Сапфир

Сапфи́р (ав.гр. σάπφειρος (sappheiros) — синкер чул, ивр. ספּיר‎ (sapir) е перс чĕлхинчи çав ятлăскĕрех) — тĕрлĕ тĕслĕ хаклă чул, корундăн пĕр тĕслĕхĕ[1]. Минералогире сапфирсем тесе синкер сăрлă корундсене çеç палăртнă, ювелир промăçлăхĕнче — кирек еплĕ сăрлă, сирень-хĕрлисĕр (çавăн пек чулсене рубинсем теççĕ). Сапфирăн синкер сăрне титанпа (Ti) тимĕр (Fe) хутăшĕсем параççĕ. Ĕлĕк Раççейре сапфира, ытти синкер тĕслĕ хаклă минералсене те, баус тенĕ.

Сапфир
Якатман сапфир
ФормулаAl2O3
ХутăшFe2+, Fe3+, Ti
СингониТригональлĕ
ТĕсСинкер тата кăвак тĕслĕреххисем; тĕссĕр, шупка, апельсин, сарăх, симĕс, фиолет, хура
Йĕр тĕсĕШурă
ЯлтăруКантăк
ЯнкăрлăхЯнкăр, çурма янкăр
Хытăлăх7,5 — 8
ÇыпăçтарулăхÇук
КатăлниНеровный до раковистого
Тачăлăх3,95—4,00 г/см³
Çутă пăрăнни1,766—1,774
Огранённый синий сапфир
Çăлтăрлатнă сапфирлĕ кабошонри Астеризм

Чаплă сапфирсем

  • Чи пысăк сапфир (йывăрăшĕ 1404,49 карат),[2] унăн ячĕ - «Адам çăлтăрĕ», ăна Шри-Ланкара 2015 çулта çурла уйăхĕнче тупнă.[3]
  • Квинсленд хура çăлтăрĕ (733 карат)
  • Ĕнчĕ çăлтăрĕ (563 карат)
  • Сапфир Логан (423 карат)
  • Ази çăлтăрĕ (330 карат)
  • Сăваплă Эдуард сапфирĕ (167 карат)
  • Располи (135 карат)
  • Стюартсен сапфирĕ (104 карат)

Çав. пекех

  • Минералсен ят-йышĕ

Асăрхавсем

Литература

  • Андерсон Б. Определение драгоценных камней — М.: Мир, 1983
  • Киевленко Е. Я., Сенкевич Н. Н., Гаврилов А. П. Геология месторождений драгоценных камней — М.: Недра, 1974.
  • Пыляев М. И. Драгоценные камни — М.: Стрелец, 1990.
  • Рид П. Геммология — М.: Мир, 2003.
  • Ферсман А. Рассказы о самоцветах — М.: Наука, 1974.
  • Рубин и сапфир. М.: Наука, 1974.

Каçăсем

Шаблон:Окислсем (минералсем)Шаблон:Самоцветы