Казахстан

Казахстан е Казахстан Республики, кӗске КР (каз. Qazaqstan, Qazaqstan Respublikasy) — Азире вырнаҫнӑ патшалӑх. Раҫҫейпе, Китайпа, Кăркăсстанпа, Туркменистанпа, Ӳспекстанпа чикӗленет. Тӗп хули - Астана. Халӗ КР-ин президенчӗ - Касым-Жомарт Токаев.

Qazaqstan Respublikasy

Казахстан Республики

Казахстан ялавĕКазахстан гербĕ
Казахстан ялавĕКазахстан гербĕ
Патшалăх чĕлхисемказах чĕлхи, вырăс чĕлхи
Тĕп хулаАстана
Чи пысăк хулаАлматы
ПрезидентҚасым-Жомарт Токаев
Премьер-министрАлихан Смаилов
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
9 вырăнта
2 724 900 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе([[]])
 - Йышлăхĕ
60 вырăнта
15 658 308
5,76/км²
Валюта ячĕтенке
Вăхăт тăрăхĕГВ +4 пуçласа +6 таран
Патшалăх гимнĕМенің Қазақстаным / Menıñ Qazaqstanym»
«Манăн Казахстанăм
Тетел доменĕ.kz
Тел. префиксĕ7

Тавралăх

Çĕр пичĕ

Касакстанăн чылай пайĕ тӳремлĕ вырăн, мальенпе кăнтăр-мальенче çеç сăртсемпе тусем курăнаççĕ. Кăркăсстанпе чикеленнĕ вырăнти сăртсен çӳллĕшĕ тинĕс шайĕнчен 5 000 метра çитет. Казахстанăн çурçĕр пайĕ Анăçри Çĕпĕр тӳремне йышăнать.

Çанталăк

Çанталăкĕ кунта çирĕп континентлă тăрать. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура — −19 °C пуçласа −4 °C таран, утă уйăхĕнче — +19 °C пуçласа +26 °C таран. Çулла сывлăш +49 °C таран хĕрме, хĕлле −50 °C таран чакма пултарать.

Шыв-шур

Тĕп статья: Казахстан шыв-шурĕсем

Тĕп юханшывсем — Уралпа Эмба (Каспи тинĕсне юхса кĕреççĕ), Сырдарья (Арал тинĕсне юхса кĕрет), Или (Балхаша юхса кĕрет), Тобол, Иртыш, Ишим (вĕсем çурçĕрелле юхса Çурçĕр Пăрлă океана юхса кĕреççĕ).

Халăх йышĕ

1999 çулхи çырав тăрăх Казахстанра 14 953 пин çын, 131 тĕрлĕ халăх пурăннă. Казахсем халăх йышĕнче 53,4% шутланаççĕ, вырăссем — 1/3 пайĕ таран. Çавăн пекех нумайăн украинсем, нимĕçсем, тутарсем, корейсем пурăнаççĕ.

Касахстан облаçĕсем

  • Акмулла облаçĕ
  • Актюбинск облаçĕ
  • Атырау облаçĕ
  • Хĕвелтухăç Касахстан облаçĕ
  • Жамбыл облаçĕ
  • Хĕвеланăç Касахстан облаçĕ
  • Караганда облаçĕ
  • Кустанай облаçĕ
  • Кзыл-Орда облаçĕ
  • Мангистау облаçĕ
  • Павлодар облаçĕ
  • Çурçĕр Касахстан облаçĕ
  • Кăнтăр Касахстан облаçĕ

Хуласем