Туркменистан

Туркменистан[3], Тӳркменистан (официаллă Туркмениста́н, туркм. Türkmenistan) — Вăтам Азири патшалăх[4][5].

Türkmenistan

Туркменистан

Туркмени ялавĕ
Патшалăх чĕлхисемТуркмен чĕлхи
Тĕп хулаАшхабад
Чи пысăк хулаАшхабад
ПрезидентСердар Бердымухамедов
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
51 вырăнта
491 200 [1] км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2009)
 - Йышлăхĕ
115 вырăнта
4,884,887 [2]
10/км²
Валюта ячĕМанат
(TMT, код 934)
Вăхăт тăрăхĕГВ +5 пуçласа +5 таран
Патшалăх гимнĕ«Garaşsyz, bitarap, Türkmenistanyň döwlet gimni»
Тетел доменĕ.tm
Тел. префиксĕ+993

Тавралăхĕ

Афганистанпа Иранпа кăнтăр енче, Казахстанпа и Узбекистанпа çурçĕр енчен чикĕ тытать. Хĕвелтухăç енчен Каçпи тинĕсĕ вырнаçнă.

Спутникран тунă Турменистан ӳкерчĕкĕ

Кун-çулĕ

Туркменистан- президентлă респрублика. Президент суйлавĕ 5 çулта пĕрре иртет.[6]2006-мĕш çулхи раштавăн 21-мĕшĕччен Туркменистанăн Сапармурат Ниязов Туркменистанăн пĕрремĕш президенчĕ пулнă. Хальхи вăхăтра туркменсен президенчĕ - Гурбангулы Бердымухаммедов.

Меджлис - пилĕк çулта пĕрре суйланать, унта 125 пайташ.

Административла пайлану

Туркменистан
Ӳкерчĕк:Turkmenistan-map RUS.png
Карта
Туркменистан облаçĕсем
  • Ашхабад хули;
  • Ахал велаячĕ. Тĕп хули — Аннау [7]
  • Балкан велаячĕ. Тĕп хули — Балканабад (Небит-Даг).
  • Дашогуз велаячĕ. Тĕп хули — Дашогуз (Ташауз).
  • Лебап велаячĕ. Тĕп хули — Туркменабад (Чарджоу).
  • Мары велаячĕ. Тĕп хули — Мары.

Экономика

Тĕп статья: Туркменистан экономики

2009-мĕш çулта Туркменистан ВВП 16,24 млрд долл. çитнĕ. Çав шутра промăçлăх 34 %, ял хуçалăхĕ — 10 %, сервис — 56 %.

Халăх йышĕ

Туркменистан халăх шучĕ питĕ хăвăрт ӳсет. Республикăра çыравпа 1979-мĕш çулта 2759 пин çын, 1989-мĕш çулта - 3534 пин, 1995-мĕш çулта - 4481 пин çын пурăннă. Юлашки çыру хыççăн та чалăх йышĕ ӳсет. 2001-мĕш çулхи çу уйăхĕн 1 тĕлне халăх йышĕ 5410 пине çитет.

Туркменсемсĕр пуçне Туркменистанра узбексем, вырăссем, казахсем, тутарсем тата ытти халăх çыннисем пурăнаççĕ.

Хĕçпăшаллă вăйсем

Нейтраллă патшалăх пулнă май хĕçпăшаллă вăсем сахал.

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем