Воннегут Курт

Воннегут хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Курт Во́ннегут кĕçĕнни (акăл. Kurt Vonnegut; чӳк, 11 1922, Индианаполис — ака, 11 2007, Çĕнĕ Йорк) — американ çыравçи, сатирик; юлашки вăхăтра — ӳнерçĕ, 2001—2003 çулсенче «Çĕнĕ Йорк штачĕн çыравçи» ята тивĕçнĕ.

Курт Воннегут
Kurt Vonnegut
Çуралнă вăхăт: Чӳк, 11, 1922
Çуралнă вырăн: Индианаполис, АПШ
Вилнĕ вăхăт: Ака, 11, 2007
Вилнĕ вырăн: Çĕнĕ Йорк, АПШ
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, эссейçĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1950—2005
Тĕлĕ: постмодернизм
Жанр: сатира,
научная фантастика
Дебют: «Механическое пианино» (1952)
www.vonnegut.com
Lib.ru сайтри пултарулăх ĕçĕсем
(1972)

Кун-çулĕ

Çамрăклăх, яшлăх

Курт Воннегут Индианаполисра çуралнă, романĕсенчи ĕçĕсем çакăнти вырăнсемпе çыхăннă. 19411943 çулсенче Воннегут Çĕнĕ Йорк штатĕнчи Корнелл университетĕнче (Cornell University) вĕреннĕ, унта вăл студентсен Cornell Daily Sun хаçатĕнче колонкăна ертсе пынă, хими ăслăлăх пĕлӳне илнĕ. Перл Харбор портне япунсем атакăланă хыççăн, ирĕк кăмăлпах АПШ хĕçпăшаллă вайĕсене кĕнĕ те Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи: тыткăн татаДрездена бомбăлани

1944 çулта Воннегут нимĕç çарĕсен Арденнри хирĕçле тапăну операцинче тыткăна лекет, 1945 çулхи нарăсăн 13—14-мĕшĕсенче, тыткăнри тапхăрта тăмăрсен авиацийĕ Дрездена бомбăланине курать. Çиччĕ американ вăрçă тыткăнĕ, весем хушшинче Курт Воннегут, Дрезденри çак тамăк вут-кăварĕнче чĕррĕн юлаççĕ. Унăн чун-чĕринчи пăшăрханăвĕсем чылай пултару ĕçĕсенче, автор ятне чаплăха хăпартнă «Пиллĕккĕмĕш бойня, е Ачасене хирĕç хĕрес харçи» романĕнче, хунав яраççĕ.Воннегута Хĕрлĕ Çар 1945 çулхи çу уйăхĕнче ирĕке кăларать.

Вăрçă хыççăнхи карьера

Воннегутăн шухăш-ĕмĕчĕ

Романсем

  • Утопия 14 (Механикăллă пианино) (Player Piano) (1952)
  • Титан сиренисем (The Sirens of Titan) (1959)
  • Тĕттĕмлĕх Амăшĕ (Mother Night) (1961)
  • Кушак сăпки (Cat’s Cradle) (1963)
  • Турă сывлăх патăр сире, мистер Розуотер, е Сыснасене шăрçа сапса ан парăр (God Bless You, Mr. Rosewater, or Pearls Before Swine) (1965)
  • Пиллеккĕмĕш бойня, е Ачасене хирĕçле хĕрес харçи (Slaughterhouse-Five, or The Children’s Crusade) (1969)
  • Чемпионсен ирхи апачĕ, е куçран çĕт, хура тунтикун (Breakfast of Champions, or Goodbye, Blue Monday) (1973)
  • Фарс, Пĕчченлĕх çухал (Slapstick, or Lonesome No More) (1976)
  • Рецидивист (Jailbird) (1979)
  • Малый Не Промах (Deadeye Dick) (1982)
  • Галапагоссем (Galapagos) (1985)
  • Синкер сухал (Bluebeard) (1987)
  • Фокус-покус (Hocus Pocus) (1990)
  • Времятрясение (Timequake) (1997)

Калав пухăвĕсем

  • Килĕрех упăте картине (1968)
  • Bagombo Snuff Box: Пуçтарман калавсем (1999)

Эссеистика

  • Вампитерсем, Фома тата Гранфаллонсем: шухăшсем (1974)
  • Кăчкă вырсарни кунĕ: автобиографи коллажĕ (1981) Татăкĕ
  • Шăпа вилĕмрен хăрушлă (1991)
  • Турă сывлăх патăр сире, Кеворкян тухтăр (1999)
  • Тăван çĕрсĕр çын (2005)

Экран çине кăларни

Тĕп статья: Курт Воннегутăн хайлавĕсене экран çине кăларни
  • 1950-мĕш çулсенче Воннегут «Шиклĕх тупăкĕ» комикс валли сюжетсем хайланă. Комикса экран çине «Тупăкри юптарусем» сериалĕнче кăларнă.
  • 1971 — Çуралнă кун ячĕпе, Ванда Джун (Happy Birthday, Wanda June, реж. Марк Робсон)
  • 1972 — Пиллĕккĕмĕш бойня (Slaughterhouse Five, реж. Джордж Рой Хилл)
  • 1982 — Фарс (Slapstick, реж. Стивен Пол)
  • 1985 — Перемещённое лицо (Displaced Person, телефильм, реж. Алан Бриджес)
  • 1995 — Гаррисон Бержерон (Harrison Bergeron, телефильм, реж. Брюс Питтман).
  • 1996 — Тĕттĕмлĕх Амăшĕ (Mother Night, реж. Кит Гордон) (çак фильмри эпизодĕнче урамра пĕр çын рольне хăй Курт Воннегут сăнарланă).
  • 1999 — Чемпионсен ирхи апачĕ (Breakfast of Champions, реж. Элан Рудолф).
  • 2009 — «2081»
  • Çаплах экран çине «Кушак сăпки» романа кăларма хатĕрлеççĕ.
  • Воннегут 1982 çулта ӳнерленĕ Каллех шкула камитра эпизодра хăйне вылять.

Каçăсем

Викицитатникре çак темăпа страница пур
Воннегут Курт