — Похвиçнĕнчи МТС политпайĕн хаçачĕ.
  • Ял трибуни (1930-1965) — Сергиевскра тухнă хаçат (1965 çултанпа вырăсла).
  • Ленин çулĕпе (1931-1962) — Чаллăпуç райкомĕпе ĕç çынни депутачĕсен Канашĕн хаçачĕ.
  • Чаллă ударникĕ (1933-1934) — Чаллăпуç МТС политпайĕн хаçачĕ.
  • Пурлăхлă пурнăçшăн (1934-1935, çаплах «Тулăх пурнăçшăн» ятпа паллă) — Тимĕрсен политпайĕн хаçачĕ.
  • Сталинецсем (1935-1936) — Мелекесре тухнă тутар-чăваш хаçачĕ.
  • Ленин ялавĕ (1936-1962) — Исаклă КПСС райкомĕн хаçачĕ.
  • Ĕçри пурнăç (1962-1963) — Кинель-Черкассри тухнă хаçат.
  • Ленинла тĕрĕслĕх («Çĕр ĕçлекенсен сасси», 1963-1964) — Похвиçнĕнчи чăвашла хаçат.
  • Ленин ялавĕпе (?—1958) — Похвиçнĕ МТС политпайĕн хаçачĕ.
  • Çамрăк ударник (?—?) — Похвиçнĕри ВЛКСМ райкомĕн хаçачĕ.
  • Самар ен (1995-) — хальхи вăхăтра Самар облаçĕнчи пĕртен-пĕр чăвашла тухакан хаçат.

Тĕмен облаçĕ

  • Тăван — Тĕменре уйăхра пĕре тухакан хаçат.

Тутарстан

Чĕмпĕр облаçĕ

Асăрхавсем

Вуламалли

  • Симаков, В. «Самар тăрăхĕнчи чăваш пичечĕ», Самар ен (2010-10-22).

Каçăсем