Чехов Антон Павлович

Чехов Антон Павлович, — паллă вырăс çыравçи. 1860 çулхи кăрлачăн 29 (кивĕ стиль тăрăх кăрлачăн 17) Таганрог хулинче çуралнă. 1904 çулхи утă уйăхĕн 15 (кивĕ стиль тăрăх утă уйăхĕн 2) Баденвайлерте (Германи) вилнĕ.

Антон Павлович Чехов

Осип Браз ,Антон Павлович Чехов сăнарĕ, 1898 çул
Çуралнă чухнехи ят: Антон Павлович Чехов
Çуралнă вăхăт: 1860 çулхи кăрлач уйăхĕн 17 (29)-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Таганрог (хула), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1904 çулхи утă уйăхĕн 2 (15 -мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Баденвайлер, Германи
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: 19-мĕш ĕмĕрти вырăс çыравçи
Пултарулăх çулĕсем: 1868—1904
Тĕлĕ: Реализм
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Алпусни: Алпусни
Антон Чехов (1860-1904)

Пурнăçĕ

Антон Павлович аслашшĕ крепосла пусмăр айĕнчи хресчен пулнă. 1844 çулта, крепосла правасене чарса лартиченех, тӳлесе крепосла пусмăр çинчен тухнă.

Ашшĕ, Павел Чехов, виççĕмĕш гильди купси пулнă, бакалея лаввкине тытса танă. Купсана вăл 1857 çулта тухнă. Купсана тухичен темиçе çул маларах вал 18 çулти Евгения Яковлевна Морозовăна качча илнĕ. Вĕсен пурĕ 6 ача çуралнă. Виççĕмĕш ачине Антон ят хунă.

8 çула çитсен, малтан икĕ çул грексен шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн, Антон Павлович Таганрог гимназине вĕренме кайнă. Ку гимнази, 1809 çулта йĕркеленнĕскер, чи лайăххисенчен пĕрри шутланнă. Унта сакăр çул вĕреннĕ хыççăн хуть те хăш университета экзаменсăр кĕме пултарнă. Гимнази Чехова ыттлашиех килĕшсех кайман. Анчах та кунта вăл литературăри хăйĕн перремеш утăмĕсене тума пуçланă. Кулăшла калавсем çырнă, кулăшла журналсем кларнă. Кунтах вăл 18 çулта хăйĕн пĕрремĕш «Безотцовщина» драмине çырнă.

1886 çулта унăн пĕрремĕш калавсен пуххи, 1887 çулта иккĕмĕш «В сумерках» калавĕсен пуххи тухнă.

1890 çулта Чехов Сахалина кайса килнĕ. Кунта курнă пурнăç çинчен вăл кайран «Остров Сахалин» (1895) кĕнеке кăларнă.

1892-1899 çулсенче Чехов Мускав патĕнчи Мелихово имениĕнче пурăннă. Халĕ унта Чехов музейĕсенчен пĕрри вырнаçнă.

Паллă ĕçĕсем

«Степь», «Скучная история», «Дуэль», «Палата № 6», «Рассказ неизвестного человека», «Мужики» (1897), «Человек в футляре» (1898), «В овраге», «Детвора», «Драма на охоте»; пьесасенчен: «Иванов», «Чайка», «Дядя Ваня», «Три сестры», «Вишнёвый сад».

Вуламалли

Каçăсем