Гаусс, Карл Фридрих
Иога́нн Карл Фри́дрих Га́усс (ним. Johann Carl Friedrich Gauß; 30.4.1777, Брауншвейг — 23.2.1855, Гёттинген) — XIX ĕмĕрти хисепсен теоринче ĕçленĕ нимĕç математикĕ, механикĕ, физикĕ, астрономĕ тата геодезисчĕ[1]. Мĕнпур вăхăтсен мăн математикĕсенчен пĕри, «математиксен королĕ»[2]. Копли медалĕн лауреачĕ (1838), Швед (1821) тата Петербург (1824) ăслăхĕсен академисен, акăлчан Королĕн пĕрлĕхĕн ютçĕр пайташĕ.
Карл Фридрих Гаусс | |
Carl Friedrich Gauß | |
Carl Friedrich Gauß, Namenszug von 1794.jpg | |
Çуралнă вăхăт: | 1777, ака, 30 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Брауншвейг |
Вилнĕ вăхăт: | 1855, нарăс, 23 |
Вилнĕ вырăн: | Гёттинген |
Ăслăх сфери: | математика, механика, физика, астрономи, геодези |
Ĕç вырăнĕ: | Гёттинген университечĕ |
Альма-матер: | Гёттинген университечĕ |
Ăслăх ертӳçи: | Пфафф Иоганн Фридрих |
Паллă вĕренекенсем: | Бойяи Фаркаш, Август Фердинанд Мёбиус, Петер Густав Лежён Дирихле тата Густав Роберт Кирхгоф |
Чыславсемпе парнесем | Копли медалĕ (1838) |
Биографи
Брауншвейг нимĕç херцăклăхĕнче çуралнă. Маçаккăшĕ чухăн çын пулнă çĕр ĕçĕпе хăтланнă; ашшĕ, Гебхард Дитрих Гаусс, — пахчаçă, каменщик, канал пăхаканĕ; амăшĕ, Доротея Бенц, — каменщик хĕрĕ пулнă. Хут çырма пĕлменскер, амăшĕ ывăлĕн çуралнă кунне çырса хăварман, астуса юлнипе, ача юнкун çуралнă, Турă Чĕрĕлни уявĕччен сакăр кун маларах, ăна Мăнкун иртсен 40-мĕш кунне асăнаççĕ. 1799 çулта Гаусс хăй çуралнă кунне формулăпа тĕп-тĕрĕс шутласа кăларнă[3].
Вырăсла куçарнă ĕçĕсем
- Гаусс К. Ф. Избранные геодезические сочинения. Т. 1. — М.: Геодезиздат, 1957.
- Гаусс К. Ф. Исследования по оптике. — НИЦ «Регулярная и хаотическая динамика», 2011. — ISBN 978-5-93972-871-3.
- Гаусс К. Ф. Общие исследования о кривых поверхностях // Основания геометрии (сб.). — М.: ГИТТЛ, 1956.
- Гаусс К. Ф. Отрывки из писем и черновиков, относящиеся к неевклидовой геометрии. // Основания геометрии (сб.). — М.: ГИТТЛ, 1956.
- Гаусс К. Ф. Пояснение возможности построения семнадцатиугольника // Историко-математические исследования. — М.: Наука, 1976. — № 21.
- Гаусс К. Ф. Труды по теории чисел. Перевод Б. Б. Демьянова, общая редакция И. М. Виноградова, комментарии Б. Н. Делоне. — М.: Изд-во АН СССР, 1959.