Фонема

Фонема (гр. phonema «сасă») — чĕлхери сасăсен тытăмĕн тĕп единици. Фонема — сăмахра е морфемăра кăна палăракан чĕлхе единици, вăл хăйне тĕллĕн, уйрăм çӳремест.

Фонемăсен виçĕ тĕрлĕ функци пур:

  1. сăмахсемпе морфемăсем тумалли (калăпламалли) хатĕр шутланаççĕ. Тĕслĕхрен, пар сăмах виçĕ фонемăран тăрать. Вĕсен çакăн пек вырнаçнă йĕрки пирĕн ăс-тăнра уйрăм пĕлтерĕше (вырăсла «дать») кăтартать;
  2. сăмахсене тата морфемăсене палласа илме пулăшаççĕ. Пар сăмахри виçĕ фонема çирĕп йĕрки ăна ытти сăмахсемпе (тĕслĕхрен, пур, пыр, пăр) хутăштарма май памасть;
  3. сăмахсене, морфемăсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме пулăшаççĕ. Пар сăмах варринче а уçă фонема пур пирки пыр, пур, пăр сăмахсенчен уйрăлса тăрать. Сăмахсен асăннă ретĕнче (пар, пыр, пур, пăр) варринчи а, ы, у, ă кашниех уйрăм фонема пулать, вĕсен уйăру функцине тăваççĕ.

Пуплевре фонемăсем мар, вĕсен конкретлă представителĕсем — уйрăм сасăсем — палăраççĕ. Пуплевре пĕр-пĕр фонема шутне кĕрекен сасăсем, мĕнле сасăсемпе юнашар тăнине пула, кăшт та пулин урăхларах илтĕнеççĕ. Ун пек сасăсене аллофонсем, е фонемăсен варианчĕсем теççĕ. Танлаштарăр: уба — эбĕ, агă — игĕ, хужă— хӳжĕ. Ку тĕслĕхсенчи б, г, д хупă сасăсем хытă б, г, д фонема варианчĕсем е аллофонĕсем пулса тăраççĕ.

Фонема хăй çынсен ăс-тăнĕнче упранакан абстрактлă единица шутланать. Фонемăсене чĕлхе наукин фонологи тата морфонологи пайĕсем тишкерсе тĕпчеççĕ.

Литература

  • Апресян Ю. Д. Идеи и методы современной структурной лингвистики. — М.: 1966.
  • Булыгина Т. В. Грамматические оппозиции // Исследования по общей теории грамматики. — М.: 1968.
  • Булыгина Т. В. Пражская лингвистическая школа // Основные направления структурализма. — М.: 1964.
  • Кантино Ж. Сигнификативные оппозиции // Принципы типологического анализа языков различного строя. — М.: 1972.
  • Касевич В. Б. Морфонология. — Л.: 1986.
  • Кодзасов С. В., Кривнова О. Ф. Общая фонетика. — М.: РГГУ, 2001.
  • Кубрякова Е. С., Панкрац Ю. Г. Морфонология в описании языков. — М.: 1983.
  • Лингвистический энциклопедический словарь / Тĕп ред. В. Н. Ярцева. — М.: Советская энциклопедия, 1990. — ISBN 5-85270-031-2
  • Мартине А. Основы общей лингвистики // Новое в лингвистике, выпуск 3. — М.: 1963.
  • Маслов Ю.С. Введение в языкознание. — Изд. 2-е, испр. и доп.. — М.: Высшая школа, 1987.
  • Реформатский А. А. Из истории отечественной фонологии. — М.: 1970.
  • +Толстая С. М.
    −{{{2}}}
    .
  • Трубецкой Н. С. Основы фонологии. — М.: 1960. (главы 1, 3—5)
  • Чурганова В. Г. Очерк русской морфонологии. — М.: .