Чхаттисгарх

Инди штачӗ

Чхаттисгарх (хинди छत्तीसगढ़, акăл. Chhattisgarh) — Индин варринче вырнаҫнӑ штат. 2000 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Мадхья-Прадеш штат йышӗнчен 16 района уйӑрса кӑларса йӗркеленӗ. Мадхья-Прадеш, Махараштра, Андхра-Прадеш, Орисса, Джаркханд, Уттар-Прадеш штатсемпе чикӗленче тӑрать. Лаптӑкӗ — 136 034 км², халӑхӗ — 25 540 196 ҫын. (2011). Тӗп хули — Райпур. Ытти пысӑк хуласем — Бхилаи, Биласпур, Корба.

Чхаттисгарх
хинди छत्तीसगढ
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата2000
Ӳкерчӗк
Официаллӑ ятхинди छत्तीसगढ
акăл. Chhattisgarh
Официаллӑ чӗлхеХинди и чхаттисгархи[d]
Патшалӑх
Администраци вырӑнӗРайпур[d]
Административлӑ-территориллӗ пайИнди
Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнчеВосточная Индия[d]
ГеоданнӑйсемData:India/Chhattisgarh.map
Патшалӑх пуҫлӑхӗAnusuiya Uikey[d]
Правительство пуҫлӑхӗн должноҫӗChief Minister of Chhattisgarh[d]
Правительство пуҫлӑхӗVishnu Deo Sai[d]
Ӗҫ тӑвакан влаҫGovernment of Chhattisgarh[d]
Саккун йышӑнакан органChhattisgarh Legislative Assembly[d]
Халӑх йышӗ
  • 29 436 231 чел. (2020)[1]
Арҫынсен йышӗ12 832 895[2]
Хӗрарӑмсен йышӗ12 712 303[2]
Административлӑ пайланӑвӗСургуджа[d], Биласпур[d], Дург[d], Райпур[d] и Бастар[d]
Чикӗленсе тӑратьМадхья-Прадеш, Махараштра[d], Одиша, Джаркханд[d], Уттар-Прадеш[d], Телингана[d] и Андхра-Прадеш[d]
Пӗрле лаптӑка йышӑнатьChhattisgarh[d]
Калаҫу чӗлхиAgariya[d], Nagpuri[d], багхели[d], Bhariati[d], Birhor[d], Mirgan[d], Asur[d], Pardhan[d], Halbi[d], Bhatri[d], Kharia[d], косли[d], Turi[d], Корва (язык)[d], Majhwar[d], Kamar[d], Surgujia[d], Nahari[d], Khirwar[d], маратхи[d], телугу[d], парджи[d], Maria[d], чхаттисгархи[d], Koya[d], курух[d], Bhunjia[d], Desiya[d], Western Muria[d], Dandami Maria[d], Eastern Muria[d], Koraku[d] и Far Western Muria[d]
Лаптӑк
  • 135 194 тăваткал километр
Официаллӑ сайтchhattisgarh.nic.in
Карта местонахождения
Подробная карта
Экономикиeconomy of Chhattisgarh[d]
Хула халӑхӗ5 937 237[3]
Ял халӑхӗ19 607 961[3]
Хут пӗлменнисем10 165 276[3]
Хут пӗлекенсем15 379 922[3]
Чхаттисгарх на карте
Чхаттисгарх
Чхаттисгарх
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Тавралӑхӗ

Штатӑн ҫурҫӗр пайӗ Индпа Ганг айлӑмӗн хӗрринче вырнаҫнӑ, штатӑн тӗп пайӗнче Маханади юханшывӑн пулӑхлӑ айлӑмӗ — штатра рис туса илекен тӗп районӗ — сарӑлса выртать; штатӑн кӑнтӑр пайӗ Декан тӳремсӑртлӑхӗнче, Годавари юханшывӗн бассейнӗнче вырнаҫнӑ. Вӑрманлӑх виҫи 40 % танлашать.

Штат кун-ҫулӗ

Штата йӗркелениччен 1950-мӗш ҫулсенче Совет Союзӗн ӑстисем Бхилаи металлурги савутне туса лартнӑ.

2010 ҫулхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне штатра маоистсен юхӑмӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатман-ха, вӑл правительствӑпа тата йӗркене хураллакан вӑйсемпе алла хӗҫпӑшал тытса кӗрешет. XX ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа ҫак ушкӑнӑн хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫыннисем вырӑнти халӑха хӗсӗрленинчен хӳтӗлетпӗр тесе кӗрешеҫҫӗ, фермерсен ҫӗрӗсене туртса илессине хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Правительствӑпа кӗрешме маоистсем террористла меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ, ҫавна май вӗсене полици те, ахаль халӑх та час-часах хур курать.

Политика

Чхаттисгарх штат Бхарати джаната парти яланах тенӗ пек вӑй тытса тӑракан штатсен шутне кӗрет. Хальхи вӑхӑтра (2010 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне) шӑпах ҫак парти штат правительствине йӗркеленӗ.

2018 ҫулхи суйлавра ИНК ҫӗнтернӗ.

Администраципе территориллӗ пайланӑвӗ

Штат шутне 27 округ кӗрет:

  • Балод — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
  • Балодапасар — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
  • Балрампур — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
  • Бастар
  • Беметара — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
  • Биджапур — 2007 ҫулта йӗркеленӗ
  • Биласпур
  • Гариябад — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
  • Дантевада — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
  • Джанджгир-Чампа — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
  • Джашпур — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
  • Дург
  • Дхамтари — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
  • Кабирдхам — 1998 ҫулта йӗркеленӗ, маларах Кавардха ятлӑ пулнӑ
  • Канкер — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
  • Кондагаон — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
  • Корба — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
  • Кория — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
  • Махасамунд — 1998 ҫулта йӗркеленӗ
  • Мунгели — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
  • Нараянпур — 2007 ҫулта йӗркеленӗ
  • Раджнандгаон — 1972 ҫулта йӗркеленӗ
  • Райгарх
  • Райпур
  • Сукма — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
  • Сураджпур — 2012 ҫулта йӗркеленӗ
  • Сургуджа

Чӗлхе

Штатӑн тӗп чӗлхи — чхаттисгархи — вӑл хиндине пит ҫывӑх. Сӑртлӑ-туллӑ районӗсенче дравид чӗлхисем сарӑлнӑ: телугу, гонди, мариа, муриа, койя, pardhan, парджи, nagarchal, курух.

Экономика

Штат промышленноҫӗн никӗсӗ — энергетика, хура тата тӗслӗ металлурги. Тӗслӗхрен, Бхилаире Индири чи пысӑк металлурги комбиначӗсенчен пӗри (СССР пулӑшнипе туса лартнӑ) вырнаҫнӑ. Корбӑра ӗҫлекенсем ТЭС-сем — ҫӗршыври чи пысӑккисенчен пӗрисем. Ҫавӑн пекех цемент тата хими промышленноҫӗ (минераллӑ удобренисем туса кӑларасси) аталаннӑ. Ял хуҫалӑх никӗсӗ — рис, ҫавӑн пекех тулӑпа кукуруза ӳстереҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Чхаттисгарх статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.