Фрисланди (Нидерланд)

Нидерланд провинцийӗ
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Фрисланди пăхăр.

Фрисланди (Фризи, гол. Friesland; фриз. Fryslân) — Нидерландӑн ҫурҫӗр пайӗнчи провинцийӗ.

Фрисланди
фриз. Fryslân
Ялав[d]Герб[d]
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата1814
Ӳкерчӗк
Официаллӑ ятфриз. Fryslân
МФА транскрипцийӗˈfrislɑnt
Ят никӗсӗФрисландия (историческая область)[d]
ЭтнохоронимFries, Fries, friso, Frisian, frisón[1], frisona[1], frisón[1] и frisono[1]
Официаллӑ чӗлхеголланд чĕлхи и анăç-фриз чĕлхи
ГимнӗDe Alde Friezen[d]
Тӗнче пайӗЕвропа
Патшалӑх
Администраци вырӑнӗЛеуварден[d]
Административлӑ-территориллӗ пайНидерландсем
Вӑхӑт тӑрӑхӗUTC+1:00[d] и UTC+2:00[d]
ГеоданнӑйсемData:Friesland.map
Чи ҫӳллӗ вырӑнVuurboetsduin[d]
Правительство пуҫлӑхӗн должноҫӗпатша комиссарӗ[d]
Правительство пуҫлӑхӗArno Brok[d]
Халӑх йышӗ
  • 651 459 чел. (2021 кăрлач 1)[3]
Административлӑ пайланӑвӗАхткарспелен[d], Амеланд[d], Дантюмадел[d], Харлинген[d], Херенвен[d], Леуварден[d], Остстеллингверф[d], Опстерланд[d], Юго-Западная Фрисландия[d], Схирмонниког[d], Смаллингерланд[d], Терсхеллинг[d], Титсьеркстерадил[d], Влиланд[d], Вестстеллингверф[d], Фриске Маррен, Вадхуке[d], Северо-Восточная Фрисландия[d], Болсвард[d], Nijefurd[d], Sneek[d], Wûnseradiel[d], Wymbritseradiel[d], Боарнстерхим[d], Гастерлан-Слеат[d], Лемстерланд[d], Скарстерлан[d], Франекерадел[d], Хет-Билдт[d], Меналдумадил[d], Леувардерадел[d], Литтенсерадил[d], Донгерадел[d], Фервердерадел[d] и Коллюмерланд[d]
Чикӗленсе тӑратьСеверная Голландия[d], Гронинген, Дренте[d], Флеволанд[d] и Оверэйссел[d]
Калаҫу чӗлхиСтеллингверфский диалект[d], анăç-фриз чĕлхи и голланд чĕлхи
Лаптӑк
  • 5748,74 ± 0,01 тăваткал километр
Официаллӑ сайтLua йӑнӑшӗ: expandTemplate: template "ref-fy" does not exist.
Карта местонахождения
Подробная карта
Коллаж
Палӑксен списокӗQ2151582? и list of war memorials in Friesland[d]
Экономикиeconomy of Friesland[d]
Автомобиль номерӗн кочӗB
Фрисланди на карте
Фрисланди
Фрисланди
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Провинцин тӗп хули — Леуварден. 646 862 ҫын (2013, кӑрлач, 1) пурӑнать, ку виҫепе вӑл провинцисем хушшинче 8-мӗш вырӑнта тӑрать.

Тавралӑхӗ

Фрисландин ытларах пайӗ материк ҫинче вырнаҫнӑ, унсӑр пуҫне провинци шутне хӑш-пӗр Анӑҫ-Фриз утравӗсем, ҫав шутра Влиланд, Терсхеллинг, Амеланд тата Схирмонниког, кӗреҫҫӗ, вӗсем материкпа паромпа ҫыхӑннӑ.

Фрисланди, унӑн акваторине те шута илсен (административлӑ пайӑн информаци карточкинчи карттӑпа паллашӑр) Нидерландӑн чи пысӑк провинцийӗ — 5748,74 км²; тип ҫӗр лаптӑкӗпе вара ку провинцин пысӑкӑшӗпе виҫҫӗмӗш вырӑнта кӑна — 3341,70 км².

Чи ҫӳллӗ вырӑн Влиланд утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ, вӑл тинӗс шайӗнчен 45 м ҫӳллӗшӗнче.

Провинци лаптӑкӗнче тӑватӑ наци паркӗ пур:

  • Схирмонниког орнитологи паркӗ — пӗрешкел ятлӑ утрав ҫинче,
  • Де Альде Феанен — провинци варринче,
  • Лауверсмер — Гронинген провинципе чикӗленнӗ вырӑнта,
  • Дрентс-Фрисе-Волд — Дренте провинципе чикӗленнӗ вырӑнта.

Администраципе территори пайланӑвӗ

2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Нидерландӑн Фрисланди провинцийӗ 18 общинӑран тӑрать:

  • Ахткарспелен
  • Амеланд
  • Дантумадел
  • Фриске Маррен
  • Харлинген
  • Херенвен
  • Леуварден
  • Ҫурҫӗр-Тухӑҫри Фрисланди
  • Остстеллингверф
  • Опстерланд
  • Схирмонниког
  • Смаллингерланд
  • Кӑнтӑр-Анӑҫри Фрисланди
  • Терсхеллинг
  • Титсьерсктерадел
  • Влиланд
  • Вадхуке
  • Вестстеллингверф

Фрисланди общинисем (2019)

Пысӑк хулисем

ГородНаселение
1Леуварден96 578
2Драхтен44 598
3Снек33 401
4Херенвен28 497
5Харлинген15 729
6Доккюм13 145
7Франекер12 995
8Яуре12 902
9Волвега12 738
10Леммер10 220


Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

Каҫӑсем

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Фрисландия (Нидерланды) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.