Тутарстан

Тутарстан Республики (тут. Татарстан Республикасы, Tatarstan Respublikası; Тутарстан[1]) — Раççейӗн субъекчĕ, республика (патшалăх)[2][3] унӑн тытӑмӗнче. Атăлçи федераци тăрăхĕ йышне кӗрет, Атăлçи экономика районĕн пайĕ пулать. ВЦИК тата СНК 1920 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнчи декречĕпе Тутар Автономи Социализм Совет Республики ячĕпе туса хунă[4].

Тутарстан Республики
Республика ТатарстанTatarstan Respublikası

Тутарстан ялавĕТутарстан гербĕ
Тĕп хулиХусан
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

44

67 847 км²
6,4%

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

8

4 001 625 çын патнелле (2023)
58,98 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕАтăлçи федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕАтăл-Вятка районĕ
Регион номерĕ16
Патшалăх чĕлхисемвырăс, тутар
ПрезидентРустам Минниханов
Премьер-министрАлексей Валерьевич Песошин
Патшалăх Канашĕн председателĕФарид Мухаметшин
ГимнТутарстан гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕГВ +0300
«50 лет Татарской АССР» марккă. СССР почти, 1970 ç.
Почтă маркки. СССР, 1980 ç.
РФ ТБ асăнмалăх вак укçан реверсĕ

1992 ҫулта йышӑннӑ Тутарстан Республикин Конституцийĕн 1-мӗш статьин 2-мӗш пункчӗпе килӗшшӳллӗ, «Тутарстан Республики» тата «Тутарстан» тан пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ[5].

Чи пысăк та тӗп хули — Хусан.

Кирӑв, Чĕмпĕр, Самар тата Ăренпур облаçĕсемпе, Пушкăртстан Республикипе, Мари Эл Республикипе, Удмурт Республикипе тата Чăваш Республикипе чикӗ тытать.

Патшалăх чĕлхисем - тутар чĕлхипе вырăс чĕлхи. Ҫаплах чăваш чĕлхипе нумай ҫынсем те калаҫаҫҫӗ.

Халăх йышĕ

2010 çулта Респуликăра 3 779,8 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 73,8% хулара пурăнаканнисем. Ытларах пайĕпе кунта тутарсемпе (53,2%) вырăссем (39,7%) пурăнаççĕ.

Чăвашсем пур халăхсенчен 3,8% шутланаççĕ. Пуринпе 135 пин çынна çитеть, вĕсенчен 12,5 пин çын Хусанта пурăнать.

Чăвашсем тахçантанпах Нурлат (15,8 пин), Аксу (14,6 пин), Çĕпрел (12,3 пин), Пăва (10,3 пин), Теччĕ (6,1 пин), Çарăмсан (4,8 пин), Элкел (4,9 пин) районĕсенче пурăнаççĕ. Чăваш ялĕ 170 яхăн, çавăнпа пĕрлех вĕсем нумай халахлă 130 ял-хулара тĕл пулаççĕ.

Нумайах мар Хусан, Пăва, Теччĕ хуллинче те пурăнаççĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çӳрринче вара Чаллă, Анат Кама, Нурлат, Лениногорск хулисене тата Аксу посёлокĕнче йышланнине палăртмалла.

Истори

Тĕп статья: Тутарстан историйĕ

Çак территорире çынсем пирĕн эрăччен VIII ĕмĕрте тĕпленсе пурăнма тытăннине палăртнă. Каярах кунти çĕрсене вăтам ĕмĕрсенче атăлçи пăлхарĕсен патшалăхĕ тытăмланнă. XIII ĕмĕрте Пăлхара монголсем аркатнă, Чингисхан империйĕ пĕтсе ларсан, Джучи улусне (Ылтăн Уртана) кĕнĕ.

XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Ылтăн Урта вырăнне Улу-Мухаммед хан Хусан ханлăхне туса хуни пирки пĕлтерет. Çĕнĕ патшалăх хăй тĕллĕнех ют çĕрсемпе, çав шутра Мускав патшалăхĕпе те, хутшăнма тытăнать. XVI ĕмĕрĕн варринче, IV Йăван Хаярскер астула йышăннă тапхăрта, 1552 çулта Мусав Хусана çĕнтерсе илнĕ те Мускав патшалăхне кĕртнĕ.

Раççей йышĕнче Хусан ханлăхĕ малтан Хусан патшалăхĕ, Аслă Петĕр реформи хыççăн — Хусан кĕперни (Аçтăрхан тата Хусан ханлăхĕн çĕрĕсене пĕрлештернипе, тепĕртакран унăн территоринчен хăшпĕр çĕрсене касса илнĕ хыççăн хальхи Тутарстан пысăкăшне çити) ятлă пулнă. Территори император лартнă кĕпернетĕр ертсе пынă. 1920 çулчен хальхи Тутарстан Республикин территорине официаллă та, официаллă мар та нихăçан та «Татари» те, «Тутарстан» та темен. Революци хыççăн, В. И. Ленин инициативипе[6], 1930 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнче РСФСР шутĕнчи Тутар АССР (Хусан тата Ĕпхӳ кĕпернисен çĕрĕсенче) туса хумалли декрете кăларнă. 1990 çулхи çурлан 30-мĕшĕнче республикăн официаллă ячĕ — Тутар Совет Социализм Республики (Тутарстан Республики пекех), 1992 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче — Тутарстан Республики (Тутарстан) пулса тăнă [7]. 1992 çулхи акан 21-мĕшĕнче раççей влаçĕсем çакна çирĕплетнĕ.

Администраци пайланăвĕ

Тутарстан конституцийĕн 65-мĕш статьйăн 2-мĕш пайĕнче тата «Об административно-территориальном устройстве Республики Татарстан» саккунĕпе, РФ субъекчĕнче малалла администраци-территориаллă виçисем пур[8][9][10][11]:

  • 43 район
  • 14 республика пĕлтерĕшпе хула
    • Хусан хулин территоринче те 7 хулăри район пур.
    • Çыранçи Чаллă хулин территоринче те 3 хулӑри район пур.

Республика пĕлтерĕшпе хуласем

  1. Азнакаево
  2. Анат Кама
  3. Алапӳ
  4. Ешĕл Васан
  5. Зей
  6. Лениногорск
  7. Нурлат
  8. Павлă
  9. Пăва
  10. Пĕкĕлме
  11. Çыранçи Чаллă
  12. Хусан — Тутарстан тĕп хули
  13. Чистай
  14. Элмет

Хусан хулин районĕсем

  1. Авиа Тăвакан районĕ
  2. Атăлçум районĕ
  3. Вахитов районĕ
  4. Киров районĕ
  5. Мускав районĕ
  6. Совет районĕ
  7. Çĕнĕ Савин районĕ

Çыравçи Чаллă хулин районĕсем

  1. Автозавод районĕ
  2. Вăтам районĕ
  3. Комсомол районĕ

Районсем

Ӳкерчĕк:Районы-татарстана.gif
Тутарстан районĕсем
РайонЦентр
1Агрыз районĕАгрыз хули
2Азнаккай районĕАзнаккай хули
3Аксу районĕАксу х.е.п.
4Актанăш районĕАктанăш ялĕ
5Алексеев районĕАлексеевское х.е.п.
6Элкел районĕПасарлă Матак ялĕ
7Элмет районĕЭлмет хули
8Аппас районĕАпас х.е.п.
9Арча районĕАрча хули
10Этне районĕМăн Этне ялĕ
11Павлă районĕПавлă хули
12Палтач районĕПалтач х.е.п.
13Пĕкĕлме районĕПĕкĕлме хули
14Пăва районĕПăва хули
15Тури Услон районĕТури Услон ялĕ
16Çӳллĕ Сăрт районĕÇӳллĕ Сăрт паççулки
17Çĕпрел районĕКивĕ Çĕпрел ялĕ
18Алапӳ районĕАлапӳ хули
19Зей районĕЗей хули
20Ешĕл Васан районĕЕшĕл Васан хули
21Хайпăç районĕМăн Хайпăç ялĕ
22Чулман Атăл Вăрри районĕЧулман Атăл Вăрри х.е.п.
23Кукмара районĕКукмара хули
24Лайăш районĕЛайăш хули
25Лениногорск районĕЛениногорск хули
26Маматăш районĕМаматăш хули
27Менделеевск районĕМенделеевск хули
28Мензеле районĕМензеле хули
29Мĕслим районĕМĕслим ялĕ
30Анат Кама районĕАнат Кама хули
31Çĕнĕ Шешмĕ районĕÇĕнĕ Шешмĕ ялĕ
32Нурлат районĕНурлат хули
33Питреч районĕПитреч ялĕ
34Пулă Слободи районĕПулă Слободи х.е.п.
35Саба районĕПуян Саба х.е.п.
36Сарман районĕСарман ялĕ
37Сăпас районĕПăлхар
38Теччĕ районĕТеччĕ хули
39Тукай районĕгород Çыранçи Чаллă
40Тĕлечĕ районĕТĕлечĕ ялĕ
41Çарăмсан районĕÇарăмсан ялĕ
42Чистай районĕЧистай хули
43Ютазы районĕУруссу х.е.п.

Çыхăннипе Интернет

Кабельсем:Летай (Таттелеком)

Пысăк хуласенче WAN, Дом.ru

Кабельсĕррисем:Летай - 4G*

Мегафон - 3G

Билайн - GPRS

МТС - GPRS

Çав. пекех

Литература

Асăрхавсем

Каçăсем



Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.