Википеди:Статьясене ят парасси

Статьясене ят парасси, — кунта статьясене епле ят памалли пирки çырса кăтартнă. Статьясене хатĕрленĕ чухне ку йеркесене пăхăнмалла.

Пĕтĕмĕшле

Пысăк саспаллисем

Статья ячĕ пысăк саспаллирен пуçланмалла. Ытти саспаллисем вара пĕчĕк пулмалла. Пĕрремĕш саспаллисĕр пуçсăр ыттисене пысăкран орфографи правилисем çапла калаççĕ пулсан çеç çырмалла.

Пĕрреллĕ хисеп, тĕп падеж

Ытларах чухне статья ячĕ пĕрреллĕ хисепре, тĕп падежра пулмалла.

Ё саспалли

Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсенче ё усă курăнать пулсан ё çырмалла, е мар.

Тĕрлĕ пĕлтерĕшсем

Енчен те статья ячĕн темиçе пĕлтерĕш пур пулсан, статья ятĕнче пĕлтерĕшне (ăна скобкăра çырмалла) кăтартмалла.

Чăваш чĕлхи

Википедин ку уйрăмĕ чăвашла çырăнать. Çавăнпа та статья ячĕсем (çавăн пекех статья тексчĕ) чăвашла пулмалла. Енчен те статья ячĕ валли латин саспаллине усă курасси ытларах сарăлнă пулсан (тĕслĕхрен, Mozilla Firefox), ăна латин саспаллисемпе çырма юрать.

Кавычкăсем

Статья ятне панă чухне кавычкăсене усă курмалла мар. Статья ячĕ кавычкăсăр пулмалла.

Уйрăм самантсем

Урăх чĕлхерен илнĕ ятсем

Çын ячĕсем

Географи вырăнĕсем

Уйрăм çын çинчен çырнă статьясем

Ятсене çапла памалла: Хушамат Ят Ашшĕ ячĕ. Тĕслĕх: Иванов Иван Иванович. Енчен те çынăн паллăрах псевдонимĕ (хушма ячĕ) пур пулсан — ăна усă курмалла. Чăн ятĕнчен вара куçаракан каçă лартмалла. Сăмахран, Петĕр Хусанкай çинчен каласа паракан статья ячĕ Петĕр Хусакай пулмалла, Хусанкай Пётр Петрович статьяра унта куçаракан каçă лармалла.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.