Пульницă

Пульницă — çынсене чир-чĕртен сыватакан медицина учрежденийĕ. Çар пульници — хоспитăль.

Пульницă - Бразили

Тĕсĕсем

Пульницăсем йĕркеленӳ тата ăстаçлăх енĕпе пайланаççĕ.

Йĕркеленӳ енчен

  • Тĕрлĕ çĕрте вырнаçнисем — пульницăн кашни уйрăмĕ хăйĕн çуртне йышăнать.
  • Пĕр çĕрте вырнаçнисем — пульницăн пур уйрăмĕ те пĕр çуртра вырнаçнă.
  • Хутăшла вырнаçнисем — малтанхи икĕ тĕссен хутăшĕ: пĕр-икĕ çуртра нумай уйрăм вырнаçнă.

Ăстаçлăх енчен

  • Ятарлисем — пĕр евĕрлĕ чирсене сиплекеннисем.
  • Пĕтĕмĕшле — вĕсенче нумай чирсенчен сыватаççĕ, тĕпчеççĕ.

Пульницă уйрăмĕсем

  • Санитари учрежденийĕ
  • Терапевт корпусĕ
  • Хирурги корпусĕ
  • Клиника уйрăмĕ
  • Сурансене тӳрлетӳ пункчĕ

Çавăн пекех

  • Акушер пункчĕ
  • Фельдшер-акушер пункчĕ

Вуламалли

  • Алексушин Г.В. Летопись областной клинической… Самар, Самарти пичет çурчĕ, 2000.

Каçăсем