42

Çулталăк
Çулсем
34 35 36 37 38 39 40 41 42
Вуннăçуллăхсем
10-мĕш20-мĕш30-мĕш40-мĕш50-мĕш
Ĕмĕрсем
I ĕмĕр пирĕн эраччен — I ĕмĕрII ĕмĕр

Пулăмсем

  • Гай Светоний Паулина Мавретанири Эдемон ертсе пынă пăлхава путарма янă. Пăлхава пусарнă.
  • Мавретани рим провинцийĕ пулса тăрать.
  • Консулсем: Тиберий Клавдий Цезарь Август Германик тата Гай Цецина Ларг.
  • «Рим епископĕ» этеп вырăнне никĕсленĕ, ăна Петĕр йышăнать. Папăлăх пуçланать.
  • Пархисем Селевкие ярса илеççĕ.

Китай:

  • Лю Фан Хуннуне таврăнать.
  • Тонкинри пăлхава пусарнă. Ма Юаньпе Лю Лун çарĕсем (20.000) харçăпа Çурçĕр Вьетнама (Зяо-тяу) каяççĕ. Ма Юань çав тери тискеррĕн хăтланать. Хумлă кӳлĕри (Ланг-бак), кайран Илемлĕ ту хушакĕнчи (Кэм-кхе) йывăр çĕнтерӳсем. Таван хĕрсен вилĕмĕ.

Çуралнă

  • Марк Валерий Марциал, рим поэчĕ.
  • Клавдия Октавия — Клавдий императăрпа Мессалинăн хĕрĕ, Нерон императорăн пĕрремĕш арăмĕ.

Вилнĕ

Гай Аппий Юний Силан — консул 28 çултанпа, Тарракон Испанин проконсулĕ, Мессалина амăшĕн Домиция Лепида Кĕçĕннин упăшки. Валерия Мессалина арăмĕ элекĕпе Клавдий вĕлерме хушать.


Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр