Узбексем

(Узбек ҫинчен куҫарнӑ)

Узбе́ксем (узб. ўзбек / oʻzbek / اوزبک, нум. х. ўзбеклар / oʻzbeklar / اوزبکلر) — тĕрĕк чĕлхиллĕ халăх. Узбекистанри кăк халăхĕ пулать, патшалăхри 83—85 % халăх шутланать. Чылай узбек Афганистанăн çурçĕр, Таджикистанри çурçĕр-анăç, çурçĕр, анăç, Казахстанăн кăнтăр, Кăркăсстанăн кăнтăр, Туркменистанăн çурçĕр тата тухăç çĕрĕсенче пурăнать. Ĕçлемешкĕн тата политика енчен килĕшмен мигрантсем Раççейе, АПШ-на, Турцие, Украинăна, ЕП çĕршывĕсене кайса пурăнаççĕ. Тĕне тытни — ытларах суннит-мусульмансем.

Узбексем
Тăван ячĕ ўзбеклар / oʻzbeklar / اوزبکلر
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ

Пурӗ: 40 млн яхăн
Ӳспекстан Ӳспекстан: 31,2 млн (2022)
Афганистан Афганистан: >3,9 млн[1]
Таджикистан Таджикистан: 1,26 млн (2022)[2]
Кăркăсстан Кăркăсстан: 999,3 пин (01.01.2022)[3]
Казахстан Казахстан: 614 047 (2021)[4]
Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ: 323 278 (2021)[5][6]
Туркменистан Туркменистан: от 0,5 млн до 1,15 млн[7][8]
Турци Турци: 75 000 ытла[9]
Пакистан Пакистан: около 70 000[10]
АПШ АПШ: 50 000 — 80 000[11][12]
Украина Украина: 12 353 (2001)[13]
Шаблон:Ялавлани/КХР: 10 569 (2010)[14]; 12 370 (2000)[15]
Швеци Швеци: 3500 (офиц. хаклани, 2015)[16]
Латви Латви: 2715 (хаклани, 2022)[17]
Беларуç Беларуç: 1593 (перепись, 2009)[18]

Монголи Монголи:  560 (перепись 2010)[19]
Чĕлхе узбек, пурăннă çĕршывсенчи чĕлхесем
Тĕн суннит енлĕ ислам
Расă тĕсĕ Памир-Ферганари европеоид раси; туран/монголоид элеменчĕсемпе хутăш
Кĕрет  тĕрĕк халăхсесем
Тăван халăхсем уйгурсем, халаджи, тата ытти тĕрĕксем

Узбекистанри пурăнан халăхăн 49 % ытларахăшĕ ялсенче çĕр ĕçĕпе тăрăшса пурăнать[20]. Узбексем йăла йĕркипе ал-ăсти, суту-илӳ ĕçĕпе тăрмашнă. Вăтам Азире чи йышлă этнос пулать.

Узбек халăхĕн генезисĕ

Узбексен этногенезисĕ

Авалхи тапхăр

Каунакес тытнă хĕрарăм статуэтки. Хлорит тата акшар, Бактри, II пинçуллăхăн пуçламăшĕ п. эрч.
V—III ĕмĕрсенчи Хорезм фрескин фрагменчĕ п. эрч.
Хорезм çарçин пуçĕн скульптури. Гяур-кала, I ĕмĕр, Узбекистан
Хорезм çарçин скульптури. Эрмитаж, Санкт-Петербург.

Узбексем Вăтам Азири чи ватă халăхсен еткерĕсем шутланаççĕ, вĕсем Вăта Азире пирĕн эрăччен I пинçуллăх варринченех унчен пулнине палăртнă (сăкăтсем, хорезмсем, бактрисем, фергансем тата сак-массагет йăхĕсем[21][22].

Вăтам ĕмĕрсен ирхи тапхăрĕ

Тĕрĕк-сăкăт симбиозĕ

Çăлкусенче тĕрек-сăкăт мăшăрланăвĕ сахал мар пулнине тата тăванланса пынине палăртнă.

  • Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕнче Тон-ябгу хакан астулра ларнă чухне (618—630) Самарканд тытăмçипе тăванланнă — Тон-ябгу хакан хăйĕн хĕрне ăна качча панă[23].
  • 711 çулхи акан 27-мĕшĕнче тунă килĕшӳпе, Ут-тегин тĕрĕк Дугдгонча сăкăт хĕрне качча илнĕ[24].
  • XII ĕмерти Наджм ад дин Абу Хафса ан-Насафи энциклопедист çырнипе, Сăкăт ихшичĕ Гурек тĕрĕк кăкĕнчен пулнă[25].
  • Сăкăтсен Пенджикентĕнче çĕр чакаласан сăкăт чĕлхипе çырнă фрагмента тупнă, текстĕнче вара тĕрĕксен Туркаш ятне асăннă[26].

Çапла ĕнтĕ, авалхи Сăкăтри пурăнан халăх, иран чĕлхиллĕ сăкăтсемпе пĕрле тĕрĕк чĕлхиллĕ халăх пулса тăнă.

Тĕрĕк-сăкăт çыхăнăвĕсем çывăхланнине пула тĕрĕк чĕлхинчен сăкăт чĕлхине сăмахсем куçма тытăннă. Муг докуменчĕсен сăкăт тексчĕсенче тĕрек чĕлхинчи сăмахсем: yttuku — «элчелĕх»; bediz — «касни, орнамент» тата ытти те тĕл пулаççĕ[27], çак ĕнтĕ тĕрĕк чĕлхи VI—VII ĕмĕрсенче çирĕп никĕсре тăннине кăтартать. Паллă тухăç тĕпчевçи М. Андреев каланипе, сăкăт чĕлхинчи хăшпĕр сăмахсем узбек чĕлхине кĕрсе юлнă, сăмахран, куп — нумай (узб. ko'p), катта — пысăк (узб. katta), кальта — кĕске е çамрăк (узб. kalta)[28].

Сăкăтсем хăйсем сăкăт, перс, парх чĕлхисем хушшинчи уйрăмлăхсене пĕлнĕ те сăкăт-перс-парх сăмахсарĕсене туса хатĕрленĕ[29].

VI—VII ĕмĕрсен вĕçĕнче Сăкăтра тĕрĕк кафтанĕсем модăна кĕнĕ[30].

Вăтам ĕмĕрсен ирхи тапхăрĕнче тĕрĕксемпе сăкăтсем çывăхланса пынипе икĕ тăван халăх — узбексем тата таджиксем — йĕркеленнĕ.

Истори

Вăтам ĕмĕрсем

Узбек халăхĕ йĕркеленни

Территориллĕ-социаллă пĕрлешĕнĕвĕн узбексенчен халăх тăвакан историри çыхăнтаракан саманчĕ XI—XII ĕмĕрсенчи Караханидсен патшалахĕ шутланать. Ун чухне Вăтам Азири шывхушшинче тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхлăхăн тĕп тĕшши йĕркеленет, каярах узбек этносĕ ята тивĕçет[31]. Çапла вара, XI—XII ĕмĕрсенче шывхушшинчи пуçтарăннă тĕрĕк чĕлхиллĕ халăх узбек халăхлăхĕн никĕсне тăвать[32].

Караханид тĕрек династийĕ резиденцин ишĕлчĕкĕсем, XI — XIII ĕм. пуçламăшĕ, Афрасиаб хулашĕ, Самарканд

Малашнехи ĕмĕрсенче иран-чĕлхиллĕ, тĕрĕк-чĕлхиллĕ тата араб-чĕлхиллĕ пурăнан халăх çывăхланса та кăштах пĕрлешĕнсе пыни этноспа культура процесĕ пулать. Британ историкĕ Тридвелл шухăшĕпе, тĕрĕксем Мавераннахăрта пурăннă, унта вĕсем IX ĕмĕрченех вырăнти тĕпленнĕ тата çурма-тĕпленнĕ общинăсене йĕркеленнĕ[33] Хăшпĕр çулкуçсенче, 860-мĕш çулсенче халаджи ушкăнĕсемпе тĕрĕксем Тохаристан территоринче, Кабулпа Буст хушшинче пурăннине кăтартнă[34].

Караханид тĕрĕк ухăçи Афрасиаб хулашĕ, 1200 çул[35][36]
Караханид тытăмçи Усман (1202-1212) прортречĕ пулас, Караханидсен Самаркандри дворецĕнчи çуретлĕ ӳнерĕн пухăмĕ.

IX ĕмĕрĕн варринчен пуçласа Саманидсен вăрçă системине мобилизациленĕ тĕрĕксем тăнăçланса пынипе Вăтам Азири шывхушшинче пурăнан халăх тĕрĕкленсе пынă[37]. Караханидсем VIII-Х ĕмĕрсенче киличченех, Фергана айлăмĕнчи пурăнан халăхăн чылайрахăшĕ чĕлхе енĕпе тĕрĕк чилхипе пупленĕ. X ĕмĕрти Ферганари тата ферган хулисенче 38 вак укçаран 35-ĕнче тĕрĕк кăкĕнчен тухнă сановникĕсене асăннă.[38]

Каярах узбек нацийĕ пулса тăнă этнос XI—XII ĕмерсенче йĕркеленнĕ, ун чухне Вăтам Азие Караханид династисен тĕрĕк йăхĕсен пĕрлешĕнĕвĕ ярса илнĕ. Караханидсене, тĕрĕксен ытти династисенчен ытларах тĕрĕк титулĕллĕ монетăсем çине çапнă[39].

Х ĕмĕрĕ тĕлнелле Караханидсен патшалăхĕнче авалхи тĕрĕксен çыру тексчĕсен йăлине аталантарса пынипе литература чĕлхи тытăмланнă. Официаллă караханид чĕлхи Х ĕмĕрте ĕлĕкхи карлук диалекчĕсен грамматикин системинче никĕсленнĕ[40]. Караханидсене тата вĕсен халăхне исламлани тĕрĕк культурине аталантарма пулăшнă. Х ĕм. вĕçĕнче — XI ĕм. пуçламăшĕнче тĕрĕк халăхĕсен историнче пĕррĕмĕш хут Тафсир — Корана комментариленисене — тĕрĕк чĕлхине куçарнă[41].

XIII—XV ĕмĕрсем

Тимур Самаркандри ĕçкĕ-çикĕре. Самаркандри Аштарханид узбек династийĕ тытăмланă чухнехи миниатюра, 1621 ç.
Мирзо Улугбекăн тĕрĕкле çырнă чешĕкĕ, Британ музейĕ[42].

1219-1221 çулсенче монголсем Вăтам Азие кĕрсе кайсан, этносра çĕнĕ улшăнусем пулса иртнĕ. Генетика енчен юлашки генеалоги тĕпчевĕсене Оксфорд университетĕнче ирттернĕ: вара çак паллă пулнă — узбексем иран тата тĕрĕк халăхĕсем хушшинчи вырăна йышăнаççĕ, вĕсенче сайрарах монголоид элеменчĕсем пур[43].

Узбексем филателире

«Народы СССР» (узбексем) серийĕ, ССРП 1933 çулхи почтă маркки.

1933 çулта Совет Пĕрлешĕвĕнче «Народы СССР» почтă марккисен этнографи серине кăларнă. Вĕсен хушшинче — узбексене халалланă марккă та пулнă.

Узбекистан тулашĕнчи узбексем

Узбексен диаспорисем

Галерея

Литература

  • Шаблон:БСЭ
  • Большая советская энциклопедия в 30-ти томах, 3 издание, гл. ред. А. М. Прохоров, М.: Советская Энциклопедия Москва, 1969—1978.
  • Узбеки // Народы России. Атлас культур и религий. — М.: Дизайн. Информация. Картография, 2010. — ISBN 978-5-287-00718-8
  • Узбеки // Этноатлас Красноярского края / Совет администрации Красноярского края. Управление общественных связей ; гл. ред. Р. Г. Рафиков ; редкол.: В. П. Кривоногов, Р. Д. Цокаев. — 2-е изд., перераб. и доп. — Красноярск: Платина (PLATINA), 2008. — ISBN 978-5-98624-092-3 Архиври копи, 29 Чӳк уйӑхӗн 2014 Wayback Machine çинче.
  • Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — Большая российская энциклопедия.
  • Аскаров А. А. История происхождения узбекского народа. Т.: Узбекистан, 2018.
  • Бартольд В. В. Сочинения. Работы по истории и филологии тюркских и монгольских народов. — М.: Наука, 1968. — Т. 5.
  • Бартольд В. В. Сочинения. Работы по исторической географии и истории Ирана. — М.: Наука, 1971. — Т. 1.
  • Бартольд В. В. Сочинения. Работы по источниковедению. — М.: Наука, 1973. — Т. 8.
  • Вильданова А. Б. О состоянии науки в среднеазиатских городах XVI—первой половины XIX века // Общественные науки в Узбекистане. — 1989. — № 7.
  • Джабаров Иса. Узбеки (этнокультурные традиции, быт и образ жизни). Т.: Шарк, 2007.
  • Дониёров Х. Ўзбек халқининг шажара ва шевалари. Т.: «Фан». 1968.
  • Маликов А. М. Концептуализация этнонима узбек в произведениях тимуридских авторов // Проблемы истории, археологии и этнологии Центральной Азии. Ташкент 2018. С.67—72.
  • Тревер К. В. История народов Узбекистана / Непомнин В. Я. и Шишкин В. А. пĕр-авторсем=Якубовский А. Ю. и Воронец М. Э.. — Т.: АН УзССР, 1947. — Т. 2.
  • Шаниязов К. К этнической истории узбекского народа. Т., 1974.
  • Шаниязов К. Ш. К вопросу о тюркоязычных компонентах в сложении узбекской народности // Проблемы этногенеза и этнической истории народов Средней Азии и Казахстана. Вып.3. Этнография. М., 1991.
  • Шаниязов К. Этнополитическая история народов Средней Азии в древний и античный периоды // Узбеки. Отв. ред. З. Х. Арифханова, С. Н. Абашин, Д. А. Алимова. М.: Наука, 2011.
  • Eller, Jack David Ethnicity, Culture, and "The Past" // Michigan Quarterly Review. — 1997. — Т. 36. — № 4.

Асăрхавсем