Шахмат

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шахмат (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Ша́хмат — сĕтел вăййисем шутне кĕрет. 64 тăваткалтан тăракан ятарлă хăма çинче икĕ ен выляççĕ. Ку вăйăра ӳнер те, ăслăлăх та, спорт та пур. Вăйă ячĕ перс чĕлхинчен кĕнĕ - шах тата мат сăмахсенчен пулнă, куçарсан патша вилнĕ тенине пĕлтерет.

Шахмат
Пулса тухнă VI ĕмĕр, Инди
Инвентарь 8 × 8 клеткăллă хăма, фигурăсем: 16 шурă тата 16 хура[1]
Вылякансем 2[2]
Парти тăсăлать Сехетпе[3]
Пуля (буллит)[4]: < 3 мин.
Блиц: 3—10 мин.
Хăвăрт (рапид): 10 мин. ытла тата 60 мин. яхăн
Классические: 60 минут тата ытларах
Без часов
Вăхăта чармасăр
Вăйă кăткăслăхĕ Вăтам
Стратеги шайĕ Çӳллĕ
Ăнсăртран тухни Çук (вăйă мĕнпур информаципе)
Аталантарать тактикăна, стратегие, комбинацие курни, курăм астăвăмĕ
Пĕрпек вăйăсем Çав. Шахмат варианчĕсем, Сёги
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Шахматла хире-хирĕç иккĕн, ушкăнпа ушкăн, пĕр çынпа ушкăн выляма пултараççĕ. Шăхмат вăййин йĕркине тытса пыракан ятарлă йĕркесем пур, ăмăртусем ирттернĕ чухне ФИДЕн хушма йĕркисемпе те усă кураççĕ. Интернетпа, телефонпа, çыру çырса выляма та ятарлă йĕркесем пур.

Шахмат кун-çулĕ

Шахмат вăййине Ĕнчĕре VI ĕмĕрте шутласа кăларнă тесе ĕнентерççĕ. Унăн авалхи ячĕ - чатуранга. Арап çĕршывĕсенче, Европăпа Африкăра вăйă сăн-сăпачĕ улшăнса пырать. 15 ĕмĕр тĕлне унăн паянхи кӳлепи çирĕпленсе çитет, 19 ĕмĕрте шахматла вылямалли йĕркесене те çирĕплетеççĕ, çавăн чухнех ăмăртусем йĕркелеме пуçлаççĕ.

Çавăн пекех

  • Дебют
  • Миттельшпиль
  • Эндшпиль
  • Эндшпиль Налимов тапăлсем
  • Тенчери шахмат кунĕ
  • Шахмат олимпиади
  • Шахмат варианчĕсем

Шахмат выляма компьютер программисем

  • Rybka
  • Fritz (программа)
  • Fruit
  • HIARCS
  • Shredder
  • Chessmaster
  • GNU Chess

Вуламалли

  • Верховский Л. С. Цугцванг. Кочиев А. В., Яковлев Н. Г. Преимущество двух слонов. — М.: ФиС, 1989. — 160 с. — 100000 экз. — (Б-чка шахматиста). — ISBN 5-278-00182-8
  • Шахматы : энциклопедический словарь / тĕп ред. А. Е. Карпов. — М.: Советская энциклопедия, 1990. — 100 000 экз. — ISBN 5-85270-005-3

Асăрхавсем

Каçăсем