Зимбабве

Зимбабве (малтан Родези республики ятлă пулнă), — Кăнтăр Африкăри патшалăх. Çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухмаççĕ. Замбезипе Лимпопо юханшывсем хушшинче ларать. Кăнтăр Африка Республики, Ботсвана, Замби, Мозамбик патшалăхĕсемпе юнашар вырнаçнă. Ячĕ шона чĕлхи çинчи "dzimba dzemabwe" сăмах çавранăшĕнчен. Куçарсан вăл "чул çурчĕсем" пулать.

Republic of Zimbabwe

Зимбабве республики

Зимбабве ялавĕЗимбабве гербĕ
Патшалăх чĕлхисемакăлчан чĕлхи
Тĕп хулаХараре
Чи пысăк хулаХараре
ПрезидентEmmerson Mnangagwa
Премьер-министр
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
59 вырăнта
390 580 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
66 вырăнта
12 746 990
32/км²
Валюта ячĕЗимбабве долларĕ
Вăхăт тăрăхĕГВ +02 пуçласа +02 таран
Патшалăх гимнĕ
Тетел доменĕ.zw
Тел. префиксĕ+263

Политика

Зимбабве президентлă республика. Саккун кăларакан орган — икĕ палатăллă парламент.

Хут пĕлни

2002 çулта Зимбабвере пурăнакансенчен 95,2% вулама-çырма пĕлнĕ. Ку вăл пĕтĕм Африкăри патшалăхсемпе танлаштарсан чи пысăк кăтарту.

Пайланăвĕ

Зимбабве 8 провинципе 2 провинци шайĕнчи хуларан тăрать. ПРовинцисем 59 район çине пайланаççĕ, районĕсем — 1200 муниципалитет çине.

ПРовинцийĕсем:

  • Булавайо (хула)
  • Хараре (хула)
  • Маникаланд
  • Тĕп Машоналанд
  • Хĕвелтухăç Машоналанд
  • Хĕвеланăç Машоналанд
  • Масвинго
  • Çурçĕр Матабелеланд
  • Кăнтăр Матабелеланд
  • Мидландс

Шаблон:Африка патшалăхĕсем