Нью Йорк (акăл.New York City), — АПШ-н чи пысăк хули, [1][2] тĕнчери чи пысăк агломерацисен шутне кĕрет.[3][4][5] Хула йышĕ 8 405 837 çын, агломерацийĕ — 23,9 млн (2013 çулхи шут). Нью Йорк Атлантика океанĕн çыранĕнче, Çĕнĕ Йорк штачĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Хулана XVII ĕмĕрте Холланд колонисчĕсем никĕсленĕ. 1664 çулччен хулана Çĕн Амстердам тесе чĕннĕ. 1785 - 1790 çулсенче Пĕрлешӳллĕ Штатсен тĕпхули пулнă.
Нью Йоркра пурĕ 5 район (боро): Манхэттен, Бронкс, Бруклин, Квинс, Статен-Айленд. Тĕп паллă вырăнсем Манхэттен бороĕнче вырнаçнă. Вĕсенчен: историкла тӳпехырсем (Эмпайр-стейт-билдинг, Крайслер-билдинг), Рокфеллер центрĕ, Вулворт-билдинг, Нью-Йоркри паянкун ӳнер музейĕ. ӳнер Метрополитен-музейĕ, Метрополитен-опера, Соломон Гуггенхайм музейĕ (сăрлавӳнер), Американ çут çанталăк историйĕн музейĕ (динозаврсен скелечĕсем тата планетари), легендарлă хотель «Челси», ПНО штаб-квартирĕ, Харлем.
Нью Йорк — тĕнчери чи пĕлтерĕшлĕ финанс, политика, экономика тата культура центрĕ.[6]
Лонг-Айлендшăн çапăçни, Американ революциĕн чи пысăк çапăçăвĕ.
Халь Нью-Йорк вырнаçнă территорире европеецсем киличченех Манахаттоу и Канарси индеецсен йăхĕсем пурăннă. Çакна хулан çуртсемпе купаламан районесенче, тĕслĕхрен Инвуд-Хилл-парк тата Риверсайд-паркра тупнă çĕмренсем тата ытти артефактсем çирĕплетеççĕ. Европеецсен поселенийĕсем кунта 1624 çулта курăннă. 1625 çулта Манхэттенăн кăнтăр вĕçĕнче холландсем Çĕн Амстердам (гол.Nieuw Amsterdam) поселени никĕсленĕ. 1664 çулта, Стёйвесант губернатортан хирĕç тăнине тĕл пулмасăрах, хулана акăлчансем ярса илнĕ, çавăн хыççăн хулан ятне Йорк герцог ярса илес инициаторăн ячĕпе Нью-Йорк (акăл. Çĕн Йорк) тесе улăштарнă. Иккĕмĕш англо-холланд вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсемпе 1667 çулта холландцем Нью-Йорка Суринам колони çине улăштарса акăлчансене официаллă панă.