Гипс

Гипс — сульфатсен класĕнчи минерал, ăшĕнчипе кальций сульфачĕн гидрачĕ(CaSO4·2H2O).

Гипс
«Пушхир кĕлчечекĕ» гипсĕ, Сахара,
тăршшĕ - 47 см.
ФормулаCaSO4·2H2O
СингониМоносавăл
ТĕсШурă, сăрăпа хĕрлĕ тĕслисем пур
Йĕр тĕсĕШурă
ЯлтăруКантăкран перламутра çити
Хытăлăх1,5—2,0
ÇыпăçтарулăхÇав тери тулли
Тачăлăх2,2—2,4 г/см³
Çутă пăрăнни1,52

Сӳслĕ тĕрлĕлĕхĕ селенит, тĕшĕлли — алебастр ятлă.

Усă курни

Сӳслĕ гипса (селенит) йӳнĕ ювелир япалисене тунă чухне усă кураççĕ. Алебастр минералĕнчен ĕлĕкренех шултра ювелир япалисене — интерьер валли (вазăсем, сĕтел çийĕсем, чернил савăчĕсем т. ыт. те) — тăваççĕ.


Сарăрах тата тачăрах тĕрлĕ гипс ĕçлемешкĕн лайăх материал шутланать.

Çав. пекех

  • Гипс (материал)
  • Алебастр
  • Ангидрит
  • Пушхир кĕлчечекĕ

Каçăсем