Ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ

Тÿпери хăшпер ĕскерсен çийĕ тĕлĕнчи[1] ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ, м/с2 тата g
Çĕр9,81 м/с21,00 gХĕвел273,1 м/с227,85 g
Уйăх1,62 м/с20,165 gМеркури3,68—3,74 м/с20,375—0,381 g
Венера8,88 м/с20,906 gМарс3,86 м/с20,394 g
Юпитер23,95 м/с22,442 gСатурн10,44 м/с21,065 g
Уран8,86 м/с20,903 gНептун11,09 м/с21,131 g
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хăвăртлану пăхăр.

Ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ  — уйрăм ĕскерĕн йывăрлăх вăйне кура пулакан хăвăртланăвĕ, енчен те урăх нимĕнле вăйсем те çук пулсан.Инерциаллă мар пуçлав тытăмĕсенчи куçăмăн танлăхĕпе[2] килĕшуллĕн, ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ хисепĕпе масса пĕрчи объект çине витерекен йывăрлăх вăйĕпе тан.

Çĕр планетăн çийĕ çинчи ирĕклĕн ӳкнин хăвăртланăвĕ g (ытларах чухне «же» тесе калаççĕ) экваторти 9,780 м/с² капран пуçласа географилле полюссенчи 9,82 м/с² таран улшăнать[3]. Стандартлă («нормаллĕ») кап, пĕрчĕсен тытăмне ăсталанă чухне йышăннăскер, ак çакăнпа тан: g = 9,80666 м/с²[4][5]. Ку g капăн стандартлă пĕлтерĕшĕ, апла-капла пăхсан, пĕтĕм Çĕр çинчи «вăтам» хисеп пек палăрăнать, вăл 45,5° географилле анри тата тинĕс шайĕнчи ирĕклĕн ÿкнин хăвăртланăвĕпе танлашать. Çывхартса шутланă чухне ăна 9,81 м/с², 9,8 м/с² пек е, — питех те тимсĕррĕн, — 10 м/с² пек те кăтартаççĕ.

Асăрхавсем

Ку физика вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.