Уран-234

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Уран (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Ура́н-234 (акăл. uranium-234), историллĕ ячĕ ура́н иккĕ (лат. Uranium II, UII) символпа палăртаççĕ — 92 атомла номĕрлĕ уран элементăн 234 массăллă хисеплĕ радиохастар изотопĕ. уран-234 çутçанталăкри хутăшри шайĕ 0,0055(2) %[1]. Уран-ради радиохастар кил-йышне (4n+2) кĕрет. 1939-мĕш çулта Шаблон:Не переведено[2] уçнă.Нуклидăн 1 г радиохастарлăхĕ 230,22 МБк яхăн.

Пулнипе арканни

Уран-234 çак арканусем хыççăн пулать:

  • 234Pa нуклидăн β--арканăвĕ (çурма аркану тапхăрĕ 6,70(5)[1] сехет):
  • 238Pu нуклидăн α-арканăвĕ çурма аркану тапхăрĕ 87,7(1)[1] çул):


Урана-234 çапла майсемпе арканать:

  • α-аркану хыççăн 230Th таран (пулаяслăхĕ 100 %[1], аркану хăватлăхе 4 857,7(7) кэВ[3]):

вĕçсе тухакан α-пайăркасен хăвачĕ 4 722,4 кэВ (28,42 % ) тата 4 774,6 кэВ (71,38 %)[4].

  • Спонталлă пайлану (пулаяслăхе 1,73(10)·10−9 %)[1].
  • Кластерла аркану хыççăн 28Mg нукличĕ пулать (аркану пулаяслăхе 1,4(3)·10−11 %[1], ытти данныйсемпе 3,9(10)·10−11 %[5]):
  • Кластерла аркану хыççăн 24Ne тата 26Ne нукличĕсем пулаççĕ (аркану пулаяслăхе 9(7)·10−12 %[1], ытти данныйсемпе 2,3(7)·10−11 %[5]):


1953 çулта В.В.Чердынцевпа П.И.Чалов 238U тата 234U хытă фазăран шĕвек фазăна куçнă чухне пайланнине палăртнă. Çавăнпа гидросферăрă 234U/238U (хастарлăхĕпе шутласан) 1-рен пысăрах. Çак пулăма Патшалăх открытисен реестăрĕнче "Чердынцев-Чалов эффекчĕ" ятпа çырса хунă [6]. Халĕ çак пулăма гидогеологиче анлăн усă кураççĕ [7], [8].

Асăрхавсем

Вуламалли

  • Чердынцев В.В Уран-234.. — Атомиздат.