Сывлăш

Сывлăш — çутçанталăк газĕсен хуташĕ, ытларах Çĕр атмосферине тытса таракан азотпа йӳçлĕк. Сывлăшра чĕрчунсене сывлама çителĕклĕ йӳçлĕк, аэробсем пур). Сывлăшра çунакан япаласене çунтарса этемлĕх тахçанах пурнăçа тата хуçалăх ĕçĕсенче кирлĕ ăшша тупăçлать. Промышленноҫра тата кислород пурнӑҫӗнче ӑшша тата механика энергине шалти ҫуну двигателӗсенче ӑшӑ тата механика энергине илес тӗллевпе топливо ҫунтарма усӑ кураҫҫӗ. Сывлӑшран, хӗстермелли меслетпе усӑ курса, инертлӑ газсем кӑлараҫҫӗ.

Сывлӑш температурине зонӑри пек валеҫсе панине ҫирӗплетмелли сӑлтавсем: температура экватортан полюссем патнелле чакать. Ку енче хӗвел пайӑркисем ӳкекен кӗтес пӗчӗкленет, ҫакӑ вара ҫӗр ҫийӗн ӑшӑнассине антарать. Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗнчи ҫулталӑкри вӑтам температура +14 °С. Кӑнтӑр полушарӗн Ҫурҫӗртинчен сивӗрех.

Сывлӑш рекуперацийӗ-ӑшӑ бомен эффекчӗ шучӗпе ӑшӑ энергийӗн пӗр пайне каялла тавӑрмалли процесс. Ӑшӑ сывлӑш юхӑмӗн рекуператорӗнче ӑшӑннӑ сывлӑш пӳлӗмӗнчен илсе тухакан ӑшӑ бменникре ӑшӑнать.

Сывлăш тытăмĕ, калăплă валĕсемпе
ЭлеменчĕПалăртниТӳпи, %
АзотN278,084
ЙӳçамăшO220,9476
АргонAr0,934
Йӳçнĕ кăмрăк газĕCO20,0314
НеонNe0,001818
МетанCH40,0002
ГелийHe0,000524
КриптонKr0,000114
ВодородH20,00005
КсенонXe0,0000087

Шыв пăсĕн палăртăвĕсем

Сывлăшăн физикă констанчĕсем
ПараметрĕПĕлтерĕшĕ
Вăтам танлаштаруллă молекулярлă массă28,98
Типĕ сывлăшăн тивĕçлĕ атмосферă пусăмĕ чухне (101,325 кПа) тата кăтартнă температурăри тачăлахĕ:
—25°С1,424 кг/м³
0°С1,2929 кг/м³
20°С1,2047 кг/м³
225°С0,7083 кг/м³
Шĕвек сывлăшăн тачăлăхĕ 192°С чухне960 кг/м³
Шĕвек сывлăш вĕреме кĕртекен температури192,0°С
Вăтам удел ăшă шăнăçуллăхĕ:
cp 0—100°С температурă хушшинче тивĕçлĕ атмосферă пусăмĕ чухне (101,325 кПа)1,011 кДж/(кг•К)
cv 0—100°С температура хушшинче0,8382 кДж/(кг•К)
Япалан ăшăпа сарăлакан вăтам коэффициенчĕ 0—100°С температура хушшинче3,67•10-3К-1

Каçăсем