Евфрат

Евфрат (араб чĕлхиараб. الفرات‎‎ аль-Фурат) — Турци, Сири тата Ирак витĕр юхакан, Анăç Азин чи пысăк шывĕ.

Географи

Юханшывĕн вăрăммăшĕ (Мурат шывĕнчен пуçласа) — 3065 çм, (Карасу тата Мурат шывĕсем пĕрлешнĕ çĕртрен шутласан) 2780 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ — 765,8 пин çм².Эрмен туçийĕнчен юхма пуçланать. Тигр шывĕпе пĕрлешет те Шатт-эль-Араб ячĕпе Перси пырне юхса тухать. Малтан Тигр тата Евфрат шывĕсем пĕрлешсе юхман, кашни хăй тĕллĕн Перси пырне юхса тухнă.Çӳлти юхăмĕсенче тусем тăрăх чупать, хĕсĕк ту хушăкĕнче Эрмен туçийĕн айăкисене — Малатья тата Эргани — касса тухса, кайран тарăн вар витĕр Сирин пушхир платтипе тата Месопотамин çурçĕр пайĕпе шывĕсене куçарать, юлашки юхăмĕнче (Хит хулинчен аялларах) яка Месопотами айлăмĕпе, аллювиал (наносами): кунти юхăмĕн анлăшĕ — 150 — 500 м, тарăнăшĕ 10 м çитет. Аялтарах Евфрат Тигрпа çыхăнать, Шатт-эль-Араб ята куçать те Перси пырне шывне çитерет. Тĕп юпписем — Тохма, Гёксу (сылтăм), Белих, Хабур (сулахай) — Евфрата çӳл тата вăтам юхăмĕнче кĕреççĕ; Ирак çĕрĕсенче Евфрат çумĕнче типĕ улăхсем — вади — выртаççĕ, вĕсене тăрăх çумăрлă вăхăтсенче кăна шыв тулать.

Гидрографи