Чукотка автономиллĕ тăрăхĕ

Чукотка автономи тӑрӑхӗ е кӗске Чукотка (чук. Чукоткакэн автономныкэн округ, выр. Чукотский автономный округ) — Раççей çурçĕр хĕвелтухăçĕнче вырнаçнă Инçет Тухăç Федераллă Округне кĕрекен автономлă округ. Тӗп хули - Анадырь. Тинӗспе АПШпа чикӗлет.

Чукотка автономлă округĕ
Чукоткакэн автономныкэн округ 

Чукотка автономлă округĕн ялавĕЧукотка автономлă округĕн гербĕ
Тĕп хулиАнадырь
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

7

721  481 км²
3,3

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

82

50  500 çын патнелле (2010)
2,4 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕИнçет-Тухăç федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕИнçет Тухăç экономика районĕ
Регион номерĕ87
Патшалăх чĕлхисемвырăс
КĕпернатăрРоман Валентинович Копин[1]
Гимн
Вăхăт тăрăхĕГВ +08
Чукотка самолётран пăхсан

Географи

Чукотка çурутравне, материк пайне тата темиçе утрав (Врангель, Айон, Ратманов тата ыттисем) çинче вырнаçнă.Хĕвелтухăç Çĕпĕр тата Беринг тинĕсĕсем хĕрринче выртать.

Пысăк юханшывĕсем — Анадырь (юпписем Майн, Шурă, Танюрер), Омолон, Великая, Амгуэма, Большой тата Малый Анюи. Чи пысăк кӳллисем — Хĕрлĕ, Эльгыгытгын, Пекульней.

Çутçанталăк ресурсĕсем

Чукоткăра çĕр айĕнчи пуянлăхсем нумай: нефть, çутçанталăк газĕ, çĕр кăмрăкĕ, ылтăн, тăхлан, вольфрам, чĕркĕмĕл. Чи паллă çĕруправсем: ылтăн çĕрĕ — Купол, Май, Каральвеемское; сапаланчăк ылтăн — Рывеемское, Пильхинкууль, Каральвеемское; тăхлан çĕрĕ — Пыркакайские штокверки, Иультин, Валькумей; вольфрам — Иультин; çĕр кăмрăкĕ — Анадырь хăмăр кăмрăк, Берингçĕр кăмрăк çĕруправĕсем.Врангель утравĕнче заповедник вырнаçнă.

Культура

Вырăнти халăхăн культурине упрама Эргырон ансамбль никĕсленĕ.

Халăх

Округра — 49,5 пин çын пурăнать (2009). Вăтам йышлăхĕ — 0,07 çын/км², хулара пурăнакансен шучĕ — 66,4 % (2009). 1990--мĕш çулсенче халăх йышĕ виçĕ хут чакнă,вырăнти мар халăхсем кунтан тухса кайнă пирки. Каярах халăх шучĕ питех ылмашмасть.1939, 1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи çыравсем тăрăх, округра çак халăх çыннисем пурăннă (пин çын):

Халăх193919591970197919892002 (* 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.)
Вырăссем5,2 (24,1 %)28,3 (60,7 %)70,5 (69,7 %)96,4 (68,9 %)108,3 (66,1 %)27,9 (51,9 %)
Чукчăсем12,1 (56,3 %)10,0 (21,4 %)11,0 (10,9 %)11,3 (8,1 %)11,9 (7,3 %)12,6 (23,4 %)
Украинсем0,6 (2,7 %)3,5 (7,6 %)10,4 (10,3 %)20,1 (14,4 %)27,6 (16,8 %)5,0 (9,2 %)
Эскимоссем1,1 (2,3 %)1,1 (1,1 %)1,3 (0,9 %)1,5 (0,9 %)1,5 (2,85 %)
Эвенсем0,8 (3,8 %)0,8 (1,8 %)1,1 (1,0 %)1,0 (0,7 %)1,3 (0,8 %)1,4 (2,6 %)
Чувансем0,9 (0,6 %)1,0 (1,8 %)
Белоруссем0,6 (1,2 %)1,7 (1,6 %)2,4 (1,7 %)3,0 (1,9 %)0,5 (1,0 %)
Тутарсем0,5 (1,1 %)1,6 (1,6 %)2,0 (1,4 %)2,3 (1,4 %)0,5 (1,0 %)

Адмистративла пайлану

Çавăн пекех пăхăр: Гербы районов Чукотского автономного округа.

Районĕсем

  1. Анадырь районĕ
  2. Билибино районĕ
  3. Иультин районĕ
  4. Провидени районĕ
  5. Чаун районĕ
  6. Чукотка районĕ


Тата пăхăр

  • Анадырь тата Чукотка епархийĕ
  • Эргырон
  • Научно-популярный фильм киностудии "Леннаучфильм" «Ученые мира — Крайнему Северу», снятый в 1991 году (режиссер-оператор В.Петров). Фильм посвящен экологическим, экономическим и демографическим проблемам советской Чукотки.

Асăрхавсем

Каçăсем

Каçăсем

Шаблон:Чукотка автономлă тăрăхĕ