Женева (кантон)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Женева пăхăр.

Жене́ва (фр. Genève, ним. Genf, итал. Ginevra, ромш. Genevra) — çĕр лаптăкĕпе пысăках мар франс чĕлхиллĕ Швейцарин кăнтăр-анăçĕнче выртакан кантон. Администраци центрĕ — Женева хула. 463 101 çын пурăнать (6-мĕш вырăн, кантонсем хушшинче; 2012). Кантон республика шутланать, Швейцар Конфедерацин субъекчĕ пулать.

Географи

Женева кантонĕ — Швейцарин чи анăçĕ енчи кантон, пысăках мар, Женева кӳллин çумĕнче хăпарнă хула таврашĕнче вырнаçнă, пур енченех тенĕ пекех Франци хупăрлать, çурçĕр-тухăç енче Во кантонпа чикĕ тытать. Тĕп шыв артерийе — Женева кӳлĕрен тухакан Рона шывĕ. Лаптăк — 282 км².

Коммунăсем

Администрациллĕ карттă

Кантон 45 коммунăна пайланать:

  • Аньер
  • Авюлли
  • Авюзи
  • Бардонне
  • Бельвю
  • Берне
  • Вандёвр
  • Вернье
  • Версуа
  • Верье
  • Дарданьи
  • Жанто
  • Женева
  • Жи
  • Жюсси
  • Каруж
  • Картиньи
  • Колле-Босси
  • Коллонж-Бельрив
  • Колоньи
  • Конфиньон
  • Корсье
  • Лаконне
  • Ланси
  • Ле-Гран-Саконне
  • Менье
  • Мерен
  • Оне
  • Перли-Серту
  • План-лез-Уат
  • Преньи-Шамбези
  • Пресенж
  • Пюпленж
  • Рюссен
  • Сатиньи
  • Селиньи
  • Сораль
  • Тоне
  • Труане
  • Шанси
  • Шен-Бужри
  • Шен-Бур
  • Шуле
  • Эр-ла-Виль
  • Эрманс

Женева кантонĕнче 10 хула (2007 çулăн вĕçĕнче вĕсенче 10 000 ытла çын çын пурăннă), 45 коммуна:

  • Женева (Genève), 185 726 çын
  • Вернье (Vernier), 32 038 çын
  • Ланси (Lancy), 27 548 çын
  • Мерен (Meyrin), 20 793 çын
  • Каруж (Carouge), 19 114 çын
  • Оне (Onex), 17 328 çын
  • Тоне (Thônex), 13 251 çын
  • Версуа (Versoix), 12 468 çын
  • Ле-Гран-Саконне (Le Grand-Saconnex), 10 607 çын
  • Шен-Бужри (Chêne-Bougeries), 10 148 çын

Патшалăх тытăмлăхĕ

Саккун тăвакан орган — Мăн Канаш (Grand Conseil), ĕçтăвакан орган — Патшалăх Канашĕ (Conseil d'État), апелляци инстанцин сучĕ — Тĕп-тĕрĕс Суд (Cour de Justice), пĕрремĕш инстанцири судсем — граждан тата пуçиле сучĕсем.

Çутĕç

  • Женева университечĕ
  • Харпăр шкул College du Leman

Асăрхавсем

Каçăсем