Анонимус

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Аноним (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

«Анóнимус»[2][3] (акăл. Anonymous, ТФА: [əˈnɒn.ɪ.məs]; тӳррĕн — «анонимлă», «аноним», «ятсăр») — активистсемпе хактивистсен тĕнчери хальхи эрешĕ, унăн хăшпĕр çыххисем пĕр-пĕринпе кăштах та пулин çыхăннă.

«Анонимус»
Пайташлăх: децентрализациленĕ группа
Йĕркеленӳ тĕсĕ: тетел-пĕрпĕрлĕхĕ, хакерлĕх, тетел-активизмĕ, анти-тетел-цензури
Викиампар логотипĕ Анонимус Викиампарта

Истори

Малтан термин 2003 çулта 4chan имиджбордчĕ çинче онлайн- тата офлайн-хутшăнакансен пĕрпĕрлĕхĕсен тĕнчери анархилле цифрăлла ăс-тăнĕ евĕр концепцийĕ майлă пулса тухнă[4]. Çаплах çак терминпа тетелре ирĕклĕхпе анонимлăха идеал тăвасшăн субкультурна палăртаççĕ[5]. «Анонимус» тетелри цензурăна, хĕстернине тата пăхса тăнине питĕ хирĕç тăрать. Хирĕçлине кăтартас тесе патшалăх сайчĕсене аркатса кĕнĕ. Çаплах хăрушсăрлăх енĕпе тăрăшакан шултра организацисене те атакăланă[6][7][8].

«Анонимус» йышне кĕрекенсем/майлисем символ вырăнне Гай Фокс питлĕхне тăхăнаççĕ. Гай Фокс питлĕхĕ çавăн пекех, «V — вендетта пулать» фильмра репресси тăвакан правительствăна хирĕç кĕрешнине пĕлтерет[9].

Anonymous OS

Ан патраштар Anonym.OS

IRC-эрешсем

Аноним-операцисене тăтăшах IRC эрешĕнче IRC.ANONOPS.NET адресрен #OPISRAEL тата урăх каналсем витĕр ирттереççĕ[10]. Çавăн пекех AnonOps эрешĕнче Anonymous майлă европа групписем тата каналсем ĕçлеççĕ[11].

Çав. пекех

  • Хактивизм
  • Интернет-активизм
  • DoS-атака
  • Хакер
  • Флуд
  • Уолл-Стрита ярса ил
  • Киберберкут
  • Джереми Хаммонд

Асăрхавсем

Каçăсем

Шаблон:СубкультурăсемШаблон:2010-мĕшсенчи хакер атакисем